«Чăваш Ене ют ҫĕршывсенчен пурĕ те пĕр процента яхăн кăна апат-ҫимĕҫ таварĕсем илсе килеҫҫĕ», - тенĕ Олег Николаев

«Чăваш Ене ют ҫĕршывсенчен пурĕ те пĕр процента яхăн кăна  апат-ҫимĕҫ таварĕсем  илсе килеҫҫĕ», - тенĕ Олег Николаев

«Россия 24» телеканала комментари панă чухне  каланă кун пирки Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ.

«Раҫҫей Федерацийĕн таможня служби пĕлтернĕ тăрăх, Чăваш Республикине ют ҫĕршывсенчен пурĕ те пĕр процента яхăн кăна  апат-ҫимĕҫ таварĕсем килеҫҫĕ.  Паллă, ыттисем пирки калас пулсан, лару-тăру кăштах урăхларах, кăтарту та 60 процента ҫитни куҫ кĕретех. Калăпăр, килте усă курăнакан техника, е тата кулленех пурнăҫа усă курăнаканнисем. Раҫҫей Федераци Правительствинче тăрăшакансемпе пĕрле эпир ҫивĕч ыйтусене татса парассипе тимлĕн ĕҫлеме тĕллев лартатпăр.  Ҫитес вăхăтсенче лару-тăрăва уҫăмлатасси те планра пур.  Стратегиллĕ проектсем ҫине ытларах тимлĕх уйăрăпăр, вĕсене пурнăҫпа кĕртессипе ҫине тăрсах ĕҫлĕпĕр», - тесе пĕлтернĕ хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.     

Импорта улăштарас ыйту Чăваш Республикин Правительствишĕн приоритетлă ыйтусенчен пĕри шутланать.  «Енчен те Чăваш Республики пирки уйрăмах палăртса калас пулсан, хими промышленноҫĕ пирĕн лайăх вăй илсе пырать. Кунта шăпах та, пысăк технологисен витĕмлĕхĕ сисĕнет. Раҫҫей Федерацийĕн промышленноҫне пирĕн таварсем 80 процента яхăн тивĕҫтерме пултарайраҫҫĕ, ку вара импорта улăштарма май парать», - тесе каланă Олег Николаев.   

Хальхи вăхăтра промышленноҫ предприятийĕсене  лайăхрах вăй илсе пырас тесе пысăк хатĕрсене вырнаҫтарас тĕлĕшпе курăмлă ĕҫсем пулса пынине те пĕлтернĕ вăл.  Ку ыйтупа агропромышленноҫ тытăмĕнче вăй хуракансем те ҫине тăрсах тимлеҫҫĕ.  Предприятисемпе организацисем хăйсен таварĕсене ытларах та ытларах халăх патне илсе ҫитерессишĕн тăрăшаҫҫĕ. Енче те таварсене хамăрăн ҫĕршыв территорийĕнче тирпейлесе кăларма май килмесен, Ази ҫĕршывĕсенчен илсе килме плана кĕртеҫҫĕ.

«Пĕлетпĕр, ҫĕршыври нумай регионсенче импорта улăштарассипе ĕҫлекен центрсем хута янине.  Кун пек ĕҫе Чăваш Республикинче те пуҫарнă.   Ҫакнашкал тытăма бизнеса аталантарма тата витĕм кӳме ĕҫлекен институтсемпе пĕрле йĕркеленĕ. Пулăшу пайĕсенчен анлă сарăлни – ĕҫ хучĕсене йĕркелеме пулăшасси, ҫĕнĕлĕхсене шута илсе тӳрлетӳсем кĕртме май парасси, вĕсемпе усă курма вĕрентесси тата ытти те», - тесе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.  



11 марта 2022
09:43
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter