Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев «Раҫҫей йĕлтĕр йĕрĕ – 2022» ӑмӑртӑва хутшӑннă

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев «Раҫҫей йĕлтĕр йĕрĕ – 2022» ӑмӑртӑва хутшӑннă

Чăваш  Республикин  Пуҫлăхĕ Олег Николаев «Раҫҫей йĕлтĕр йĕрĕ – 2022» Пĕтĕм Раҫҫей шайĕнче иртекен массăллă чупăва хутшăннă.

 «Сывă пурнăҫ йĕркине тытса пыни – кашни ҫыннăн пысăк хисепĕ.  Ҫĕршыв Президенчĕ лартакан  тĕллевсене пурнăҫлама, вĕсене тивĕҫлĕ шайра йĕркелесе пыма та сахал мар витĕм кӳрет.    Сывă пурнăҫ йĕрки – усал ĕҫсем тăвассинчен те пăрать.  Паян йĕлтĕр йĕрĕ ҫине патшалăх тата муниципалитет служащийĕсем анчах мар, аслă ҫултисем те, ҫамрăксем те, шкул ачисем те хапăл тусах тухрĕҫ.  Пĕлетпĕр, шкулсенче кĕҫĕн классенче вĕренекенсем те ку мероприятине пĕтĕм кăмăлтан хутшăнаҫҫĕ.  Ку питĕ аван,пĕрле хар тăрса, спорта хутшăнатпăр, сывă пурнăҫ йĕркине тытса пырассишĕн ырми-канми тăрăшатпăр», тесе каланă Олег Николаев.  

«Йĕлтĕр йĕрĕ» çынсене çывăхлатать, çемьесене çирĕплетет, ĕç коллективĕсене пĕтĕçтерет. Ăмăртăва хутшăнакансен тата сывă пурнăç йĕркине пăхăнакансен йышĕ çултан çул ӳссе пыни те куҫ кĕретех. Ачасемпе ашшĕ-амăшĕ, мăнукĕсемпе аслашшĕ-асламăшĕ пĕрле йĕлтĕр çине тăни питĕ ырă пулăм. Çитĕнекен ăру сывă та хастар пулса çитĕнесси аслисенчен нумай килет.    

Ăмăртусем нарăс уйăхĕн 26-мĕшĕнче иртнĕ.  Шупашкарти Олимп резервĕсен 2-мĕш спорт шкулĕнче спортăн ҫак тĕсне кăмăл тăвакансем самаях пухăннă.  Пĕтĕмпе чупăва тăватă тапхăра пайласа ирттернĕ.  Ăмăртăва тухнисем 5 тата 10 ҫухрăма парăнтарнă.   «Йĕлтĕр йĕрĕ» спортсменсен ăсталăхне ӳстерме пулăшать.

Регионта пурăнакансемпе пĕрле Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев та йĕлтĕр ҫине тăрса, массăллă чупăва хутшăннă. Унпа пĕрле пĕр танах йĕлтĕр йĕрĕ ҫине Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Леонид Черкесов, Чăваш Республикин спорт министрĕ  Василий Петров, Шупашкар хула пуҫлăхĕ Олег Кортунов, Биатлон енĕпе Раҫҫейĕн пĕрлештернĕ ушкăнĕнчи  спортсменĕ, Раҫҫей спорт мастерĕ, 2021 Чехинче ҫуллахи биатлонра тĕнчери чемпионата хутшăнса хисепе титвĕҫнĕ Денис Рощупкин, 2021 ҫулта Раҫҫейре йĕлтĕрпе чупса призер пулса тăнă, Раҫҫейĕн пĕрлештернĕ ушкăнĕн членĕ Валентина Тикинева хутшăннă.   

Раҫҫей йĕлтĕр йĕрĕ спорт ăмăртăвне ҫулсеренех йĕркелесе ирттереҫҫĕ. Унăн пĕлтерĕшĕ самай пысăк. Ҫулталăкри спорт мероприятийĕсен чи анлă сарăлнă пулăм. «Спорт – пурнăҫ норми» федераци программипе килĕшӳллĕн йĕркелесе ирттереҫҫĕ асăннă спортăн тĕсне.  Чăваш Республикинче ку мероприятине 2005 ҫултан пуҫласа ирттереҫҫĕ. Регионта мĕнпур районсемпе хуласенче спорт уявне яланхи пекех курăмлăн йĕркелеме тăрăшаҫҫĕ.  Кăҫал ҫĕршыври лару-тăрăва шута илсе, усал амак чирĕ алхаснишĕн, спорт мероприятийĕсене кăштах каярах йĕркелесе ирттерме плана кĕртнĕ.  Красноармейски районĕнче спорт мероприятийĕ пуш уйăхĕн 4-мĕшĕнче иртĕ, Ҫĕмĕрлепе Етĕрне тăрăхĕнче Йĕлтĕр йĕрĕ чупăва пуш уйăхĕн 5-мĕшĕнче ирттерĕҫ, Сĕнтĕрвăрринче вара спорт уявĕ пуш уйăхĕн 6-мĕшĕнче пулĕ.   



28 февраля 2022
10:14
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter