Çĕнĕ центр пулĕ

Чăваш Ен çыннисен ĕç паттăрлăхне тарăнрах тишкерме палăртнă. Çак тĕллевпе республикăра Архив материалĕсене тĕпчекен наука центрĕ уçăлĕ.

Унта Чăваш Республикин Патшалăх истори архивĕнче йĕркелĕç. Архив директорĕ Галина Ертмакова палăртнă тăрăх, çĕнĕ йышши центрта Чăваш Енре пурăнакансен ĕç паттăрлăхне тĕрлĕ документ тăрăх тишкерĕç. Çав шутра — куравсем, теле- тата радиокăларăмсем, архив докуменчĕсене тĕпе хурса хатĕрленĕ лекцисем тата ытти те.



Хыпар
14 марта 2022
17:55
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter