Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗ умӗн патшалăх наградисене парса чысланă

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗ умӗн патшалăх наградисене парса чысланă

Пĕтĕм тĕнчери Хĕрарăмсен кунĕ умĕн Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев хĕрарăмсене, хисепе тивĕҫсе республикăн социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвне  пысăк тӳпе хывнисене, патшалăх наградисене парса чысланă.

«Ҫак   наградăсем эсир маттур та ыттисемшĕн тĕслĕхре пулнине ҫирĕплетеҫҫĕ. Эсир хăвăр тăрăшакан ушкăнсенче чăнласах та, пысăк хисепе тивĕҫнисем», - тесе каланă хăйĕн ум сăмахĕнче республика Пуҫлăхĕ. «Чăваш хĕрарăмĕсем яланах илемлĕ пулнă. Вĕсем ăспа та ĕҫченлĕхĕпе те ыттисенчен палăрса тăраҫҫĕ яланах.  Мĕн авалтанах вĕсем хисепе тивĕҫлĕ.  Сăр тата Хусан хӳтĕлев чиккисене тунă ĕҫе те чылай хутшăннă чăваш хĕрарăмĕсем. Ватти-вĕттине пăхмасăр, хар тăрса пĕрле ырми-канми вăй хунă вĕсем. Эсир пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса парас ĕҫре те яланах витĕм кӳме тăрăшатăр. Ҫут ҫанталăк сире илем, ăс, ачашлăх, чун пуянлăхĕ, пархатарлă вăй-хăват, ĕҫченлĕх парнеленĕ. Тĕнчене ырăрах тата ҫутăрах тунăшăн, савăнăҫ кӳнĕшĕн, пире ырă ĕҫсем тата ҫĕнĕ ҫитĕнӳсем тума хавхалантарнăшăн пысăк тав. Пирĕншĕн эсир чи хаклă ҫыннăмăрсем», - тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.   

Залра пухăннă мĕнпур хĕрарăмсене чăн-чăн профессионалсем тесе хакланă вăл. Эпир сирĕн профессири ҫитĕнĕвĕрсемпе мăнаҫланатпăр, эсир ĕҫпе амăшĕн кулленхи тивĕҫĕсене, килте хăтлăхпа килĕшĕве тытса пыма пĕлнишĕн мухтанатпăр. Паллă кун патшалăх наградине пĕтĕмпе вунă хĕрарăм тивĕҫнĕ.  Вĕсем экономикăра, промышленноҫра, вĕрентӳре, медицинăра, муниципаллă службăра ĕҫлесе ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăнă.  Уявра пурне те вăл пĕтĕм чунтан ҫирĕп сывлăх, телей, ырлăх, мирлĕ тӳпе суннă.

 



09 марта 2022
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter