«Культурăллă канмалли кунсем» акцие Чăваш Ен те хутшăнĕ

«Культурăллă канмалли кунсем» акцие Чăваш Ен те хутшăнĕ

Паян Чăваш Наци вулавăшĕнче «Культурăллă канмалли кунсем» акцие халалланă брифинг иртрĕ. Ăна ЧР Культура министрĕ Светлана Каликова ертсе пынă.

Раççей Культура министерстви пуш уйăхĕн 6-8-мĕшĕсенче «Культурăллă канмалли кунсем» акци ирттерет. Унта Чăваш Ен те хутшăнать. Ăна Раççейри халăхсен культура еткерлĕхĕн çулталăкне, çавăн пекех Пĕтĕм тĕнчери Хĕрарăмсен кунне халалланă.

 Çак акцие республикăри театрсем, музейсем, вулавăшсем, концерт организацийĕсем, çавăн пекех хулари тата районсенчи культура керменĕсемпе çурчĕсем хутшăнĕç. Вĕсем çитес канмалли кунсенче те ĕçлĕç, — палăртнă Светлана Каликова.

Сăмахран, çак кунсенче музейсене тӳлевсĕрех кĕме май пулĕ. Пушăн 7-8-мĕшĕсенче Ӳнер музейĕнче тата хальхи ӳнер центрĕнче Уçă алăксен кунĕ иртĕ. 15-35 çулсенчи хăнасем кунти экспозицисене тӳлевсĕрех курма пултарĕç. Çавăн пекех вĕсене «Искусство Чувашии. Истоки, развитие, современность» куравпа та паллаштарĕç. Унсăр пуçне пушăн 7-мĕшĕнчех Наци, Чăваш тĕррин, Чапаев, Çар Мухтавĕн музейĕсенче те Уçă алăксен кунĕ иртĕ. Пушăн 6-8-мĕшĕсенче Шуршăлти Космонавтика музейĕнче те тĕрлĕрен кăсăклă экскурси ирттерĕç.

«Культурăллă канмалли кунсем» акцин программи анлă. Унпа тĕплĕнрех Культура министерствин, культура учрежденийĕсен сайчĕсенче, çавăн пекех социаллă сетьсенче паллашма пулать.



04 марта 2022
18:21
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter