2022 ҫулта Чӑваш Ен регион шайĕнчи 50 проекта пурнӑҫлама палӑртать

2022 ҫулта Чӑваш Ен регион шайĕнчи 50 проекта пурнӑҫлама палӑртать

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи Стратеги аталанăвĕн тата проект ĕçĕ-хĕлĕн канашĕн ларăвĕнче регионти ҫĕнĕ проектсен паспорчĕсене ҫирĕплетнĕ. Вĕсем: туризм инфратытăмне аталантарассипе, ҫамрăксен тытăмне вăй илтерессипе, «Вĕренӳ» наци проектне тата сывлăх сыхлавĕнчи пĕрремĕш звенори пая тĕпрен модернизацилессипе ҫыхăннă ĕҫ хучĕсем. 2022 ҫулта нацин 12 проекчĕпе регионта пурĕ 50 проект пурнăҫа кĕртме план тунă. Раштав тата кăрлач уйăхĕсенче федераци, регион ертӳҫисем  хушма тăватă пысăк пĕлтерĕшлĕ регион шайĕнчи проектсене пурнăҫа кĕртме килĕшĕве алă пусса ҫирĕплетнĕ.

«Проектсене пурнăҫа кĕртни чăнласах та пысăк пĕлтерĕшлĕ.  Эпир регион проекчĕсене пурнăҫлассишĕн ҫине тăрсах ĕҫлетпĕр, яваплăха та туятпăр.  Пирĕн объектсене вăхăтра кăна хута ярассишĕн тăрăшмалла мар, вĕсен пахалăхĕ ҫине те тимлĕх уйăрмалла.  Чи кирли – вĕсене халăхсен курмалла, ырлăха туйса пурăнмалла. Хăтлă условисем йĕркеленсен, кăмăл-туйăм та вĕсен лайăхланĕ. Наци проекчĕсене пĕтĕмпех халăх ырлăхĕшĕн пуҫарса янă», – тесе каланă хăйĕн ум сăмахĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.

   Объектсен пахалăхĕ епле пуласси, нумай чухне проектпа-смета докуменчĕсенчен те чылай килет.  Проектсене хатĕрлекенсем, подрядчиксем хăйсене шанса илнĕ ĕҫсене тӳрĕ кăмăлпа пурнăҫласан, яваплăха туйсан  кирек-епле объект та вăхăтра тата пысăк шайра пуласси никама та иккĕлентермест. Енчен те йĕрке пăснине асăрхасан, тӳрех вĕсене явап тыттармалла, объектсенчен хăтармаллине те чĕнсе каланă регион Пуҫлăхĕ.   Туризм инфратытăмне вăй илтерессипе йышăннă регион проектне наци проекчĕпе килĕшӳллĕн пурнăҫа кĕртме палăртнă.  2022 ҫулта чылай объекта пурнҫласси планра пур.  Таварсене те илĕртӳллĕрех тăвассипе, туристсене валли кăсăклă пултăр тесе ятарлă проект хатĕрленĕ. Ăна кăштах каярах ҫӳлерех асăннă канаш ларăвĕнче пăхса тухма план тунă.  

2022 ҫулта «Вĕренӳ» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн ҫамрăксене валли вĕсен пуҫаруллă ĕҫĕсене пурнăҫласа пыма хăтлă условисем йĕркелеме тĕллев лартнă. Инфратытăма аталантарас ыйту та кун йĕркинчех тăрать. Сывлăх сыхлавĕнчи пĕрремĕш звенори тытăма тĕпрен модернизацилесе пырасси ыйту та кун йĕркинчех тăрать. 2022 ҫулта паспортпа килĕшӳллĕн, Каҫал енре фельдшерпа акушер пунктне хăпартса лартма плана кĕртнĕ. 37 поликлиникăна тĕпрен юсанă, ялсенчи сиплев учрежденийĕсене пурне те тенĕ пекех тирпей-илем кĕртнĕ, пысăк технологиллĕ медицина хатĕрĕсемпе тивĕҫтернĕ.  Автомашинăсем те чылай туяннă, вĕсен шучĕ – 44.  Пуласлăхри тĕллевсем пысăк, Канаш районĕнче ятарлă нумай профильлĕ центр хута ярасси планра пур.    

Кун йĕркинчи тепĕр пысăк ыйтусенчен пĕри – шалу укҫине вăхăтра тата тивĕҫлĕ шайра халăха парасси.  Уйрăмах бюджет сферинче тăрăшакансем ҫине тимлĕх уйăрмалла. Сăлтавсăр ĕҫ укҫине чакарма никамăн та ирĕк пулмалла маррине тепĕр хут асăрхаттарса хăварнă регион Пуҫлăхĕ. РФ Президенчĕ ҫу уйăхĕнче алă пусса ҫирĕплетнĕ указпа килĕшӳллĕн, регионта ĕҫ укҫин шайĕ пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулнă, палăртнă кăтартăва туллин тивĕҫтернĕ. Пĕтĕмĕшле 2021 çулта республикăра 11 наци тата 46 регион проекчĕпе ĕçленĕ. Вĕсене пурнăçа кĕртме 12 министерство тата 26 муниципалитет хутшăннă. Пĕтĕмпе Чăваш Республикинче программăсене пурнăҫлама мĕнпур ҫăлкуҫсенчен 16,6 млрд тенкĕ тăкакланă.  Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – экономика министрĕ Дмитрий Краснов хăйĕн докладĕнче бюджетран куҫакан укҫапа 93,5 процент чухлĕ усă курнине хыпарланă.

Дмитрий Краснов пĕлтернĕ тăрăх, пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх, экспорт, экологи, çурт-йĕр енĕпе укçа-тенкĕпе тухăçлă усă курнă.  Уйрăмах вак тата вăтам предпринимательлĕх пайĕ патшалăх тĕревĕпе лайăх усă курнине те пĕлтернĕ ведомство ертӳҫи. Хăрушлăхсăр паха ҫулсем, экологи, вĕренӳпе, культура, демографи, ҫурт-йĕрпе хула хутлăхĕ программăсемпе курăмлă ĕҫленине хыпарланă вице-премьер. Асăннă тытăмсенче бюджетран куҫакан укҫа-тенкĕне тĕллевлĕ тата вăхăтра усă курса пынине палăртнă вăл сăмаха ҫавăрнă май.   Дмитрий Краснов министр 2022 çул тĕллевĕсене те уçăмлатнă. Регион проекчĕсене пурнăçлама уйăракан укçа-тенке вăхăтра ĕçе кĕртесси тата капиталлă строительство объекчĕсене хута ярассине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрассине пĕлтернĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев яваплă органсен умне кăçал валли палăртнă ĕç-хĕл кăтартăвĕсене туллин пурнăçлама тĕллев лартнă.



01 марта 2022
09:15
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter