Чи хастаррисене чысларĕç

ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев Правительство çуртĕнче паян, Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ умĕн, республика аталанăвне пысăк тӳпе хывакан хĕрарăмсене патшалăх наградисем парса чысларĕ.

 Вĕсем ĕçтешĕрсем, ĕç коллективĕсем çитĕнĕвĕрсене тивĕçлипе хакланине çирĕплетеççĕ, — терĕ вăл. — Чăваш хĕрарăмĕсем илемлĕ, ăслă тата ĕçчен. Çак пахалăхсем ламран лама авалтан куçса пынă. Пурте халăхра ама çынсем çинчен анлă сарăлнă халапа пĕлетпĕр, Сăр тата Хусан хӳтĕлев тăрăхĕсене тума хутшăннă хĕрсемпе хĕрарăмсен паттăрлăхне асра тытатпăр. Эсир патшалăхăн пысăк ыйтăвĕсене татса пани, çакăнпа пĕрлех черчен, ырă, тимлĕ пулни, юратма пĕлни пирĕншĕн питĕ хаклă.

Олег Николаев Правительство çуртĕнче пухăннă хĕрарăмсене профессионалсем тесех хакларĕ. Хальхинче наградăна вуннăн — экономист, промышленноç предприятийĕнче, Раççей Почтинче ĕçлекенсем, врачсем, вĕрентекен, муниципалитет служащийĕ, — тивĕçрĕç. «Чăваш Республикинчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден медалĕпе патшалăхпа общество деятельне Ираида Стекольщиковăна хавхалантарчĕ.

 Çав наградăпа мана чысласса ĕмĕтленме те пултарайман, — терĕ Ираида Ивановна. — Яваплă тĕрлĕ вырăнта нумай çул ĕçлерĕм, анчах çавнашкал пысăк медаль илсе курманччĕ.

Ираида Стекольщикова совет тапхăрĕнче хĕрарăмсене патшалăхпа муниципалитет органĕсенче ĕçлеме хальхинчен сахалрах шаннине, çав йăнăша тӳрлетессишĕн нумай ĕçлеме тивнине палăртрĕ. Хĕрарăмсене яваплă должноçсене уйăрса лартчăр тесе совет юхăмне сарсах пынă, çулсем иртнĕçемĕн вĕсене хĕрарăмсем ытларах йышăннă.

1995 çулта Ираида Ивановна Раççей хĕрарăмĕсен делегацийĕн йышĕнче Пĕрлештернĕ Нацисен Организацийĕн пĕтĕм тĕнчери тăваттăмĕш конференцине, Китайра иртнĕскере, хутшăнннă, совет ĕçне лайăхлатмашкăн паха опыт илсе таврăннă.

 Хальхи вăхăтра республикăри хĕрарăмсене Чăваш Республикин Хĕрарăмсен союзĕ пĕрлештерет, — палăртрĕ ĕç ветеранĕ. — Ăна Наталья Николаева ертсе пырать. Организаци ĕçĕ-хĕлĕпе массăллă информаци хатĕрĕсем урлă паллашсах тăратăп, союз хĕрарăмсене общество ĕçне хастар хутшăнтарнине, пурнăç ыйтăвĕсене сӳтсе явма хутшăннине ырлатăп.



Хыпар
07 марта 2022
15:24
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter