Олег Николаев Паллă ентешсен çулталăкне савăнăçлă лару-тăрура уçнă çĕре хутшаннă

Олег Николаев Паллă ентешсен çулталăкне савăнăçлă лару-тăрура уçнă çĕре хутшаннă

Республикăн мухтавлă çыннисене халалласа 2022 çула Паллă ентешсен çулталăкĕ тесе пĕлтернĕ. Ăна Чăваш патшалăх филармонийĕнче савăнăçлă лару-тăрура паян уçнă.

«Мухтавлă ентешĕмĕрсем Тăван çĕршыв ят-сумне çӳле çĕкленĕ, Чăваш çĕрне чапа кăларнă. Вĕсем пур йывăрлăха çĕнтерсе малалла талпăннă, ĕмĕчĕсене пурнăçа кĕртнĕ. Ĕçе чуна панăскерсем пысăк çитĕнӳсем тунă, çĕнĕлĕхсемпе тĕлĕнтернĕ. Паллă ентешĕмĕрсем пуриншĕн те тĕслĕх пулса тăчĕç, вĕсем çĕнтерӳ тума хавхалантараççĕ. Вĕсен ятне ялан асра тытмалла, эткерлĕхне упрамалла. Çуралнă ял, тăван шкул, предприяти аталанăвĕшĕн пысăк тӳпе хывнă çын та сахал мар. Вĕсене нихăçан та манмалла мар», - тенĕ хăйĕн сăмахĕнче  уява пухăннисене саламланă май Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев.

Çавăн пекех Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Леонид Черкесов, Шупашкар-Чăваш митрополичĕ Савватий, Олимп чемпионĕ Елена Николаева тухса калаçнă. Чăваш Республикин  Общество канашĕн ертӳçи Наталья Партасова каланă тăрăх, паллă ентешĕмĕрсем пирĕншĕн маяк вырăнĕнче. «Вĕсем пире çул кăтартса пыраççĕ, чылай çыннăн ĕмĕт-тĕллевне палăртаççĕ. Вĕсен шухăшĕсем, пултарулăхĕ ламран лама куçса пыраççĕ. Хальхи вăхăтра та ырми-канми ĕçлекен ентешĕмĕрсем пуласлăхшăн тăрăшаççĕ, килес ăру валли хăйсен ĕçĕсене хăвараççĕ», - тенĕ вăл.

Уяв концерчĕ Федор Васильев композиторăн «Мухтавлă одипе» уçăлнă. Ăна Чăваш патшалăх симфони капелли шăрантарнă. Унтан Андриян Николаевăн юратнă юррийĕ — «Вĕç, вĕç, куккук» - янăранă. Артистсем чăваш ӳнерĕнчи чи чаплă хайлавĕсемпе - «Нарспи» поэмăри, «Шывармань» оперăри, «Вĕри юнлă çемçе чун» спектакльти, «Щелкунчик» балетри сыпăксемпе - паллаштарнă.

Паллă ентешсен çулталăкне халалласа республикăра тĕрлĕ мероприяти ирттерме палăртнă. Кăсăклă куравсемпе фестивальсем, çĕнĕ спектакльсемпе юрăсем, проектсем пулĕç. Акă Наци библиотеки «365 кун паллă çынсемпе пĕрле» интернет проекта пурнăçа кĕртме тытăннă. Унта пысăк çитĕнӳсем тунă чăваш ывăлĕ-хĕрĕ çинчен каласа кăтартаççĕ.

 Чăваш Ен пултаруллă çынсемпе пуян. Никита Бичурин ăсчаха, Василий Чапаев комдива, Андриян Николаев космонавта, Петр Егоров архитектора, Геннадий Айхи сăвăçа, Надежда Павлова балеринăна пĕтĕм тĕнчипех пĕлеççĕ. Вĕсен ячĕсем истори летопиçне ĕмĕрлĕхе çырăнса юлнă. 



Хыпар
03 марта 2022
17:09
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter