Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Архив службин ĕҫченĕсен кунĕ ячĕпе саламлани

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Архив службин ĕҫченĕсен кунĕ ячĕпе саламлани

Архив службин хисеплĕ ĕҫченĕсем тата ветеранĕсем!

Сире професси уявĕпе саламлатăп!

Чăваш Республикин архив фондĕнче паян виҫĕ миллион ытла документ упранать. Ку  - пирĕн наци пуянлăхĕ. Унран эпир аваллăха ăнланас, ҫĕршыв, республика, предприяти, учреждени е ҫемье историне тишкерес тесе пулăшу ыйтатпăр.

Чăваш Енри архивистсем Сăр тата Хусан хӳтĕлев чиккисене тума хутшăннисен ĕҫ паттăрлăхне халалланă ҫулталăка ирттерме пысăк тӳпе хыврĕҫ, хальхи вăхăтра Паллă ентешсен ҫулталăкĕпе ҫыхăннă мероприятисене йĕркелеме хастар хутшăнаҫҫĕ. Вĕсем тăрăшнипе астăвăм мероприятийĕсем иртеҫҫĕ, курав проекчĕсем пурнăҫланаҫҫĕ, кĕнекесем тухаҫҫĕ. Архив материалĕсене тĕпчесе эпир Чăваш Ен кун-ҫулĕнче ҫутă йĕр хăварнă ҫынсен пурнăҫĕпе пултарулăхĕнчи ҫĕннине нумай пĕлетпĕр.

Архив ĕҫченĕсене тӳрĕ кăмăлпа ĕҫленĕшĕн чунтан тав тăватăп, вĕсен ĕҫĕ истори еткерлĕхне пулас ăрусем валли упраса хăварма пулăшать. Ĕҫре ăнăҫу, сывлăх, тăнăҫлăх, ырлăх, ҫитĕнӳ сунатăп!

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ                           Олег Николаев



10 марта 2022
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter