Донбаса Чăваш Ен пĕрремĕш партипе гуманитари пулăшăвне ăсатнă

Донбаса Чăваш Ен пĕрремĕш партипе гуманитари пулăшăвне ăсатнă

 Кулленхи пурнăҫра усă курăнакан таварсене Ростов облаҫне ăсатнă, каярах вĕсене Донецк тата Луганск республикисене илсе ҫитерĕҫ.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Олег Николаевăн ырă пуҫарăвне Чăваш Ен халăхĕ хапăл тусах йышăннă.  Донецк тата Луганск республикинче пурăнакансене пулăшу пама кашни ҫын пикенет.   

Пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнче Шупашкар хулинчен ҫирĕм тонна тавар ăсатнă ҫӳлерех асăннă территорисене.  Сакăр тонна ҫăнăх, икĕ тонна кĕрпе тата тепĕр вунă тонна апат-ҫимĕҫ таварĕсем, кулленех пурнăҫра усă курăнакан хатĕрсем.  Пулăшăва  пуҫласа пама килĕшнисем: «Чувашхлебопродукт», Чăваш Республикинчи Апат-ҫимĕҫ  фончĕ, Вăрнарти аш-какай комбиначĕ, «Букет Чувашии», «Химпром», «Пике» фабрика тата ыттисем те.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев патне кулленех ҫырусем килсе тăраҫҫĕ, унта халăх пăшăрханнине пĕлтерет. Йывăр лару-тăрăва лекнисене хапăл тусах пулăшма хатĕр Чăваш Енре пурăнакансем.   Чăваш Республикин ĕҫпе социаллă хӳтлĕх министрĕ Алена Елизарова чи малтанах хăйĕн сăмахĕнче регионти ырă ĕҫ тăвакансене – волонтерсене мухтаса тав сăмахĕсем каланă. «Единая Россия» парти членĕсем те ҫак пуҫаруллă ĕҫе хутшăнма кăмăл тунă.  Обществăлла организацисем, ахаль ҫынсем те май килнĕ таран пулăшу пама тăрăшаҫҫĕ.  Укҫа-тенкĕ енчен те витĕм кӳме хатĕррисем  сахал мар. Вĕсем те ырă ĕҫе пĕтĕм чун-чĕререн пурнăҫлама пикенеҫҫĕ.  Регионта «Пĕрле» ятлă фонд ырă кăмăллăх ĕҫне хутшăнакансен пулăшăвĕсене пухма хатĕр. Кунта та  пулăшăва куҫарса пама юрать тесе пĕлтереҫҫĕ ведомство ертӳҫисем.    

Пирĕн тăрăха  вăхăтлăха куҫса килекенсене Чăваш Енре вырнаҫтарма ятарлă пунктсем хатĕрлесе тăратнă, кирек-епле вăхăтра та 600 ҫынран кая мар пирĕн республикăна килме пултараҫҫĕ.  Пуш уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне пĕтĕмпе региона 18 ҫын килсе ҫитнĕ. Хăшĕсем хăйсен тăванĕсем патне вăхăтлăха вырнаҫнă. «Вăхăтлăха вырнаҫтарма йышăннă пунктра ҫемйесемпе те килсе ҫитнисем пур. Вĕсем хушшинче ачасем те иккен.  Вĕсене пулăшу парас тесе пĕрле пĕр чăмăра пухăнса мĕнпур обществăлла организацисем, политика партийĕсен пайташĕсем, волонтерсемпе пĕрле витĕм кӳме тăрăшаҫҫĕ», - тесе пĕлтернĕ хăйĕн сăмахĕнче министр.

«Чи хастар ĕҫе кӳлĕннисем – аграри пайĕнче тăрăшакансем.  Пуҫласа вунă тонна ҫăнăх, кĕрпе тата ытти таварсене ăсататпăр.  Пуласлăхра тата та ытти таварсене пухса йывăр лару-тăрăва лекнисем патне ăсатма шутлатпăр», - тенĕ Чăваш Республикин ял хуҫалăх министрĕн ҫумĕ Инна Волкова.

«Пурне те пысăк тав. Ырă ĕҫ туни каяллах ырăпа таврăнĕ. Депутатсем, предприятисемпе организацисем аякра тăрса юлмарĕҫ, пĕрле хар тăрса пулăшма пикенчĕҫ. Шанатăп, эпир пухнă таварсем вĕсемшĕн усăллă пуласса», - тесе каланă «Единая Россия» регионти партийĕн Секретарĕ  Николай Николаев.         

Мария Уляшева «Единая Россия» Волонтерсен центрĕн Шупашкарти ертӳҫи мĕн авалтан пирĕн халăх йывăр вăхăтра пĕрне-пĕри пулăшу пама пĕлнине, инкекре пĕччен тăрса юлма паманнине каланă.  «Халĕ те Донбаса таварсем ăсататпăр.  Эрнипех пирĕн центра халăх пуҫтарăнчĕ. Вĕсенчен кашни мĕнпе те пулин пулăшу парас тĕллевпе килсе ҫитрĕҫ. Апат-ҫимĕҫ ытти таварсем хăйсен ирĕкĕпе пуҫтарчĕҫ.  Палăртма кăмăллă тĕрлĕ парти депутачĕсем, сенаторсем пĕр чăмăра пухăнса пĕр шухăшлă пулса май килнĕ таран витĕм кӳме тăрăшрĕҫ. Эпир те ытти регионсенчи пекех Ростов облаҫне таварсене ăсататпăр. Малашне те эпир хамăр енчен кирек-епле вăхăтра та пулăшу пама хатĕр», -  тенĕ вăл.  

Республикăра пурăнакансем хăйсен ирĕкĕпе пулăшу парас тесе, Шупашкарти халăха пулăшу паракан центра таварсене илсе пыма пултараҫҫĕ.   

Шупашкарта гуманитари пулăшăвне ҫак адрессемпе йышăнаҫҫĕ:

Волонтерсен центрĕ «Единая Россия» (Марков урамĕ, 6 ҫурт),

МТВ Центр (Иван Яковлев проспекчĕ, 4б),

ТРК «Волжский» ( М. Горький проспекчĕ, 10 ҫурт, стр.1),

Ача-пăча пултаруллăх керменĕ (Президент бул., 14 ҫурт),

Шупашкарти кооператив институчĕ (. М. Горький проспекчĕ, 24 ҫурт),

 Ҫамрăксен пуҫарăвĕн центрĕ ( М. Горький проспекчĕ, 5 ҫурт),

ТЦ «Аврора» (Ахазов урамĕ, 8 ҫурт).

 Ҫĕнĕ Шупашкарти – «Химик» Культура ҫурсĕ (Винокуров урамĕ, 12 ҫурт).

Аса илтеретпĕр, Чăваш Енре нарăс уйăхĕн 24-мĕшĕнче Донецк тата Луганск халăх республикисенчен куҫса килекенсене пулăшу пама май паракан «хĕрӳ лини» пуҫарса янă.

Нарăс уйăхĕн 22-мĕшĕнче регионта ятарлă ĕҫ ушкăнне йĕркеленĕ.  Чăваш Республикин влаҫ органĕсен официаллă порталĕнче  «Оказание помощи жителям Донбасса в Чувашии» ятлă баннер хута янă.

 

 



02 марта 2022
10:43
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter