Çăварни икерчине килте çийĕпĕр

Çăварни уявне тăватпăр-и е çук-и? Çак ыйтăва ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе тунтикун ирттернĕ канашлура Роспотребнадзорăн Чăваш Енри управленийĕн тата Сывлăх сыхлавĕн министерствин ертӳçисене пачĕ. Паллах, ăнсăртран мар. Çынсем коронавируспа çаплах чирлеççĕ — халăха пухса уяв йĕркелени вырăнсăр.

Олег Николаев праçниксенче халăх йышлă пухăнса çывăх хутшăннин хăрушлăхĕ пысăккине палăртрĕ. Çак шухăшпа Роспотребнадзор управленийĕн ертӳçи Надежда Луговская та килĕшрĕ. Чир ерессипе çыхăннă кăтартусем пĕчĕклени палăрать, анчах чирлисен шучĕпе эпир кăрлачри шая та анса çитеймен-ха, раштаври кăтартусем патне çитесси пирки хальлĕхе калаçни те вырăнсăр. Çавăнпа, ун шучĕпе, уяв йĕркелени вырăнсăр. Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов вара çак самантсене палăртнипе пĕрлех Раççей Украинăна демилитаризацилес тата денацификацилес тĕллевпе çар операцийĕ ирттернĕ тапхăрта шавлă йĕркелени кăмăл-сипет тĕлĕшпе те килĕшӳсĕр пулни çинчен каларĕ.

Тĕп хула влаçĕсем те — пысăк уява хирĕç. Денис Спирин сити-менеджер Çăварни йĕркелемесси пирки йышăну тума та ĕлкĕрнине çирĕплетрĕ. Олег Николаев палăртнă тăрăх, коронавирус пысăк хăвăртлăхпа сарăлнă тапхăр хыçа юлнă пулин те республикăра куллен 200 çын патнелле чир ертет — сахал мар. Стационарсенче, килте сипленекенсен шучĕ çав-çавах пысăк. Çийĕнчен пĕр тапхăр дистанци мелĕпе вĕреннĕ ачасем, 5-8-мĕш классем, тунтикунран шкула çӳреме тытăннă. Çак условисенче халăха уява пухни, Олег Алексеевич шучĕпе, хушма хăрушлăх кăларса тăратасси те часах. «Килте уявлăпăр: икерчĕпе чейпе, пылпа, варенипе… Ку уявпа çыхăннă çĕкленӳллĕ кăмăл-туйăма пăсмĕ».

Ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов çулленхи «Çĕр улми» курава ирттерме хатĕрленни çинчен каласа кăтартрĕ. Шучĕпе вăл кăçал 14-мĕш пулать — пуш уйăхĕн 3-4-мĕшĕсенче Шупашкарти «Контур» суту-илӳ çуртĕнче иртĕ. Унта сакăр теçетке ытла компани хутшăнма кăмăл тунă. Вĕсем хăйсен продукцийĕпе паллаштарĕç: çĕр улми, вăрлăх, иккĕмĕш çăкăр çитĕнтерме усă куракан ял хуçалăх техники… Куравра çĕр улмирен хатĕрленĕ 100 ытла блюдăна тутанса пăхма май пулĕ.

Спорт министрĕн çумĕ Татьяна Рябинина иртнĕ шăматкун йĕркеленĕ «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» чупу кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ. Кăмăллăн палăртрĕ: ăмăртусене хутшăнакансен йышĕпе пандемичченхи кăтарту шайне çывхаратпăр. Йĕлтĕр йĕрĕ çине тĕрлĕ районпа хулара 49,5 пин çын тухнă — ватти те, вĕтти те. Хăш-пĕр муниципалитетра чупу çывăх кунсенче иртмелле — пуш уйăхĕн 6-мĕшĕччен пурин те финиша çитмелле. Олег Николаев Шупашкарти ăмăрту йĕркелӳçисене тав турĕ: халăх йышлă пулнине пăхмасăр тĕрткелешӳ пулман — пĕтĕмпех йĕркеллĕ иртнĕ.

Комуналлă хуçалăха çĕнетес ыйтупа строительсто министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Максимов сăмах илчĕ. Вăл палăртнă тăрăх, республикăри ăшăпа тивĕçтерекен тытăм вăтамран 73% юхăннă. Шывпа тивĕçтерекен тытăм, канализаци хуçалăхĕн кăтартăвĕсем те унтан нумай пĕчĕк мар. Инфратытăма тĕпрен модернизацилеме 7,7 миллиард тенкĕ кирлĕ. Республикăн кăçалхи бюджетĕнче çак ыйтусем валли 190 миллион тенкĕ пăхса хăварнă. ЖКХна реформăламалли фонд пулăшăвĕ вырăнлă пулмалла — регион унпа тачă çыхăнса ĕçлет.

Республикăн тĕрлĕ хулипе районĕнчи 123 котельнăй диспетчеризацине «Чăвашгаз» ялавĕ айĕнче пĕрлештерме тĕллев тытнă. Министр тивĕçĕсене пурнăçлакан чăрмавсем пуррине пытармарĕ: чи малтанах котельнăйсем тĕрлĕ харпăрлăхра пулни йывăрлăх кăларса тăратать. Ахальтен мар ĕнтĕ Олег Николаев хайхи пĕрлештерӳ тĕллевне хирĕçлекенсем пурри-çуккипе пайăррăн кăсăкланчĕ: урăхларах сĕнӳсем пулсан — халĕ калăр… Хирĕçлекен, урăх сĕнӳ паракан пулмарĕ. Регион ертӳçин шухăшĕпе, пĕрлехи диспетчеризаци потребительсем ресурссемшĕн вăхăтра тӳлессине тивĕçтерме, асăннă сферăра ĕçлекенсен йышне виçеллĕ туса тăкаксене чакарма май парĕ — усă пуласси иккĕлентермест.

www.hypar.ru



Хыпар
01 марта 2022
09:51
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter