Гуманитари пулăшăвĕ пухасси малалла пырать

Гуманитари пулăшăвĕ пухасси малалла пырать

РАЙОНТА ытти çĕрти пекех Луганскпа Донецк Халăх Республикисенчен тарса килнисем валли гуманитари пулăшăвĕ пухас тĕллевпе ыр кăмăллăх акцине пуçарнă. Волонтерсен штабĕ «Пĕрлĕхлĕ Раççейĕн» вырăнти уйрăмĕпе пĕрле Донбасран килекен беженецсем валли гуманитари пулăшăвĕ пухассине йĕркелет.

Нумаях пулмасть 30000 тенкĕлĕх хатĕр-хĕтĕр тултарнă 14 коробкăна пĕрремĕш тиевлĕ машинăпа ăсатнă. Районти Волонтерсен штабĕ «Пĕрлĕхлĕ Раççей» уйрăмĕн пунктĕнче вĕренỹ учрежденийĕсем пухнă канцеляри таварĕсемлĕ 19 коробкăна (пĕтĕмпе 200 килограмм таять) йышăннă. Çавăн пекех 15 коробка хатĕр-хĕтĕрпе 45000 укçа-тенке районти халăх пухса панă. Мартăн 11-мĕшĕнче иккĕмĕш тиевлĕ машина пухнă япаласене Шупашкара илсе каять.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Денисов хăйĕн пĕр уйăх шалăвне гуманитари пулăшăвĕ валли куçарнă.

Лавккасемпе предприятисен ĕçченĕсемпе предпринимательсем те çак ыр кăмăллăх акцине хутшăнмасăр юлман.

Гуманитари пулăшăвĕ пухасси районта малалла пырать. Ăна пухакан центр Шăмăршă район администрацийĕнче (Шăмăршă ялĕ, Советски урамĕ, 8-мĕш çурт, 6 пỹлĕм, хĕрỹ лини телефонĕ - 2-32-26) вырнаçнă.

Укçа куçарса пулăшас текенсем çак телефон номерĕсемпе çыхăнма пултараççĕ: 8-937-388-42-87, 8-906-382-44-17, 2-34-79.



Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter