Бюджетпа палӑртнӑ плансем пурте упранаҫҫӗ, туянусем валли палăртнă лимитсем тулли калӑпӑшпа пурнăҫланаҫҫĕ

Правительство ҫуртĕнче ирттернĕ канашлура кун пирки каланă.
Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев республикăн экономикине тăнăҫлă аталантарса пыма витĕм кӳрекен штаб йĕркеленисĕр пуҫне, бюджет укҫи-тенкипе тухăҫлă усă курнипе курманнине тĕрĕслесе пыракан оперативлă штаб йышăннине асăннă. Мĕнпур ҫул-йĕрсемпе йышăнакан контрактсене пурнăҫа кĕртсе пырассипе те ĕҫсене ҫирĕп асăрхаса пырать асăннă ĕҫ ушкăнĕ. «Федерацин 44-мĕш №-лĕ саккунĕпе килĕшӳллĕн, контрактсен хăш-пĕр условийĕсене тӳрлетӳсем кĕртме те пулать. Ҫĕршыври лару-ăрăва шута илсе, ҫĕнĕлĕхсене кĕртсе хăварма ансат. Кун пек чухне пурсăмăра та йăнăшсем тăвассинчен пăрать. Ыйтусене тарăн тишкерсен, кирлĕ пек йышăнусем туса хăварсан, пăтăрмахсем те пулмĕҫ», - тесе каланă Олег Николаев. «Шăпах та, ҫак тĕллевпе ĕнтĕ штаб ĕҫне пуҫарса йĕркелесе янă. Кашни кун мĕнпур ыйтусене сӳтсе явăпăр, кирлĕ пек йышăнусене палăртса хăварăпăр», - тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса.
«Кун йĕркине кĕртекен ыйтусене республикăри влаҫ органĕсенче тăрăшакансен сĕнĕвĕсене шута илсе йĕркелесе пырăпăр», - тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче тăрăшакансен сĕнĕвĕсене те шута илмелле. «Чи кирли – лару-тăрăва ҫийĕнчех уҫăмлатасси, йывăрлăх кăларса тăратма пама юрамасть. Кирлĕ пек йышăнусем сĕнмелле, йывăрлăхсене сирсе яма витĕм кӳрекен мероприятисене палăртмалла. Ҫийĕнчех йывăрлăхсем пирки штаба пĕлтермелле, вĕсене татса парассишĕн пурсăмăрăн та пĕрле килĕшсе тăрăшмалла. Проектсене пурнăҫа кĕртессишĕн ырми-канми ĕҫлемелле», - тенĕ Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ.
Чи кирли – наци проекчĕсемпе килĕшӳллĕн мĕнпур палăртса хунă проектсене туллин пурнăҫа кĕртесси. Патшалăх программисене туллин тивĕҫтермелле, ҫирĕплетнĕ ĕҫ хучĕсемпе пĕлсе тата тĕллевлĕн усă курмалла. Кун пирки те ҫирĕппĕн асăрхаттарса каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев. «Бюджетра пăхса хăварнă укҫа-тенкĕсем ҫителĕклĕ. Вĕсене вăхăтра куҫарса пырасси те куҫ кĕретех. Палăртса хунă мĕнпур ĕҫсене валли бюджетран куҫакан укҫа-тенкĕне вăхăтра тивĕҫтерсе пырăпăр», - тесе ҫирĕппĕн каланă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ. «Палăртса хунă мĕнпур туянусене вăхăтра туса ирттермелле, вăхăта вăраха тăсса ĕҫлеме юрамасть», - тенĕ Пуҫлăх сăмаха малалла тăснă май.
Саккун акчĕсене федераци шайĕнчи ĕҫ хучĕсене тĕпе хурса йĕркелесе пымаллине те асăрхаттарса каланă регион Ертӳҫи. Енчен те туянусене централизациленĕ майпа пурнăҫласа пырсан, бюджет укҫи-тенкипе тухăҫлă усă курасси те куҫ кĕретех, тухăҫлăх тени те малти вырăна тухса тăрĕ. Палăртса хунă мĕнпур ĕҫсене вăхăтра тата кирлĕ пек шайра йĕркелесе пырасси те часах.
Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн пĕрремĕш ҫумĕ – финанс министрĕ Михаил Ноздряков хăйĕн сăмахĕнче, кăҫалхи ҫул икĕ уйăх хушшинчи бюджет кăтартăвне пăхас пулсан, Чăваш Енĕн консолидированнăй бюджечĕ профицитпа пурнăҫланнине хыпарланă, кăтарту 5 млрд танлашнине пĕлтернĕ, республика бюджечĕ 5,5 млрд тенкĕпе пурнăҫланнă тесе каланă. «Паллă, запас тени те пур, апла пулсан пăшăрханма кирлĕ мар, палăртса хунă ĕҫсене пурне те вăхăтра пурнăҫа кĕртсе пыма тăрăшмалла», - тесе сăмаха ҫавăрса каланă Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн пĕрремĕш ҫумĕ – финанс министрĕ Михаил Ноздряков. Пĕлтĕрхи ҫак тапхăртипе танлаштарсан, пĕрлештернĕ бюджетăн тупăш пайĕ 25,5 процент чухлĕ хăпарнă. Харпăр хăй тупăшĕ те сахал мар, кăтарту 33,3 процентпа танлашать. Налуксенчен кĕнĕ тупăш – 33,3 процент. Республика бюджечĕн кăтартăвне илес пулсан та, пĕлтĕрхи ҫулăн ҫак тапхăртинчен самай ӳснĕ, 12,4 процент чухлĕ нумайрах. Харпăр хăй тупăшĕпе налукран кĕнĕ тупăш – 37, 1 процент хăпарнă.
Республикăн пĕрлештернĕ бюджетăн тăкак пайĕ кăрлач уйăхĕпе нарăс уйăхĕсенче 800 млн тенкĕ яхăн ӳснĕ, вĕсенчен 400 млн тенкĕ социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсене хăпартса лартма тăкакланнă. Республика бюджечĕн тăкак пайĕ пĕтĕмĕшле 700 млн тенкĕ ӳснĕ, вăл 10,6 процентпа танлашать.
Бюджетран уйăракан укҫа-тенкĕпе тĕллевлĕн тата вăхăтра усă курмаллине асăрхаттарнă республикăри влаҫ органĕсенче тăрăшакансене. Объектсем тăвакансем патне тĕреве вăхăтра куҫарса памаллине те чĕнсе каланă республика Пуҫлăхĕ Олег Николаев. Тухăҫлăх тени те малти вырăна тухмалла, тĕлли-паллисĕр укҫапа тăкакланма юраманнине палăртса каланă Чăваш Республикин вице-пемьерĕ. Федерацинчен куҫакан укҫа-тенкĕсемпе ĕҫлеме контрактсене ака уйăхĕн 1-мĕшĕччен алă пусса ҫирĕплетмеллине те палăртса каланă Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн пĕрремĕш ҫумĕ – финанс министрĕ. Патшалăх енчен куҫакан тĕреве Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн резерв фончĕ урлă куҫарса парассине те асăннă вăл сăмаха ҫавăрнă май.