Олег Николаев Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Ҫырӑвне пурнӑҫламалли мероприятисен Комплекслă планне ҫирӗплетнӗ

Олег Николаев Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Ҫырӑвне пурнӑҫламалли мероприятисен Комплекслă планне ҫирӗплетнӗ

 Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Чăваш Республикин Патшалăх Канашне 2022 ҫулта янă Ҫырăвне пурнăҫа кĕртес тĕлĕшпе Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче Комплекслă план пирки ĕҫ хутне тарăн пăхса тухнă.

«Мĕнпур предложенисене пĕтĕмпех шута илнĕ. «Анлă правительство» ларăвĕнче Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсемпе пĕрле плана тĕплĕн сӳтсе явнă. Кĕтетпĕр, мероприятисене пурнăҫа кĕртсе пырас ĕҫе хастар хутшăнассине те. Мĕнпур мероприятисене туллин пурнăҫа кĕртме халăхпа та анлăн тишкерӳ тăвассине шанатпăр», - тесе каланă хăйĕн ум сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев. «Республикăри мĕнпур мероприятисене синхронизацилесе пыма тăрăшмалла. Пĕр сăмахпа каласан, ҫитĕнӳсемпе палăрса, пысăк кăтартусем патне ăнтăлассишĕн вăй хумалла», – тесе хушса каланă вăл.
«Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Ҫырăвĕнче янăранă пуҫаруллă ĕҫсене пурнăҫа кĕртсе пырас тесе ятарлă йышăнусем тунă. Объектсене пурнăҫа кĕртмелли графиксене палăртнă, вĕсемшĕн влаҫ органĕсенче тăрăшакансем яваплă», – тенĕ вăл.

Плана пурнăҫа кĕртме18 ҫул-йĕр палăртнă. Вĕсем пурте тенĕ пекех республикăн социаллă пурнăҫĕпе, экономика аталанăвĕпе ҫыхăннă. Экономикăна вăй илтерес, инвестици илĕртӳлĕхне ӳстерес, промышленноҫ потенциалне хăватлатас, сывлăх сыхлавне, вĕренӳпе культурăна, спорта аталантарас, общество тытăмне витĕм кӳресси ыйтусем кун йĕркинче. Территорисене аталантарас, регионăн коммуналлă инфратытăмне, строительство объекчĕсене пурнăҫа кĕртсе пырас ыйтусем ҫине те пысăк тимлĕх уйăрнă.

Йăлари хытă каяшсене пухса тирпейлессипе палăртнă территори схемине тӳрлетӳ кĕртес ĕҫе ака уйăхĕн 1-мĕшĕччен вĕҫлеме план тунă. Иккĕмĕш ҫур ҫуллăхра Шупашкар хулинчи Лапсар тăрăхĕнчи ҫула тĕпрен реконструкцилес ĕҫ те кун йĕркинче ҫивĕч тăрать. Анлă плана Сĕнтĕрвăрри, Куславкка, Етĕрне хулисене те пысăк тимлĕх уйăрнă. Палăртнă территорисенче пысăк ĕҫсем тумалли чылай.

Кăҫал пĕрремĕш ҫур ҫуллăхра Чăваш Республикинче логистика центрне хута яма план тунă.

АПК тытăмĕнче те пурнăҫа кĕртмелли объектсем сахал мар. Сĕт пахалăхне тĕпчеме май паракан лаборатори хута ярасшăн, хăмла лартса ҫитĕнтерме тата ăна аталантарма ятарлă производствăпа технологи инфратытăмне вăй илтересшĕн. Аквакультура, ҫырла таврашне лартса ҫитĕнтерме тĕрлĕ условисем хатĕрлес ыйту та кун йĕркинчех тăрать. Вĕсене пурнăҫа кĕртме «Пуласлăх» грантне тĕпе хурса чылай мероприяти пăхса хăварнă ҫӳлерех палăртнă Комплекслă планра.

Туризма аталантарас, ял хуҫалăх техникисене ҫĕнетес, пысăк технологи хатĕрĕсене вăй илтерессипе те самай пысăк ĕҫсем палăртса хунă. «Химпром» ПАО ҫĕнĕ линисем хута яма, вĕсене пурнăҫа кĕртессипе тăрăшмалла тенĕ пуҫлăхсем. Ҫӗнӗрен тӑвакан производство площадкисем промышленноҫ туризмӗн объекчӗсем пулса тӑма пултараҫҫӗ. Вӗсем чи малтан Ҫӗнӗ Шупашкар хулинчи ятарлӑ экономика зонин резиденчӗсен предприятийӗсем. Кунта, сӑмахран, биопластиксем тата полилактид чӗлхемӗсем туса кӑлармалли Раҫҫейри пӗрремӗш завод тума палӑртнӑ, хӑнӑхнӑ йӑлапа сиенлӗ производствӑсен шутне кӗртекен «Химпром» ҫитес пиллĕк ултӑ ҫул хушшинче хупӑ производствӑллӑ симӗс предприяти пулса тӑрĕ.

Планри тепĕр пысăк пайсенчен пĕри – шкулсене ҫĕклесси. Шупашкарти «Университетский-2» микрорайонта тата Сĕнтĕрвăрринче шкулсем хăпартмалла, «Акварель», «Радужный», «Солнечный», «Новый город», 14-мĕш микрорайонта та объектсем хăпартса лартасси планра пур. Ҫĕнĕ Шупашкарта, Кукеҫре те шкулсем тăвасшăн. Чăваш Республикинче Ҫамрăксен ҫуртне хăпартса лартма тĕллев лартнă. Палăртнă объектсем пĕтĕмпех Комплекслă планра пур. Вĕсене пурнăҫа кĕртессишĕн ĕҫлеме тивет.

Шуршăл салинче А.Г. Николаев ячĕпе хисепленсе тăракан сад-парка тата музей ҫуртне реконструкцилесшĕн. Проект документне хатĕрлессипе тимлеҫҫĕ. Андриян Николаевăн тăван тăрăхĕнче музей ҫурчĕн территорийĕнче хушма тăватă хутлă пысăк объект хута ярасшăн, кунтах вулавăш, конференц-зал тăвасшăн.

Кăҫал пĕрремĕш ҫур ҫуллăхра архив материалĕсене тĕпчеме наука центрĕ йĕркелесе ярасшăн. Вăл объекта Чăваш Республикин Патшалăх историйĕн архив бази ҫумĕнче тума плана кĕртнĕ. Тепĕр пысăк ĕҫсенчен пĕри – Куславкка тăрăхĕнче Сăрпа Хусан хӳтĕлев чиккисене тунă паттăрсене халалланă мемориала туса пĕтересси. Куславкка районӗнче ҫӗкленекен «Хӳтӗлев чиккисене тунисене пуҫ тайса» асӑну комплексӗ, унти ӗҫсене кӑҫал ҫулла вӗҫлеме палӑртнӑ, ҫав тӗлӗшпе туса ирттернӗ ӗҫсен тулли пӗтӗмлетӗвӗ, хальхи вӑхӑта хаяр вӑрҫӑ ҫулӗсен синкерлӗ кунӗсемпе ҫыхӑнтаракан паллӑ та сумлӑ вырӑн пулса тӑрӗ.

2022 ҫула Чӑваш Енӗн паллӑ ҫыннисен ҫулталӑкӗ тесе пӗлтернӗ. Ҫапла майпа эпир хамӑрӑн ентешӗмӗрсемпе, маларах ӗҫлесе чапа тухнисемпе те, халь пурӑнаканнисемпе те, мӑнаҫланассине малалла тӑсатпӑр. Культура еткерлĕхне упраса ăна ламран лама куҫарса пырас тесе Чăваш Енрен тухнă паллă ентешсен форумне ҫĕртме уйăхĕнче ирттерме план тунă. Республика территорийӗнче пурӑнакан мӗнпур халӑхӑн пуян культура еткерӗпе тата йӑли-йӗркипе мухтанатпӑр. Кӑҫал, Паллӑ ентешсен ҫулталӑкне уявланӑ шайра, Раҫҫейри «Пӗлӳ» обществин Чӑваш Республикинчи филиалӗпе пӗрле регионти Пӗлӳ марафонне ирттерессине палӑртнă.

Цифровизаци тата цифра трансформацийӗ – ахаль сӑмахсем кӑна мар. Хӑш-пӗр ӗçсене электронлӑ формата куçарни кӑна та мар. Ку вӑл чи малтанах ертсе пырас ӗç, корпоративлӑ культура, тулашри хутшӑнусем тӗлӗшӗнчи тӗп улшӑнусем. Цифра трансформацийӗ патшалӑха тытса пырассин шайӗпе Чӑваш Республикин экономика вӑй-хӑватне ӳстерес, региона хушма инвестицисем явӑçтарас, пысӑк тухӑçлӑ ӗç вырӑнӗсем туса хурас, социаллӑ сферӑна аталантарас енӗпе пысӑк витӗм кӳрет. Паянхи пурнăҫ таппинче цифра трансформацийĕ вăй илсе пырать, ăна тĕпе хурса бизнеса вăй илтерме витĕм кӳрекен условисем хатĕрлесси ыйту та кун йĕркинчех. Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Ситуаци центрне те йĕркелесе хута ярасшăн. Мĕнпур шайри влаҫ органĕсенче тăрăшакансем пĕрле пĕр чăмăра пухăнса, пĕр-пĕрин паха опычĕсемпе, кирлĕ пек информацисемпе паллашма пултарĕҫ, экспертпа аналитика материалĕсене хатĕрлесе пырĕҫ.

Ҫемье институтне те пысăк тимлĕх уйăрнă палăртнă ĕҫ хутĕнче. Уйрăм категорири граждансене ҫурт-йĕрпе тивĕҫтерес ыйту та кун йĕркинчех. Сертификатсем парса, вĕсен ҫурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма витĕм кӳмелле.

Пуласлӑх, паллах, паянхи ҫамрӑксенче. Ҫавӑнпа та вӗсене ӗҫ-хӗлӗн пӗтӗм сферине тата пысӑк пӗлтерӗшлӗ йышӑнусем туса хатӗрленӗ ҫӗре явӑҫтарассине тивӗҫтермелле, унпа пӗрлех ҫамрӑксене тӗрлӗ енлӗн аталантармалли тата пултаруллӑ та тухӑҫлӑ ӗҫлемелли майсем туса пани те пӗлтерӗшлӗ. Чӑваш Енре «Ҫамрӑксен ҫурчӗсем», «Ҫамрӑксене аталантармалли центр» евӗр вырӑн тума палăртнă. Вӗсем ҫамрӑксен политики енӗпе пурнӑҫламалли тӗп ҫул-йӗрсене пӗр лаптӑкра пӗрлештерме май паракан, ҫамрӑксен проектпа пултарулӑх ӗҫӗ-хӗлӗн компетенцийӗн центрне йӗркелеме, ҫавӑн пекех ҫамрӑксене кирлӗ тӗрлӗ мероприяти ирттерме витĕм кӳрĕҫ.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн стипендине илекенсем те сахал мар, пысăк ҫитĕнӳпе палăрнă яш-кĕрĕме кун пек тĕрев малалла та ҫитĕнӳсем патне ăнтăлма хавхалантарать. Стипендине индексацилесси ыйту та кун йĕркинче пур. Апла пулсан пуласлăхри ĕҫсем чылай, вĕсене пурнăҫа кĕртесишĕн пĕр-пĕринпе килĕшсе алла-алăн тытăнса пĕрле тăрăшмалла, кун пек пулсан, ҫитĕнӳсем пуласси никама та иккĕлентермĕ.



10 марта 2022
10:04
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter