Чӑваш Ен Донецк тата Луганск республикисенче пурăнакансене гуманитари пулӑшӑвĕпе тивĕҫтермелли «ҫулсен карттине» ҫирĕплетнĕ

Ĕҫ хутне Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕн Ертӳҫи Вячеслав Борисов алă пусса ҫирĕплетнĕ.
«Ҫулсен картти» документа тĕрлĕ мероприятисем кĕртсе хăварнă. Йывăр лару-тăрăва лекнисене пулăшма хатĕр предприятисемпе организацисене хатĕрлесе тăратасси, вĕсене шута илесси, халăхран пухăнакан таварсене пĕр ҫĕре пуҫтарса тирпейлесе вырнаҫтарасси, волонтерсене явăҫтарасси, халăха кирлĕ пек тĕрĕ хыпарсемпе тивĕҫтерессине те кĕртсе хăварнă «ҫулсен карттине».
Аса илтеретпĕр, пуш уйăхĕн 4-мĕшĕнче пулнă оперативлă штабăн ларăвĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев ĕҫ ушкăнне йĕркелеме те хушнăччĕ. Донбасра пурăнакансене тĕрев пама гуманитари пулăшăвне пухма ятарлă ĕҫ ушкăнне те пуҫарса яма хушнăччĕ. Палăртса хăваратпăр, ĕҫ хучĕпе килĕшӳллĕн, асăннă ĕҫ ушкăнĕн ертӳҫи пулма Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕн Ертӳҫине Вячеслав Борисова шаннă.
Ҫавăн пекех Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев хушма йышăну пункчĕсене те йĕркелесе пыма сĕннĕччĕ. Таварсене пуҫтарма, апат-ҫимĕҫе пĕр ҫĕре тирпейлесе пыма районсемпе хуласенче те ятарлă вырăнсем хатĕрлесе тăратсан аван тенĕ вăл. «Кирлĕ пек предложенисене тăратма ыйтатăп. Ĕҫ планне те хатĕрлесе мана кăтартма сĕнетĕп. Мĕнпур ĕҫсене пĕр пек йĕркеллĕ те пысăк шайра туса пымалла» - тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса.
Енчен те волонтерсем пулма, тата ырă кăмăллăх акцине хутшăнма кăмăл тăвакансем пур пулсан, вĕсен (8352) 45-13-88 ҫак телефон номерĕпе шăнкăравласа ыйтма май пур.
Хальхи вăхăтра йывăра лекнисене валли, Донбассра пурăнакансене пулăшу пама кăмăл тăвакансен хăйсен ирĕкĕпе таварсене пуҫтарма юрать, халăха социаллă пулăшу паракан центрсене илсе ҫитермелле. Аса илтеретпĕр, Шупашкарта гуманитари пулăшăвĕсене ҫак адрессемпе йышăнаҫҫĕ.
«Пĕрлĕхлĕ Раҫҫей» волонтерсен центрĕ (Марков урамĕ, 6-мĕш ҫурт)
МТВ Центр (Иван Яковлев проспекчĕ, 4б)
«Волжский» ТРК (М. Горький проспекчĕ, 10 ҫурт, 1)
Ача-пăча тата ҫамрăксен пултарулăх керменĕ «Президент буль. 14 ҫурт)
Шупашкарти кооператив институчĕ ( М.Горький проспекчĕ, 24 ҫурт)
Ҫамрăксен пуҫарулăхĕн центрĕ ( М. Горьгий проспекчĕ, 5 ҫурт)
«Аврора» ТЦ (Ахазов урамĕ, 8 ҫурт)
Ҫĕнĕ Шупашкарти «Химик» Культура керменĕ (Винокуров урамĕ, 12 ҫурт)