«Канаш груз турттарма логистика хабĕ пулма пултарать», – тенĕ Олег Николаев

«Канаш груз турттарма логистика хабĕ пулма пултарать», –  тенĕ Олег Николаев

 Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев ĕҫлĕ ҫул ҫӳревре Канаш хулинче пулнă, муниципалитетăн пĕлтĕрхи ҫул ĕҫ кăтартăвĕсене пĕтĕмлетессипе ҫыхăннă анлă канашлăва хутшăннă, хулан социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕн ҫул-йĕрĕсене пăхса тухнă.  Канашлăва хутшăннисем хулан пуласлăхри тĕллевĕсем пирки чарăнса тăнă.  

Регион Пуҫлăхĕ хулан ҫав тери пуласлăхĕ пысăк пулнине палăртнă хăйĕн сăмахĕнче.  Малашне аталанса пыма та хăватлă ресурссем пуррине каланă вăл сăмаха малалла тăснă май.  Чи кирли – Канаш хули  географи енчен ҫав тери лайăх вырăнта вырнаҫнă.  Вĕренӳ учрежденийĕсем, пысăк заводсем те сахал мар палăртнă территоринче.  Инвестициллĕ проектсене пурнăҫа кĕртсе пырассипе те муниципалитет республика Правительствипе курăмлăн ĕҫлесе пырать.

«Пуласлăхра Канаш хули тата та лайăхрах вăй илсе, производство компетенцийĕсен центрĕ те пулĕ.  Наукăпа тĕпчев ĕҫĕсене йĕркелесе ирттерме аван.  Ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ технологисем вăй илсе пыраҫҫĕ.  Хушма объектсем хута кайсан, хулара тата та пурăнма хăтлă условисем йĕркеленĕҫ.  Кӳршĕллĕ районсемшĕн те ҫаксем пĕтĕмпех витĕмлĕ пуласси никама та иккĕлентермест», – тесе каланă Олег Николаев.   

Хулари элеватора тĕпрен модернизацилеҫҫĕ. Кунта пысăк технологиллĕ техника хатĕрĕсем вăй илсе пыраҫҫĕ.  Индустри паркне резидентсем те хапăл тусах вырнаҫаҫҫĕ, инфратытăм вăй илет.  

«Кунран-кун хулан сăн-сăпачĕ илемленсе пырать.  Пурăнма та условисем чаплă хулара. Экономика вăй илсе пырать, халăхăн пурнăҫ условийĕн шайĕ те лайăхланса пыни куҫ кĕретех», – тенĕ регион Пуҫлăхĕ.   Вакунсем тăвакан завод курăмлă ĕҫлет, ҫитĕнĕвĕсем пысăк.  

Пĕтĕмпех ҫак ĕҫсем пуласлăхшăн пĕлтерĕшлĕ. «Енчен те ачасем кăсăклансах вĕренеҫҫĕ пулсан, вĕсен пуласлăхри тĕллевĕсем те пысăк пулĕҫ. Канаш хулинче хăйсене кăмăла каякан предприятисемпе организацисенче пурнăҫ ҫул-йĕăрне ҫыхăнтарма пултараҫҫĕ.  Енчен те паха пĕлӳ илсен, тăван тăрăха пурăнма тата ĕҫлеме тăрса юлсан – питĕ те аван пулнă пулĕччĕ» – тесе хушса каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.   

Канаш хула администрацийĕн пуҫлăхĕ Виталий Михайлов Чăваш Ен Пуҫлăхне хулан проекчĕсене пурнăҫа кĕртсе пыма витĕм кӳнĕшĕн мухтаса тав сăмахĕсем каланă, экологи енĕпе ҫыхăннă ыйтусене те уҫăмлатма пулăшнăшăн тав тунă.  

«Пĕлтĕр аран-аран свалкăна рекультивацилерĕмĕр.  Подрядчиксене улăштарма та тиврĕ.  Маларахрисем хăйсене шанса панă ĕҫе яваплăха туйса пурнăҫламанни сисĕнчĕ.  Хăйсен умне лартнă тĕллеве пурнăҫа кĕртменни куҫ кĕретех пулчĕ.  Пĕлтĕрхи ҫул юлнă юлашки кунĕсенче объекта тĕпрен юсаса ҫĕнетсе пĕтертĕмĕр.  Халĕ тавралăха тирпей-илем кĕртессипе малашне ĕҫлемелле», тесе пĕлтернĕ хула администрацийĕн пуҫлăхĕ.   2021 ҫулта «Экологи» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн объекта тĕпрен рекультивациленĕ, пĕтĕмпе ĕҫе пурнăҫлама 87,3 млн тенкĕ тăкакланă.  2022 ҫулта тавралăха тирпей-илем кĕртме 1,3 млн тенкĕ пăхса хăварнă.    

Сăмах май, Виталий Михайлов пĕлтĕр хула хутлăхне хăтлăлатас текен программăна тĕпе хурса муниципалитетри кану паркне тĕпрен юсаса ҫĕнетнине пĕлтернĕ. Тавралăха тирпей-илем кĕртессипе те чылай ĕҫ пурнăҫланă тенĕ вăл хăйĕн докладĕнче.  Ку ĕҫсене малалла та тăсма плана кĕртнĕ хула ертӳлĕхĕ.   Чылай мероприятисем пурнăҫлама плана кĕртсе хăварнă.

Хула паркĕнчи стадиона хута яма 17,6 млн  яхăн 2022 ҫул валли бюджетра пăхса хăварнă.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – экономика министрĕ Дмитрий Краснов хăйĕн докладĕнче хула курăмлă аталанса пынине палăртнă, ĕҫ укҫин шайĕн кăтартăвĕпе республикăра палăртнă муниципалитет пиллĕкмĕш вырăн йышăннине асăннă.  Вак тата вăтам предпринимательлĕх тытăмĕ те хăйне евĕр лайăх вăй илсе аталанса пыни никамшăн та вăрттăнлăх мар.  Хула ертӳлĕхне ытларах социаллă пурнăҫпа экономикăна аталантарассипе йышăннă  Чăваш Республикин Комплекслă программине  кĕртнĕ объектсен проекчĕсем ҫине тимлĕх уйăрма каланă вăл.   

Хулан пысăк ҫитĕнĕвĕсем пуррине палăртнă Олег Николаев.  Пуласлăхри тĕллевĕсем те  сахал мар, вĕсене пурнăҫа кĕртессишĕн пĕрле тăрăшса ĕҫлемеллине чĕнсе каланă.  «Правительство хулан ыйтăвĕсене татса парас ĕҫе хутшăнма яланах хатĕр.  Пирĕншĕн чи пахи  – халăх пуҫаруллă пулни. Эсир вĕсемпе килĕшсе алла-алăн тытăнса ĕҫлесен, ӳлĕмрен тата та пысăкрах ҫитĕнӳсем пулĕҫ», – тесе сăмаха пĕтĕмлетнĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.   

 



28 февраля 2022
11:55
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter