Раҫҫей Федерацийĕн Правительствин вице-премьерĕ Марат Хуснуллин тата Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Раҫҫей Федерацийĕн Правительствин вице-премьерĕ Марат Хуснуллин тата Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев  ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Уҫă калаҫăва Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин финанс рынокĕ енĕпе ĕҫлекен Комитетăн председателĕ Анатолий Аксаков хутшăннă.

Тĕлпулу вăхăтĕнче ҫурт-йĕр строительствипе ҫыхăннă ыйтăва сӳтсе явнă.   Пурăнма юрăхсăра тухнă ҫуртсенчен ҫынсене хăтарса ҫĕнĕ хваттерсемпе тивĕҫтерес, ҫул-йĕр строительствине аталантарас, финанс енĕпе ыйтусене уҫăмлатас тата та ытти пĕлтерĕшлĕ самантсем пирки те чарăнса тăнă ертӳҫĕсем.  

Марат Хуснуллин хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республики 2021 ҫулта ҫурт-йĕр строительствин планне тĕпе хурса пĕтĕмпе 716,7  пин тăваткал метр чухлĕ ҫурт-йĕр хута янине палăртнă.  Вĕсенчен харпăр хăй тĕллĕн пурăнмалли ҫуртсен лаптăкĕ 388,7 пин тăваткал метр чухлĕ йышăнать. Пур-пĕрех, калаҫăва малалла тăснă май, РФ вице-премьерĕ ҫурт-йĕр строительствин ĕҫне малалла та хастартарах йĕркелесе пыма чĕнсе каланă, кăтартусене ӳлĕмрен тата та пысăклатса пыма тăрăшмаллине асăннă.    «Пĕр сăмахпа каласан, енчен те строительство тытăмĕ лайăх аталанать пулсан, регионăн экономики вăй илсе пырасси те часах», -  тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса. Пурӑнмалли ҫурт-йӗр строительстви, экономика аталанӑвӗн драйверӗсенчен пӗри, пурнӑҫ условийӗсене хальхи стандартсем тӑрӑх йӗркелес енӗпе пӗлтерӗшлӗ ен пулса тăрать.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев хальхи вăхăтра нумай хваттерлĕ ҫуртсене хăпартса лартма 2025 ҫулччен 90 лаптăка палăртнине асăннă, вĕсенче пĕтĕмĕшле  ҫурт-йĕр калăпăшĕ 786 пин тăваткал метр чухлĕ тенĕ вăл.

Территорисене комплекслă аталантарса пырассипе йышăннă программăна тĕпе хурса, регион Пуҫлăхĕ хушнипе пĕтĕмпех нормативлă право акчĕсене пăхса хăварса йышăннă.  Пурĕ тăхăр территорине хăтлăлатмалла, 30 га ҫĕр лаптăкĕ ҫинче 243,5 пин тăваткал метр чухлĕ ҫурт-йĕр хута ямаллине те пĕлтернĕ вăл.  

Кун йĕркинчи тĕп ыйтусенчен тепри – пурăнма юрăхсăра тухнă ҫуртсенчен граждансене  куҫарса хăтлă хваттерсемпе тивĕҫтересси. ЖКХ Фончĕн Правленийĕн йышăнăвĕпе килĕшӳллĕн, Чăваш Республикин заявление пăхса тухнă, программăна хăвăрттăн пурнăҫлама ирĕк паракан ĕҫ хутне те алă пусса ҫирĕплетнĕ.  Регионта маларахри программăна тĕпе хурса 12,89 пин тăваткал метр чухлĕ ҫурт-йĕрпе тивĕҫтерме плана кĕртнĕ.  Ку ĕҫе 2023 ҫулччен  пурнăҫлама тĕллев лартнă.  Палăртса хунă ĕҫсене туллин пурнăҫласан, ҫĕнĕ йышăннă программăпа малалла тăсма тивĕ.  Пĕтĕмпе республикăра пурăнма юрăхсăра тухнă ҫуртсен лаптăкĕ 82,9 пин тăваткал метр чухлĕ йышăнать, вĕсенче халĕ 4,8 пин ҫын пурăнать.

Марат Хуснуллин тата Олег Николаев  инфратытăм аталанăвĕ пирки те ыйтăва пăхса тухнă, регионсене куҫарса панă тĕрев ҫинчен чарăнса тăнă.  Пĕлтĕр заявкăсене пăхса тухнă хыҫҫăн,  республикăна кредитсем  тивĕҫме 3737,023 млн тенкĕлĕх пулăшу укҫине илме ирĕк парасси пирки йышăнăва тунă.  Ку пысăк укҫана ҫурт-йĕр строительствипе ҫыхăннă пиллĕк проект валли  тăкакланма план тунă.  Сăмах май, Олег Николаев ҫĕнĕ инвестици программисем пирки каланă, вĕсене валли 19995,3 млн тенкĕ инвестици хывма плана кĕртнине хыпарланă.  Хушма тĕрев илме, инвестициллĕ ҫĕнĕ проектсене пурнăҫлама кирлĕ пек ĕҫ хучĕсене хатĕрлесе Раҫҫей Федерацийĕн Экономика министерствине заявка тăратнине те каласа хăварнă. Пĕтĕмĕшле инвестицисен калăпăшĕ  12,4 млрд тенкĕпе танлашать. 

Тĕлпулу вăхăтĕнче ҫул-йĕр строительстви  пирки чарăнса тăнă. Ҫул-йӗр тата транспорт инфратытӑмӗн тӑрӑмӗ çӳлерех палӑртнӑ çулйӗрсемпе пӗрлех халӑх пурнӑçӗн пахалӑхӗшӗн питех те пӗлтерӗшлӗ. 2021 ҫулта ҫулсене юсассипе палăртнă плана тултарса, 871,3 пин тăваткал метр чухлĕ асфальтобетон сарнă, 117,1 ҫухрăм тăршшĕ трассăна юсаса ҫĕнетнĕ.  «Хăрушлăхсăр паха ҫулсем» наци проектне тĕпе хурса виҫĕ ҫуллăха план йышăннă, объектсене хута яма пĕтĕмпе 8,5 млрд тенкĕ пăхса хăварнă. 2024 ҫул тĕлне Чăваш Республикинче автомашина ҫулĕсене нормӑпа палӑртнӑ кӑтартӑвӗсене тивӗҫтерес тӗлӗшпе 85 процент таран ҫитерме палăртса хунă.  

Уҫă калаҫу вăхăтĕнче М-12 федераци трасси пирки те чарăнса тăнă. РФ вице-премьерĕ хăйĕн сăмахĕнче, плана кĕртнĕ мĕнпур мероприятисене вăхăтра, графикпа килĕшӳллĕн пурнăҫласа пыма хушнă.  Енчен те вăхăтра тумасан ĕҫсене, строительство материалĕсен хакĕсем ӳссе кайсан, каярах тăкаксене саплаштарса йывăртарах пулма пултарассине асăннă. 



25 февраля 2022
09:25
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter