Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев уголовлă айăплава пурнăҫлакан тытăмăн ĕҫченĕсен кунĕ ячĕпе саламлани

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев уголовлă айăплава пурнăҫлакан тытăмăн ĕҫченĕсен  кунĕ ячĕпе саламлани

Чăваш Енри уголовлă айăплава пурнăҫлакан тытăмăн хисеплĕ ĕҫченĕсем тата ветеранĕсем!

Сире професси уявĕпе саламлатăп!

Эсир право хуралĕн ĕҫĕ-хĕлĕн пĕлтерĕшлĕ сыпăкĕсенчен пĕриншĕн - уголовлă айăплава пурнăҫа кĕртессишĕн - яваплă, айăпланнисен социаллă адаптацине йĕркелеме пулăшатăр, граждансен прависемпе саккунлă интересĕсене хӳтĕлетĕр.

Эсир пулăшнипе саккун умĕнче айăпа кĕнĕ ҫынсенчен чылайăшĕ тӳрĕ ҫул ҫине тăрать, ҫапла майпа социаллă пурнăҫ тăнăҫлăхне ҫирĕплетме тӳпе хыватăр. Ҫак тĕллевсене пурнăҫлама ĕҫе лайăх пĕлни, пысăк яваплăх, хастарлăх, чыслăх кирлĕ.

Эсир малашне те хăвăр умри тĕллевсене тӳрĕ кăмăлпа пурнăҫласса, ҫĕршыва хăрушсăрлăхпа, граждансене лăпкăлăхпа тивĕҫтерессе шанатăп.

Уйрăмах ветерансене профессие парăннăшăн, ҫамрăксене ĕҫ опычĕпе паллаштарма хатĕрришĕн чĕререн тав тăватăп.

 Сире пĕтĕм чунтан сывлăх, телей, ырлăх, Тăван ҫĕршыв умĕнчи тивĕҫе пурнăҫланă чухне ҫĕнĕ ҫитĕнӳсем сунатăп!

 

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ                             Олег Николаев



12 марта 2022
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter