Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ҫӗршыв экономикинчи хăрушлăхсене парăнтарма май паракан тĕллевсем лартнă

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ҫӗршыв экономикинчи  хăрушлăхсене парăнтарма май паракан тĕллевсем лартнă

«Пирĕн пуласлăхри ĕҫсене пĕлсе тата кирлĕ пек шайра пурнăҫласа пыма тăрăшмалла. Наци проекчĕсемпе патшалăх программисене пурнăҫа вăхăтра кĕртсе пырассишĕн ырми-канми тăрăшмалла.  Палăртса хунă ĕҫсене пурнăҫлама пирĕн пĕтĕмпех условисем ҫителĕклĕ. Чăрмавсем кăларса тăратма юрамасть» - тесе чĕнсе каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев хăйĕн сăмахне малалла тăснă май.

 Мероприятисене  пурнăҫлакансене палăртма  туянусене ака уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне   йĕркелемелле.  «Пирĕн  уйрăмах строительство сферинче кирлĕ пек мĕнпур процедурăсене вăхăтра тата туллин пурнăҫа кĕртсе пыма тăрăшмалла.  Кунта шăпах та, шкулсем тăвасси пирки, сывлăх сыхлавĕпе культура пайĕнчи объектсене пурнăҫа кĕртесси пирки сăмах пырать.  Коммуналлă инфратытăм пайĕнчи ыйтусем те кун йĕркинчех ҫивĕч тăраҫҫĕ.  Объектсен пахалăх шайĕ пысăк пулмалла, пурне те графикпа килĕшӳллĕн пурнăҫа кĕртсе пыма тăрăшмалла», - тесе каланă республика Пуҫлăхĕ.

«Паянхи пурнăҫ таппинче, таварсен хакĕсем сăлтавсăр ӳссе пыни йывăрлăх кăларса тăратма пултарать», -  тенĕ Олег Николаев сăмаха малалла тăснă май. Ҫĕршыври лару-тăрăва юриех ҫивĕчлетме кирлĕ мар, таварсен хакне тĕлли-паллисĕр хăпартма никамăн та ирĕк ҫук. Тимлĕхе ҫухатмалла мар, пурин те лăпкă пулмалла.  Иртнĕ эрнере ятарлă штаб йĕркеленĕ республика Правительстви. Регионти мĕнпур ыйтăва ҫивĕч тĕрĕслеве илнĕ ĕҫ ушкăнĕ. Юриех хаксене хăпартас текенсене вăхăтра тупса палăртмалла, сăлтавне уҫăмлатма сĕнмелле, енчен те йĕрке пăсаҫҫĕ пулсан, тен ĕҫ ушкăнĕсен ларăвĕсенче вĕсен шухăш-кăмăлне ыйтса пĕлмелле.    Патшалăх сервисĕсем пирки те сăмах пуҫарнă паянхи канашлура. Хăрушсăрлăх тени яланхиллех малти вырăна тухса тăмалла.  Республикăри малта пыракан предприятисенчи лару-тăрăва кулленех мониторинг тумалла, май килнĕ таран пулăшу пама пикенмеллине те палăртнă вăл.  Ырă тăвакансен пархатарлă ĕçне нимĕнле виçепе те виçме çук. Луганск тата Донецк халăх республикисенчен килекен хыпарсене Раççейре пурăнакансем хурлăхлă йышăнаççĕ. 

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ информаци тĕлĕшĕнчен ҫав тери хытă талпăннине каланă пирĕн ҫĕршыв ҫине.  «Украина территорийĕнче пурăнакансем юриех тенĕ пек усал хыпарсем вырнаҫтараҫҫĕ тĕрлĕ кăларăмсенче.  Паникăна кĕрсе ӳкмелле мар. Вĕсене ĕненсе, пĕтĕмлетӳсем тумалла мар», - тенĕ вăл.  

«Эпир тĕрĕс ҫул-йĕрпе пынине пирĕнтен кашнин ĕненмелле.  Бизнес вăй илет, обществăра тăнăҫлăх хуҫаланать, граждансен мĕнпур планне пурнăҫа кĕртессипе республикăра анчах мар, ҫĕршывра та ырми-канми тăрăшса ĕҫлеҫҫĕ», - тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса.



28 февраля 2022
16:24
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter