Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев политика партийĕсен вырăнти ертӳçисемпе канашлу ирттернĕ

Унта икĕ ыйту пăхса тухрĕç. Пĕри кăçал 19 районта суйлав ирттерессипе çыхăннă. ЦИК председателĕ Геннадий Федоров пĕлтернĕ тăрăх, округсем йĕркеленипе вырăнти пухусене 300 ытла депутата суйламалла. Парти представителĕсем депутата халăхшăн тăрăшакан çынсене суйламаллине палăртрĕç.

Иккĕмĕш ыйту Донбасс халăхне пулăшассипе çыхăннă. Ыр кăмăллăх акцине пурне те хутшăнма чĕнсе каларĕç. Паянхи лару тăру çинчен çамрăксене тĕрĕс информаци памаллине палăртрĕç.

Регион ертÿçи каланă тăрăх, депутатсем обществăна пысăк витĕм кÿреççĕ, вĕсен халăх шухăш кăмăлне, ыйтăвĕсене пĕлсе тăмалла.



Хыпар
05 марта 2022
10:56
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter