Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ инкеке лекнисене пулӑшу памалли ыр кăмăллăх фондне ӗҫ укҫин пӗр пайне куҫарĕ

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ  инкеке лекнисене пулӑшу памалли ыр кăмăллăх фондне ӗҫ укҫин пӗр пайне  куҫарĕ

  Кун пирки  Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсемпе, политика партийĕсен фракцийĕсемпе уҫă тĕлпулу ирттернĕ вăхăтра пĕлтернĕ. «Геополитка лару-тăрăвĕнче уйрăмах пĕрле пулма пĕлни вырăнлă.  Мĕнпур вăйсене пĕр чăмăра пухма тăрăшмалла.  Граждан обществипе политика партийĕсен, коммерциллĕ мар организацисен пĕрле килĕшсе ĕҫлемелле.  Пирĕн салтаксене май килнĕ таран пулăшу пама тăрăшмалла. Раҫҫей Федерацийĕн Хĕҫ-пăшаллă Вăйсен офицерĕсем пысăк хисепе тивĕҫ.  Ҫар тивĕҫĕсене пурнăҫлакансене пысăк тĕрев памалла. Украинăра хуçаланакан лару-тăру пирки пĕлмен çын çук та пулĕ.  Донескпа Луганск республикинче пурăнакансен йывăр лару-тăрăвне ăнланса, май килнĕ таран хамăр енчен кăмăлтан пулăшупа тивĕҫтермелле.  Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн тĕрĕс йышăнăвĕсем, инкексене сирсе яма витĕм кӳрĕҫ. Апла пулсан, кулленех пĕрне-пĕри ăнланса килĕштерсе ĕҫлесе пымалла», - тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Олег Николаев.

  Ҫĕршыв Ертӳҫи тĕрĕс йышăну тунă, мĕншĕн тесен çынсене пулăшмалла, хӳтĕлемелле. Вĕсем нимшĕн те айăплă мар çавăн пек пулнăшăн. Регионта «ПӖРЛЕ» Чăваш Ене аталантарма витĕм кӳрекен фонд укҫа-тенкĕ пухассипе ыр кăмăллăх ĕҫне пуҫарнă.  Вăл тĕревсем пĕтĕмпех Донбаса куҫĕҫ.

Реквизитсем:  

ИНН 2130218273

КПП 213001001

ОГРН: 1202100003258

Расчетный счет: №40701810175000000210 в Чувашском отделении

N8613 ПАО Сбербанк г. Чебоксары

корр/с: 30101810300000000609

БИК: 049706609

Код ОКПО: 44104999

Наименование платежа уточнять по контактному телефону: 44-00-72.

Для физических лиц платеж можно сделать через QR без комиссии.

Обращаем внимание, что в приложении мобильного банка функция «Запрет на интернет-операции без подтверждения СМС-кодом» (в разделе «Лимиты и ограничения») на момент операции должна быть отключена.

 



04 марта 2022
15:56
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter