Проект ĕç-хĕлне пĕтĕмлетрĕç

Пĕлтĕр Чăваш Енре регион проекчĕсене пурнăçлама 16 миллиард ытла тенкĕ уйăрнă. Кун пирки ЧР экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи Стратеги аталанăвĕн тата проект ĕçĕ-хĕлĕн канашĕн ларăвĕнче пĕлтерчĕ.

Пĕтĕмĕшле 2021 çулта республикăра 11 наци тата 46 регион проекчĕпе ĕçленĕ. Вĕсене пурнăçа кĕртме 12 министерство тата 26 муниципалитет хутшăннă. Шучĕпе чи нумай проект ЧР Сывлăх сыхлав /8/, Вĕрентӳ /6/, Çут çанталăк ресурсĕсен /5/, Цифра /5/ министерствисен пулнă. Шупашкар — 13, Çĕнĕ Шупашкар — 10, Муркаш тата Шупашкар районĕсем — 11, Сĕнтĕрвăрри районĕ 10 проектпа ĕçленĕ.

Дмитрий Краснов пĕлтернĕ тăрăх, пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх, экспорт, экологи, çурт-йĕр енĕпе укçа-тенкĕпе тухăçлă усă курнă. Вĕрентӳ, сывлăх сыхлавĕ, цифра экономики енĕпе кăтартусем палăртнинчен чылай пĕчĕкрех.

Регион проекчĕсене ĕçе кĕртнĕ май пĕлтĕр 34 общество вырăнне хăтлăлатма май килнĕ. Авари хăрушлăхĕ пур икĕ çуртри 34 хваттертен 73 çынна урăх вырăна пурăнма куçарнă. 119,7 çухрăм автоçула, виçĕ кĕпере тĕпрен юсанă, спорт организацийĕсем валли оборудованипе инвентарь туяннă, Етĕрне хулинче виртуаллă концерт залĕ уçнă, икĕ районта культурăпа кану учрежденийĕсен çурчĕсене юсанă, 7 муниципалитетра библиотека йĕркеленĕ тата ытти нумай ĕç пурнăçланă.

Дмитрий Краснов министр 2022 çул тĕллевĕсене те уçăмлатрĕ. Регион проекчĕсене пурнăçлама уйăракан укçа-тенке вăхăтра ĕçе кĕртесси тата капиталлă строительство объекчĕсене хута ярассине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрассине пĕлтерчĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев яваплă органсен умне кăçал валли палăртнă ĕç-хĕл кăтартăвĕсене туллин пурнăçлама тĕллев лартрĕ.



Хыпар
01 марта 2022
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter