Республика бюджечӗн тупӑшӗ тата ултӑ миллиард тенкӗ чухлӗ ӳсет

Республика бюджечӗн тупӑшӗ тата ултӑ миллиард тенкӗ чухлӗ ӳсет

 Чăваш Республикин республика бюджечĕн 2022 ҫул тата планпа пăхса хăварнă 2023 тата 2024-мĕш ҫулсем валли йышăннă документа ҫĕнĕлĕх кĕртессипе ҫыхăннă ыйтăва сӳтсе явассипе пухăннă ĕҫлĕ канашлу вăхăтĕнче пĕлтернĕ кун пирки Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.

  Пĕтĕмĕшле илес пулсан, бюджетăн тупăш пайĕ вăтамран ултă миллиард чухлĕ ӳсет, республика хыснин  пĕтĕмĕшле тупăшĕ 73 млрд пулать.  Харпăр хăй тупăш пайĕ 2 миллиард чухлĕ ӳсет, вăл  36,8 млрд танлашать.

Республика бюджечĕн тăкак пайĕ те 6,2 млрд чухлĕ ӳснĕ, пĕтĕмĕшле 77 млрд ҫитнĕ.   Социаллă культура сферине хушма тĕрев 5,4 млрд чухлĕ куҫать.  Наци экономикине аталантарма та сахал мар укҫа-тенкĕ тăкаклама палăртнă. Вăл шутран, агропромышленноҫ тытăмне те пулăшу уйăрĕҫ.  Вĕсемпе пĕр танах инвестици тăкакĕсем те ӳссе пыни куҫ кĕретех.  

Анлăлатнă правительствăн формачĕпе йĕркеленĕ мероприятине ку хутĕнче Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем хутшăннă.  Кун пек пулăма йĕркелесе ирттерни, хыпарсене вăхăтра тата тĕрĕс халăх патне илсе ҫитерме витĕм кӳнине каланă Пуҫлăх. Тепĕр тесен, халăхăн шухăш-кăмăлĕ пирки те пĕлме ансатрах.  «Кун пек чухне пĕрлехи ĕҫ вырăнлă. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче тăрăшакансемпе та тачă ĕҫлеме лайăх.  Пысăк объектсен пурнăҫа кĕрессин тапхăрĕ питĕ вăрăм. Унăн калăпăшне илес пулсан та, пĕр сăмахсăрах паллă, капмар.   Ҫавăнпа та бюджетри ҫĕнĕлĕхсемпе улшăнусене тĕпе хурса  кашни тенкĕне тĕллевлĕн пăхса тухма тивет. Ҫак ĕҫе пĕрле хутшăнса пурнăҫлани питĕ лайăх», – тесе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – финанс министрĕ Михаил Ноздряков бюджета тӳрлетӳ кĕртнĕ май макроэкономика лару-тăрăвне тĕпе хунине каланă. Тепĕр тесен, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Ҫырура та кун пирки тĕплĕн палăртнине асăннă вăл тепĕр хут.

Халăха ĕҫ укҫипе тивĕҫтерес, социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене туллин татса парас, наци проекчĕсене пурнăҫа кĕртессипе ҫыхăннă мĕнпур мероприятисем валли ҫителĕклĕ укҫа-тенкĕ уйăрнине ҫирĕппĕн каланă вăл.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Леонид Черкесов хăйĕн сăмахĕнче чăнласах та кашни палăртнă ыйту халăхшăн пĕлтерĕшлĕ пулнине асăннă. Яланхи пекех, республика бюджетĕнче социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусем ҫине пысăк тимлĕх уйăрнине каланă.  «Пĕр проекта та тимлĕхсĕр хăвармăпăр. Кашни ҫĕнĕлĕхе Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Комитечĕсенче анлăн сӳтсе явăпăр. Ҫитес ларура та кун пирки  тарăнрах тишкерĕпĕр, сесси ĕҫне пуш уйăхĕн 24-мĕшĕнче  палăртнă», - тенĕ вăл.



05 марта 2022
10:10
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter