Чӑваш Енре кăшăл вируса пула, Ҫăварни уявне йышлăн пухăнса ирттерессине пăрахăҫланă

  Нарăс уйăхĕн 28-мĕшĕнчен пуҫласа Ҫăварни эрни тытăнчĕ.

«Ҫăварни  вăхăтĕнче профилактика мерисене пур ҫĕрте те пăхăнма май та ҫук пулĕ.  Апла пулсан, кăҫал ăна массăллă ирттермесен те тен юрĕ», – тесе каланă паян Правительство ҫуртĕнче кашни эрнере пулакан планеркăра Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.  Енчен те ҫынсем хăйсен килĕсенче, ҫемьепе пĕрле сĕтел хушшинче вĕри чей ĕҫсе, пылпа икерчĕ ҫисен тен тата  та усăллăрах пулĕ. Усал чир те вĕсем ҫумне ҫулăхмĕ», – тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.   

Пĕтĕмĕшле илес пулсан, Чăваш Енре кăшăл вирус енĕпе лару-тăру лăпкă тесен те юрать. Чирлекенсен йышĕ питех ӳсмен.  Пур-пĕрех лăпланса ларма юрамасть, кăтарту чакман-ха.  Кунсерен чирлекенсен шучĕ 200 ҫитнĕ.  Тепĕр тесен, паянтан куҫăм формăпа ачасене шкулсенче вĕрентме тытăннă. Пурин те тимлĕ пулмалла, профилактика мерисене пăхăнмалла, йĕрке пăсма никамăн та ирĕк ҫук. Кун пирки тепĕр хут ҫирĕппĕн каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.

«Енчен те халăх Ҫăварни эрнинче   пĕр-пĕрин патне ҫӳресен, чир-чĕр алхасасси те часах пулма пултарать. Асăрхануллă пулма тăрăшмалла, тимлĕх тени – малти вырăна тухмалла. Хамăрăн сывлăха упрамалла, усал чире алхасма ирĕк туса памалла мар», ­– тенĕ Олег Николаев.

Роспотребнадзор Чăваш Республикинчи Управленийĕн ертӳҫи Надежда Луговская тата Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов республика Пуҫлăхĕ каланă сĕнĕве ырланă.   

«Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Указĕпе килĕшӳллĕн мероприятисене ирттерессине пăрахăҫлама, вăхăтлăха чарма йышăннă.  Вăхăт иртмесĕр, чарусене пăрахăҫлама юрамасть», – тенĕ Надежда Луговская.  «Кăшăл вирус чирĕ енĕпе лару-тăру регионта хальлĕхе ҫивĕч тăрать-ха.  Тепĕр тесен, вакцинациленекенсен йышĕ те курăмлăнах ӳссе пымасть. Лăпланса ларма иртерех.  Массăллă мероприятисем ирттерме тен юрамасть. Мĕншĕн тесен, уявсенче дистанци пăхăнас текенсем те сахалтарах, хăрушсăрлăх мерисене те ҫителĕклĕ пăхăнманни куҫ кĕретех. Кун пек ӳкерчĕксене эпир пĕрре мар курса ĕненнĕ. Ҫăварни вăхăтĕнче пур-пĕрех халăх икерчĕ ҫиме пикенет, ун чухне вара шăпах та урамсенче профилактика мерисене пăсма пултарĕҫ. Асăрхаса ҫитерме те ҫук», – тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.  

«Паянхи лару-тăру республикăра пĕтĕмпех чир-чĕр енĕпе йĕркеллĕ теме шантармасть», –  тенĕ хăйĕн сăмахĕнче Владимир Степанов.  «Ватăсеме ҫамрăксене пĕрле пĕр ҫĕре пухни вырăнлах та мар пулĕ. Кун пек чухне усал кăшăл вирус чирĕ ерес хăрушлăх пысăкланма пултарать. Ачасем те хальхи вăхăтра вăраха кайса аптраканнисем пур-ха», – тесе хушса хунă вăл.

Шупашкар хула администрацийĕн пуҫлăхĕ Денис Спирин хăйĕн докладĕнче, паянтан пуҫласа Ҫăварни уявĕсене Чăваш Енĕн тĕп хулинче массăллă майпа ирттерме пăрахăҫланине палăртнă. «Сывлăх хамăрăн алăра, апла пулсан ăна сыхласа хăварассишĕн пурин те тимлĕ пулма тăрăшмалла», – тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса.

 



28 февраля 2022
14:09
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter