Чӑваш Ен санкци пусӑмӗн условийӗсенче республика экономикине тӗреклетес енӗпе хушма мерӑсем йышӑнать

Чӑваш Ен санкци пусӑмӗн условийӗсенче республика экономикине тӗреклетес енӗпе хушма мерӑсем йышӑнать

 Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев ҫĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕччен республикăри предприятисене, камсем таварсем тирпейлесе кăларассипе тимлеҫҫĕ, федераци тата хамăр тăрăхри суту-илӳ сечĕсене таварсене вырнаҫтарма майсем хатĕрлесе пама витĕм кӳмеллине чĕнсе каланă.  

Чăваш Республикин экономикине аталанса пыма пулăшакан штабăн ларăвĕнчи кун йĕркипе килĕшӳллĕн, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ халăха апат-ҫимĕҫ таварĕсемпе тивĕҫтерес ыйтăва ҫирĕп тĕрĕслеве илмеллине, пурнăҫра кулленех усă курăнакан таварсем пирки чăрмав кăларса тăратма юраманнине, эмелсем те ҫителĕклĕ пулмаллине палăртса каланă.  Тавар хакĕсене те сăлтавсăр пысăклатма юраманнине асăрхаттарнă.  «Енчен те йĕрке пăсакансене тупса палăртсан, ҫирпĕп явап тыттарасси те часах», -  тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.   

«Эпир Чăваш Республикин шайĕнче цифра платформи йĕркелесе ятăмăр. Унта шăпах та кашни кун таварсен хакне тĕрĕслесе тăма аван.  Енчен те сăлтавсăр хаксем пысăкланаҫҫĕ пулсан, эпир вĕсене  туххăмрах тупса палăртайратпăр.  Пĕлĕр, вăхăта вăраха тăсмасăрах, никама та хĕрхенмĕҫ, саккунпа килĕшӳллĕн явап тыттарĕҫ», - тесе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.

Социаллă пĕлтерĕшлĕ таварсен хакĕсем пирки тĕплĕнрех пĕлес тесен, енчен те сăлтавсăр хаксем ӳссе каяҫҫĕ пулсан, тӳрех Чăваш Республикин Экономика  министерствине 56-52-42 телефонпа шăнкăравласа пĕлтерме пулать, е тата Раҫҫейри УФАС  Чăваш Енри  тытăмне 62-25-88 телефон ҫине шăнкăравласа хыпарсене пĕлтерме юрать. 

Суту-илӳ тăвакан  организацисене таварсем хакĕсем пирки  асăрхаттарнă, сăлтавсăр таварсен хакĕсене хăпартма юрамасть. 

Чăваш Республикин Экономика министерстви 70 ытла предприятийĕн кулленхи ĕҫне мониторинг туса тăрать.  Предприятисенче пирĕн тăрăхра пурăнакан 60 пин ытла ҫын кулленех ĕҫлет. Вĕсем шăпах та ĕнтĕ, республикăн социаллă аталанăвĕ тăнăҫлă пулса пытăр тесе витĕм кӳреҫҫĕ те.   

Чăваш Республикин Ĕҫпе социаллă хӳтлĕх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, нумай предприятисемпе организацисенче ĕҫлекенсен кун шутне пĕчĕклетнĕ, е тата ҫур кун ҫеҫ ĕҫлемелле тесе йышăннă.  Производствăсем те чарса лартнă тĕслĕхсем пур-ха.  Пĕр сăмахпа каласан, хăшĕ-пĕрисем предприятисемпе организацисенче ĕҫлекенсен шутне чакарни те куҫ кĕретех.  Пуш уйăхĕн 10-мĕшĕ тĕлне пĕтĕмпе 12 ваканси пур тесе шута илнĕ, ытти чухнехинчен кăтарту 3,7 хут ытларах.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев республикăри мĕнпур пысăк предприятисемпе организацисен ĕҫне тарăн тишкерме чĕнсе каланă.  Май пур таран кирлĕ пек сĕнӳсем пама, пулăшу кӳме те чĕнсе каланă вăл.  Чăваш Республикин промышленноҫпа энергетика министерстви палăртнă тăрăх, хăш-пĕр йывăрлăхсем самаях пур.  «Пĕтĕмлетӳ тунă хыҫҫăн, предприятисене аталанма май паракан хушма мерăсем пăхса хăварнине палăртнă.   Калăпăр, регионта Промышленноҫа аталантарма пулăшакан фонд импорта улăштарма ятарлă хушма мерăсем йышăнать.  Ĕҫ хутне хатĕрлессипе  специалистсем тăрăшаҫҫĕ», - тесе каланă  Чăваш Республикин промышленноҫпа энергетика министрĕ. 

Чăваш Ен предприятийĕсенче тăрăшакансем импорта улăштарассипе ĕҫлеҫҫĕ, вĕсем Раҫҫей Федерацийĕн Минпромторгĕн штабĕпе те килĕштерсе мĕнпур мероприятисене йĕркелесе пыраҫҫĕ.   

Чăваш Енри строительство тытăмне пулăшас тĕллевпе РФ Строительство министерствине ипотека кредичĕсем пирки ыйтупа тухма палăртнă.  Программăна пурнăҫлас ĕҫе тăссан вырăнлă пуласса калаҫҫĕ пуҫлăхсем. Регионти предприятисем, енчен те строительство материалĕсен хакĕсем чăнласах та, пысăк пулсан, е тата пачах та куҫарсса пама хирĕҫлеҫҫĕ пулсан, хыпарсене Чăваш Республикин Строительство министерствине илсе ҫитерме ыйтаҫҫĕ. 

Ку ĕҫсемсĕр пуҫҫе, Штаб йышăнăвĕпе килĕшӳллĕн, ятарлă ĕҫ ушкăнĕсене те пуҫарса янă. Вĕсем промышленноҫ, строительство, информаци технологийĕăсен шайĕнче курăмлă ĕҫлесе пыраҫҫĕ. Бюджет укҫи-тенкин тухăҫлăхне ӳстерес тĕлĕшпе оперативлă штаб йĕркелесе янă.  Вăл ушкăна Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн пĕрремĕш ҫумĕ – финанс министрĕ Михаил Ноздряков йĕркелесе ертсе пырать. 

 



14 марта 2022
17:14
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter