Олег Николаев вак тата вӑтам бизнес представителӗсемпе тӗлпулу ирттернӗ

Олег Николаев вак тата вӑтам бизнес представителӗсемпе тӗлпулу ирттернӗ

Уҫă калаҫу вăхăтĕнче вак тата вăтам предпринимательлĕх пайне патшалăх енчен куҫакан пулăшусем парасси пирки сăмах пуҫарнă. Сăмах май, Чăваш Ен Пуҫлăхĕ пухăннă етӳҫĕсен ыйтăвĕсем ҫине хурав панă.  

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев каланă сăмахĕнчен:

Пысăк предприятисемпе ĕҫлени ҫинчен.

- Чăваш Ен Правительстви пысăк предприятисемпе хапăл тусах ĕҫлет, вĕсем вăтамран регионта 30 яхăн.  Кашни пысăк предприятипе пĕрлехи ĕҫ планне пăхса тухса тишкеретпĕр. Вĕсен инвестициллĕ проекчĕсене сӳтсе яватпăр, пулслăхри тĕллевсене палăртатпăр.  Паллă, кадрсем хатĕрлес ыйту ҫине те тимлĕх уйăратпăр.  Социаллă пурнăҫ, инфратытăма вăй илтерессси пирки те ҫивĕч пăхса тухатпăр. Шăпах та, ҫак тытăмсем республикăн социаллă пурнăҫĕпе экономикине аталантарма витĕм кӳрекеннисем. Ку пирĕн палăртса хунă плансем. Тепĕр тесен, эпир патшалăх енчен куҫакан пулăшăва та сăнаса тăма пултарайратпăр, вĕсемпе тĕллевлĕн усă курнине курса ĕненетпĕр.

Банксен тытăмĕ пирки

- Раҫҫей Банкĕн ирĕксĕр, йывăрлăха пула тĕп ставкăна хăпартма тивет.  Бизнес усă куракан ресурссем хакланса пыни те куҫ кĕретех.  Финанспа кредит учрежденийĕсене хăйсене  лăпкă тытма та май парать.  Эпир ăнланатпăр, енчен те финанспа кредит пайĕ кăштах та пулин силленкелесе илет пулсан, бизнаса ертсе пыракансемшĕн йывăрлăх кăларса тăратма пултарать.  Пирĕн ҫаксене пĕтĕмпех кăштах та пулин чăтса ирттерме пĕлмелле.  Тепĕр уйăхранах лару-тăру ырă енне куҫма пултарать.  Пуҫарнă бизнеса салатса яма сăлтав ҫук, кайран ҫĕнĕрен йĕркелесе яма тата та хĕн пулĕ.

Ҫитес вăхăтсенче тĕп-тĕрĕсех пĕтĕмлетӳ тума та йывăр.  Пĕлсех тăратпăр, тепĕр уйăх е тата та ытларах тапхăртан процент ставки чакассине. Пурсăмăр та лайăх ăнланатпăр, кун пек йышăнăва туххăмрах йышăнса хăварнине.  Макроэкономика саккунĕсем тăрăх, тепĕр хăш-пĕр самантранах ставка чакса пынине курсах ĕненĕпĕр.

Халăх перекет банкĕсенчен укҫана каялла тавăрма тăрăшать. Вĕсене те ăнланма юрать, алăра тĕплĕн упрама пĕлеҫҫĕ.

Раҫҫей экономики хавшатăр тесе, хирĕҫле темĕн тĕрлĕ санкци те йышăнаҫҫĕ пулĕ пире хирĕҫлисем. Вĕсене парăнтарма, бизнеса пулăшма  пирĕн ҫĕршывра сахал мар тĕрлĕ ҫăмăллăхсем пăхса хăвараҫҫĕ.  

Юриех чăрмавсем кăларса тăратаҫҫĕ.  Эпир ăнланатпăр, бизнесра вăй хуракансем пĕр-пĕринпе тачă ҫыхăнса ĕҫленине.  Хăшĕсем пирĕн ҫĕршыва хирĕҫ йышăнусем тăваҫҫĕ, хăйсемех пуласлăхра йывăрлăх пулма пултарассине туйĕҫ. 

Паллă, пире те вĕсем сахал мар чăрмав кӳреҫҫĕ.  Эпĕ питĕ лайăх ăнланатăп, ҫаксем пĕтĕмпех вăхăтлăх кăна пулассине.  Мĕнпур йывăрлăха тĕпрен татса пама ҫук паллах, анчах та нумайăшне парăнтарассине шанатăп.  Пирĕн тĕллев хамăра лăпкă тытма пĕлесси, паника тумалла мар.

Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин ҫитес ларăвĕнче тĕрлĕ саккунсене пăхса тухса йышăнĕҫ, ҫĕнĕрен пурнăҫа кĕрекен йĕркесемпе килĕшӳллĕн ҫăмăллăхсем пулĕҫ.

Паян бизнес тытăмĕнче вăй хуракансем ирĕксĕр хаксене хăпартса пынине те ăнланма пулать. Кун пек ан пултăр тесе ĕнтĕ ҫĕнĕллĕхсене йышăнма тĕллев лартнă.  Пурнăҫа кĕрекен ҫăмăллăхсемпе усă курма пурте пултараймаҫҫĕ. Хăшĕсем тен вĕсене туйса та илеймĕҫ.  Ҫавăнпа та эпир кашни предпринимательпе тĕллевлĕн ĕҫлеме план тунă, пурне те ҫителĕклĕ таран патшалăх енчен тимлĕх уйăрма тĕллев лартнă.    

Вак бизнес валли хăйне евĕр аталанса пымалли ҫул-йĕр пулĕ.  РФ Правительстви пĕлтернĕ тăрăх, пысăк бизнесра тăрăшакансем хальхи вăхăтра кризиса ҫăмăллăнах парăнтараҫҫĕ.  Маларахри ҫулсенче вĕсене аталанса пыма тата та йывăртарах пулнă имĕш.  Сăлтавĕ те паллă,  паянхи пурнăҫ таппи валли иммунитет вĕсен лайăх.  

Пĕчĕк тата вăтам бизнес кăштах йывăрлăха туять.  Вĕсем патне те тимлĕх уйăрмалла,  тĕрев пама патшалăх енчен 20 тĕрлĕ пулăшу пăхса хăварнă. Пуш уйăхĕнче лару-тăру пĕтĕмпех йĕркеленĕ.  Патшалăх пулăшăвне вĕсем туллин тивĕҫĕҫ.  Ҫитес вăхăтра мĕн-пур тĕреве куҫарса пама тăрăшăпăр.

Влаҫ яланах бизнесшăн уҫă

- Эпир сирĕнпе яланах килĕшсе, пĕрне-пĕри пулăшса ĕҫлеме хатĕр.  Сирĕн йывăрлăхсем пирки пĕрле сӳтсе явма, вĕсене туххăмрах татса пама та тăрăшăпăр.  Шалти йывăрлăхсене вăраха тăсса ямалла мар, май килнĕ таран кирлĕ пек йышăнусем туса, ĕҫе малалла тăсмалла.  Раҫҫейри мĕнпур ҫĕнĕлĕхсене шута илсе, вĕсемпе килĕшӳллĕн, бизнеса вăй илтерсе пыма тăрăшăпăр.

Эпĕ бизнеса ҫав тери хисеплетĕп, вĕсен ĕҫне уйрăмах лайăх ăнланатăп.  Пур ҫавăн пек чиновниксем, сахал мар манран ӳпкелешсе илнине илтеҫҫĕ.  Бизнеса чăрмав кӳрекенсене ҫийĕнчех асăрхаттаратпăр.  Манăн позици ҫапла – тус-юлташ е пачах та тăшман тата ытти ăнлавсемпе усă курса ĕҫлесе пымалла мар бизнесра. Пĕрне-пĕри хисеплемелле, май пур таран ҫул уҫса пыма тăрăшмалла. Эмоци ҫинче кăна ĕҫлесен, усси сахалтарах. Енчен те ĕҫлес килмест пулсан, пачах та пăрахса кайсан та аван.  Пирĕн бизнеса ĕҫлеме условисем туса памалла.   Енчен те предприниматель халăх валли пысăк технологиллĕ ĕҫ вырăнĕсем хатĕрлесе парать пулсан, вĕсене пирĕн хисеплемелле.  Хамăр енчен яланах тĕрев памалла ҫакăн евĕр предприятисемпе организацисене.  

Экономикăри хăш-пĕр секторсем валли уҫăлакан ҫĕнĕлĕхсем пирки  

- Экономикăри хăш-пĕр секторсем валли ҫĕнĕ ҫул-йĕрсем уҫăлаҫҫĕ.  Раҫҫей Федерацийĕн Правительстви кирек-епле ыйтăва та тарăн титшкерме пикенет.   Оперативлă штабсенче те йывăрлăх кăларса тăратма пултаракан ыйтусене тимлеҫҫĕ. Регионсенчи лару-тăрăва та асăрхасах тăраҫҫĕ.  Ют ҫĕршывсем пире хирĕҫ йышăнакан мерăсем ҫине те тимлĕх уйăрни куҫ кĕретех. Вĕсене тĕпе хурса, бизнеса май пур таран тĕрлĕ ҫăмăллăхсемпе витĕм кӳме тăрăшаҫҫĕ.   

Пирĕн тăрăхра лару-тăру япăх мар. Электроаппарат завочĕ чылай заказ йышăнать. Вĕсен ĕҫĕ хĕрӳ пырать.  Паллă, ҫитес уйăхсенче вĕсене валли тĕрлĕ ҫул-йĕрсем те уҫăлĕҫ.  Пирĕн сирĕнпе мĕнпур ĕҫсене хастар кӳлĕнмелле, вăраха тăсса ĕҫлеме ирĕк пулмалла мар. Йывăрлăхсене те туймалла, вĕсене вăхăтра сирсе ярассишĕн ырми-канми вăй хумалла.  Хамăр енчен бизнеса аталанса пыма май паракан ҫĕнĕ условисем хатĕрлесе тăратмалла, вĕсемпе усă курса ĕҫлеме пĕлмелле.  

 

 



04 марта 2022
09:26
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter