Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе саламлани

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе саламлани

Хаклă хĕрарăмсем!

Сире Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ - Пуш уйăхĕн 8-мĕшĕ - ячĕпе чĕререн саламлатăп!

Ҫуркуннехи илемлĕ ҫак уяв чун ăшшипе тулли. Вăл пире, арҫынсене, сире тав тума, аннесене, асаннесемпе кукамайсене, аппасемпе йăмăксене, ĕҫтешсене юратни ҫинчен калама ăнтăлнипе пĕрлештерет. Ҫут ҫанталăк сире илем, ăс, ачашлăх, чун пуянлăхĕ, пархатарлă вăй-хăват, ĕҫченлĕх парнеленĕ. Тĕнчене ырăрах тата ҫутăрах тунăшăн, савăнăҫ кӳнĕшĕн, пире ырă ĕҫсем тата ҫĕнĕ ҫитĕнӳсем тума хавхалантарнăшăн сире пысăк тав.

«Хĕрарăмăн хĕрĕх тĕрлĕ ĕҫ тума та ал ҫитет», - тенĕ ваттисем. Этемлĕхĕн илĕртӳллĕ ҫурри ҫемье вучахне упрать кăна мар, республика аталанăвне, наци культурипе йăлисене упрассине те пысăк тӳпе хывать.

Эпир сирĕн профессири ҫитĕнĕвĕрсемпе мăнаҫланатпăр, эсир ĕҫпе амăшĕн кулленхи тивĕҫĕсене, килте хăтлăхпа килĕшĕве тытса пыма пĕлнишĕн мухтанатпăр.

Савнă хĕрарăмсем! Сире пĕтĕм чунтан ҫирĕп сывлăх, телей, ырлăх, мирлĕ тӳпе сунатăп! Сирĕн чи пысăк ĕмĕтĕрсем пурнăҫланччăр! Кашни кун ырă пулăмсемпе савăнтартăр, ҫывăх ҫыннăрсен тимлĕхне туйса тăрăр! Телейлĕ пулăр!

 

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ             Олег Николаев

 

 



08 марта 2022
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter