Чăваш Енре  «Контур» суту-илӳ комплексĕнче регионсен хушшинчи «Çĕр улми - 2022» XIV-мĕш курав уҫăлнă

Чăваш Енре  «Контур» суту-илӳ комплексĕнче регионсен хушшинчи «Çĕр улми - 2022» XIV-мĕш курав уҫăлнă

Чăваш Енре  «Контур» суту-илӳпе выставка комплексĕнче регионсен хушшинчи «Çĕр улми - 2022» XIV-мĕш курав уҫăлнă.

«Паянхи пурнăҫ таппинче ҫĕршыва хирĕҫ тĕрлĕ санкци йышăнаҫҫĕ,  импорта улăштарас ыйту ҫивĕч тăрат. Уйрăмах вăрлăх хатĕрлес ыйту кун йĕркине тухса тăрать, унăн пахалăх шайне ӳстерсе пырассишĕн те ҫине тăрсах ĕҫлеме тивет.  Сирĕнпе эпир юлашки ҫулсенче сахал мар тăрăшнă, таварсене хатĕрлессипе чылай ĕҫленĕ. Ку сферăра шăпах та, хăрушсăрлăхпа титвĕҫтерме пулăшаҫҫĕ те ĕнтĕ ҫак ĕҫсем.  Ыранхи куна пăхма та шанăҫ ҫуратаҫҫĕ. Апат-ҫимĕҫ таварĕсен хăрушсăрлăхĕпе тивĕҫтерес ыйтăва туллин татса пама витĕм кӳреҫҫĕ.  Пĕлсех тăратăп, тĕнче шайĕнчи рынока эпир тухма пултарассине.  Пире  хирĕҫ санкцисем йышăнакан ҫĕршывсене те ӳлĕмрен эпир парăнтарма пултарăпăр, таварсем калăплассипе», - тесе каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев хăйĕн ум сăмахĕнче.  

Шупашкарти «Контур» суту-илӳпе курав комплексĕн лапамĕнче пĕтĕмпе Раҫҫейри 23 регионтан 85 компани хăйсен таварĕсене тирпейлесе тăратнă.  Ӳсен-тăрана хӳтĕлемелли им-ҫам, ҫĕр улми вăрлăхĕсем, ял хуҫалăх техникисем ҫителĕклĕ хатĕрленĕ куравра.   Ĕҫ программипе килĕшӳллĕн, уҫă канашлусене 29 регион представителĕ хутшăнма кăмăл тунă. 

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев мероприятине йĕркелекенсене мухтаса тав сăмахĕсем каланă.  «Чăнласах та, Чăваш Республикинче аграри тытăмĕ вăй илсе пырать юлашки ҫулсенче. Пахча ҫимĕҫе лартса ҫитĕнтерессипе курăмлă тăрăшаҫҫĕ, каярах вĕсенчен кирлĕ пек таварсем тирпейлесе кăларассипе те хастар ĕҫлеҫҫĕ.  Уйрăмах регионта вăрлăх хатĕрлессипе  аван тимлеҫҫĕ, кăтартусем те пысăк. АПКна инвестицие явăçтарасси те ӳснĕ, тухăçлă ĕçлеме производство фондне çĕнетнĕ», - тесе палăртнă вăл сăмаха малалла тăснă май.  Эпир ӳлĕмрен аталанса пымалли никĕсе те хыврăмăр.  Пуласлăхри тĕллевсем те пысăк, вĕсене пурнăҫа кĕртсе пырассишĕн ырми-канми ĕҫлемелле.    Пурте пĕрле килĕшсе ĕҫлесен пĕтĕмпех йĕркелĕ пулĕ . Бизнес тата влаҫ тытăмĕнче тăрăшакансен пĕрне-пĕри витĕм кӳмелле, май килнĕ таран кирлĕ пек сĕнӳсемпе пулăшмалла.  Сăмах май, регионта ҫĕр улми лартса ҫитĕнтерме, условисем хатĕрлеме патшалăх енчен тĕллевлĕн тĕрев куҫнине те палăртса каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ. «Икĕ ҫул ĕнтĕ ҫĕр улми лартса ҫитĕнтерекенсене патшалăх тĕревне куҫарса паратпăр.  Уйрăмах ял ĕҫченĕсем субсиди мелĕпе тĕрлĕ пулăшăва илеҫҫĕ. Улшăнусем отрасле патшалăх енчен пулăшассине лайăхлатнипе те çыхăннă. Федерацирен кăна мар, республикăран та курăмлă пулăшу параççĕ.  Тепĕр пысăк пулăшу – ял хуҫалăх техникисене туянма 40 процента таран тăкаксене саплаштараҫҫĕ.  Пахча-ҫимĕҫ упрама май паракан ятарлă складсем тума та патшалăх енчен чылай тĕрев куҫать.  Вĕсен тăкакĕсене 30 процента таран саплаштарма пăхса хăварнă тĕреве. Таварсен пахалăх шайне ӳстересси, тĕрлĕ ҫимĕҫсем тирпейлесе кăларасси ыйту та кун йĕркинчех тăрать.  Хамăрăн таварсене социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсенче усă курма майсем туса памалла, уйрăмах шкулсенче, ача сачĕсенче, сиплев учрежденийĕсенче», - тенĕ вăл.   

Палăртма кăмăллă, юлашки ҫулсенче ял хуҫалăх техникисене туянассипе кăтарту самай ӳснĕ. 2021 ҫулта пурĕ 1468 техника туяннă пулсан, вĕсене валли пĕтĕмпе 2,9 млрд тенкĕ тăкакланă.    Пĕр сăмахпа каласа маларахри ҫулпа танлаштарсан тикĕ хут та кăтартусем ӳсни куҫ кĕретех.  Çĕрулми туса илекен Лорх ячĕллĕ хуçалăхăн наука-тĕпчев институчĕн ĕçченĕ вĕсемпе тĕплĕнрех паллаштарнă.  Пĕтĕм Раҫҫейри наукăпа тĕпчев институчĕн селекци центрĕн ертӳҫи Евгений Симаков хăйĕн сăмахĕнче ҫĕр улми форумĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприяти тесе хакланă. Палăртма кăмăллă, вăл Чăваш Енре иртнине уйрăммăн мухтаса каланă.  «Паян ку территоринче 20 ытла компани хăйсен таварĕсене тирпейлесе тăратнă.  Вĕсем хăйсем пирки тĕплĕн паллаштараҫҫĕ, пысăк технологисем ҫинчен каласа кăтартаҫҫĕ», - тенĕ сумлă хăна.  «Паян куравра тĕрлĕ ҫĕр улмипе паллашма май пур. Кашни сорчĕ хăй евĕрлĕ, паха ҫимĕҫсем калăпласа кăларма май параҫҫĕ.  Хăшĕсем пирки ĕмĕтленнĕ анчах пĕр вунă ҫул каялла. Паян ку ҫĕнĕлĕхсене пирĕнтен кашни курса ĕненме пултарайрать», - тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса.     

Кун йĕркинчи тĕп мероприятисенчен пĕри – наукăпа практика конференцийĕ. Шăпах та, ĕнтĕ кунта тĕрлĕ шайри ерӳҫĕсем ҫĕнĕлĕхсемпе тĕплĕн паллашаҫҫĕ, пысăк технологисем пирки сӳтсе яваҫҫĕ, пĕр-пĕрин паха опытне курса ĕненеҫҫĕ.  Йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене те пăхса тухаҫҫĕ, вĕсемпе тивĕҫлĕ йышăнусем туса хăварма тăрăшаҫҫĕ.   Форум шайĕнче паян ҫавра сĕтел мелĕпе уҫă калаҫусем иртеҫҫĕ.   Чи лайăххи – халăх енчен те тавара туянас тет пулсан, вĕсене валли условисем йĕркелесе панă.  Паха вăрлăхсене «Агрофирма «Слава Картофелю» ТМЯО, «Агрохмель» ТМЯО, «Картофель» ТМЯО, В.И. Степанов ячĕллĕ фермер хуҫалăхĕсенчен те тĕрлĕ таварсене туянма пултараҫҫĕ. Ред Соня, Ред Леди, Мемфис, Королева Анна, Регги, Амур, Стефани, Бафана, Капризе, Любава, Зекура... Мĕнле кăна сорт çук-ши куравра.  Пĕтĕмпе халăх валли 27 тĕрлĕ ҫĕр улми хатĕрлесе тăратнă. Палăртса хăваратпăр, регионсен хушшинчи «Ҫĕр улми-2022» курава икĕ кун ирттерме плана кĕртнĕ.  Енчен те вăрлăх туянас тетĕр пулсан, 10 сехетрен пуҫласа каҫхи 17  сехетчен вĕсем ĕҫлеҫҫĕ.  

Курава йĕркелекенсем – Чăваш Республикин Ял хуҫалăх министерстви, Çĕрулми туса илекен Лорх ячĕллĕ хуçалăхăн наука-тĕпчев институчĕ. Мероприятине пулăшу параканнисем - Раҫҫей Федерацийĕн Ял хуҫалăх министерстви тата Пахча ҫимĕҫ  ҫĕр улми рынокĕн союзĕ.    



03 марта 2022
15:38
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter