Республикăра - иккĕмĕш

Çĕнĕ Шупашкарти спорт комплексĕн базинче 2004-2005 çулсенче çуралнă арçын ачасем хушшинче волейболла выляса республикăра мала тухассишĕн финалти ăмăртусем иртрĕç. Вĕсене зонăри тупăшусенче мала тухнă 8 команда хутшăнчĕ.

 Пирĕн район команди Муркашсем хыççăн иккĕмĕш вырăна тухрĕ.

 Район чысне Тимур Каклимов, Дмитрийпа Александр Суворовсем, Илья Цветков, Алексей Каштанов, Алексей Трифонов, Камиль Сабирзянов, Антон Альгизов, Далиль Ахметов хỹтĕлерĕç.

 Командăна ăмăртăва Дмитрий Сегов тренер хатĕрленĕ.

А. ИВАНОВА

Авангард



04 марта 2022
14:21
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter