Чăваш Ене Раççей карттинче тĕрлет

Çĕршыври 85 региона пĕр пир çинче курма пулĕ. Чăваш Республикинче Раççей карттине тĕрлеççĕ. Çак ĕç тĕрлĕ тăрăхри тĕрĕ ăстисене пуçтарать. Карта халăхсен культура эткерлĕхĕпе паллаштарать. Чăваш Ен карттине тĕрлеме Надежда Кузнецова ăстана палăртнă. Иртнĕ çулта вăл «Пурăн, чăваш тĕрри» конкурсра Гран-при çĕнсе илнĕ. Надежда Михайловна чăваш халăхĕн ташă тутрине тĕрленĕ. Раççейĕн эрешленĕ карттинче кашни регион хăйĕн пултарулăхне кăтартать. Проекта Чăваш Ен пуçарнă. Эппин пирĕн хамăра тивĕçлĕ шайра кăтартмаллине палăртать тĕрĕ ăсти. Тĕрĕре чăваш халăхĕн ăс-хакăлĕпе тĕнче тавракурăмне сăнлама тĕллев лартнă. НАДЕЖДА КУЗНЕЦОВА: «Вĕсем яланах шутланă: «Халăх аталанать, пурăнать». Йăх тăсăлать. Çавăнпа чăваш тĕрринче пуçламăшне те, вĕçне те тупма çук. Эпир çакна кăтартса парас терĕмĕр. Кунта пирĕн тĕнче йывăççи хире хирĕçле чĕрчунсем тăраççĕ. Лаша арçынна пĕлтернĕ, кайăк тĕрленĕ пулсан пĕлтернĕ хĕрарăма». Эрешре телейлĕ çемье ӳкерĕнĕ. Унтах ывăлĕсемпе хĕрсене – йăх тăсатакансене тĕрленĕ. Чăваш халăхĕ мĕн-авалтан ытти халăхпа туслă пурăннă. Тĕнче тăватă юпа çинче тытăнса тăрать. Çакна шута илсе тĕрре тăватă кĕтеслине илнĕ Надежда Кузнецова. Хăйĕн ăсталăхне çитĕнĕкĕн ăрăва та ăшă хывать тĕрĕçĕ. Вăл ку енпе кружок ертсе пырать. Иккĕмĕш класс ачисене тĕрĕ ĕçне явăçтарать ăста. Трофим Николаев кружока виçĕмĕш çул çӳрет. Чăваш тĕрри тыткăнланине калать шкул ачи. ТРОФИМ НИКОЛАЕВ: «Эпир кунта тĕрлĕ эрешсем тума вĕренетпĕр. Мана кунта çӳреме питĕ килĕшет». Тĕрлеме вĕрентнипе пĕрлех кружокра чăваш халăхĕн сăмахлăхне те тишкереççĕ. Кашни эреш пĕлтерĕшлĕ пулнă. НАДЕЖДА КУЗНЕЦОВА: «Пурнăç йывăççине мĕншĕн ăна тĕрленĕ-ха? Ун тăрăх аялти тĕнчене, хальхи пурăнакан тĕнчене, çӳлти тĕнчене пĕлме пулнă. Аялта тата çӳлте мĕн пуррине эпир пĕлместпĕр. Хамăр пурăнакан тĕнчере эпир пурнăç лайăх пултăр тетпĕр. Ăна эпир хитре тĕссемпе тĕрлетпĕр». Раççей карттине регионсенче тĕрлеме пуçланă ĕнтĕ. Çĕртме уйăхĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Ен тĕп хулинчи Хĕрлĕ тӳремре ăна пахалама май пулĕ.



НТРК
10 марта 2022
14:28
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter