Республикăри система йĕркелекен предприятисене пулăшас енĕпе ĕçлекен оперативлă штабăн ларăвĕ иртнĕ

Республикăри система йĕркелекен предприятисене пулăшас енĕпе ĕçлекен оперативлă штабăн шăматкун ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе иртнĕ ларăвĕнче Анăç Раççей тĕлĕшпе йышăннă тата йышăнакан санкцисен условийĕсенче предприятисен ĕçне тивĕçтермелли мерăсене тишкерчĕç.

Олег Николаев палăртнă тăрăх, Раççей Правительстви экономикăна тĕревлемелли, граждансен социаллă хӳтлĕхне тивĕçтермелли саккунсен пуххине хатĕрленĕ — чăннипех пысăк пулăшу пулĕ. Вăл хаксем ӳссе каясран сыхланмаллине, производствăри татăлма пултаракан çыхăнусене çирĕплетес енĕпе ĕçлемеллине палăртрĕ, паянхи лару-тăрупа хамăрăн майсене анлăлатас тĕллевпе усă курма чĕнсе каларĕ. Анатолий Аксаков депутат Патшалăх Думи йышăнма хатĕрленекен саккунсенче палăртакан мерăсемпе паллаштарчĕ. Пулăшу мерисем чăннипех анлă пулмалла — пĕчĕк тата вăтам бизнес тӳлекен налуксене темиçе хут пĕчĕклетессинчен тытăнса бизнес тĕлĕшпе уголовлă ĕçсене Налук служби ыйтнипе кăна пуçарасси таран. Вăл иккĕленмест: Раççей иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенчен тытăнса кунашкал лару-тăрура пĕрре кăна мар пулнă — кашнинчех йывăрлăхран ăнăçлă тухнă. Ку хутĕнче те çаплах пулĕ.

Промышленноç, ял хуçалăх, строительство министрĕсем сăмах илчĕç, хăйсен отраслĕсен предприятийĕсен ĕçĕпе паллаштарчĕç, вĕсем тӳсекен тата тӳсме пултаракан сиене хакларĕç, экономикăна пулăшас енĕпе регион шайĕнче йышăнмалли мерăсем сĕнчĕç. Вĕсене, паллах, тĕплĕ тишкерĕç — тивĕçлĕ йышăнусем тăвĕç.



05 марта 2022
17:39
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter