2022 ҫулта Чӑваш Енре нумай хваттерлӗ 216 ҫурта тӗпрен юсама палӑртнӑ

2022 ҫулта Чӑваш Енре нумай хваттерлӗ 216  ҫурта тӗпрен юсама палӑртнӑ

 178 объект валли  пĕтĕмĕшле 748,6 млн тенкĕлĕх аукционсем ирттернĕ.  Пĕтĕмпе вунă ҫуртра лифтсене тĕпрен ҫĕнетсе улăштарнă.

Планпа килĕшӳллĕн 35,7 пин ҫыннăн пурăнмалли ҫурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма план тунă.    Хăшĕ-пĕрисем харпăр-хăй ҫурчĕсенче тĕпрен юсав ирттерессине хăйсем тĕллĕн  йĕркелесе ирттереҫҫĕ, кун пек йышăнупа нумай хваттерлĕ 35 ҫуртра ĕҫсене йĕркелеме тĕллев лартнă.    

Нумай хваттерлĕ ҫуртсенче тĕпрен юсав ĕҫне ирттерессипе палăртнă республика программи пурнăҫа епле кĕрсе пынине шăпах та, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ  Олег Николаев ирттернĕ канашлура тĕплĕн сӳтсе явнă.  

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – строительство министрĕ Павел Данилов хăйĕн сăмахĕнче пĕлтĕр ҫӳлерех палăртнă программăпа аванах ĕҫлейменнине хыпарланă, хăш-пĕр йывăрлăхсем пирки те тĕплĕн чарăнса тăнă ведомство ертӳҫи.

«Объектсене тума конкурссене пĕрре те анчах мар йĕркеленĕ, кăтарту тепре чухне пиллĕкрен те иртет.  Пур-пĕрех строительство ĕҫне пурнăҫлас текенсене тупса палăртма йывăр пулчĕ», – тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май. Тепĕр тесен, пĕлтĕр Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн йышăнăвĕпе килĕшӳллĕн, тĕпрен юсав ĕҫĕсене пурнăҫланăшăн хаксем те кăштах ӳстернĕ имĕш.  Кун пек чухне подрядчиксене тен явăҫтарма та ансатрах. Пур-пĕрех ĕҫ-пуҫ ҫав тери лайăхах мар теме пулкалать», –  тенĕ вице-премьер.  «Лотсене ӳстермелле тунă, контрактсене алă пусса ҫирĕплетмелли йĕркене те ҫĕнĕрен пăхса тухса, тӳрлетӳсем кĕртнĕ.  Ҫуртсенче тĕпрен юсав ĕҫĕсене йĕркеленĕшĕн тӳлемелли виҫе, енчен те ҫуртсенче лифтсем пулмасан, 6, 92 тенкĕпе танлашать, лифт пулсан, хаксем пысăкланнă, вăл 7,51 тенкĕне ҫитнĕ», – тенĕ вăл.     

Нумай хваттерлĕ ҫуртсене тĕпрен юсав ĕҫĕсене йĕркелесе пырассипе ĕҫлекен республикăри фондăн генеральнăй директорăн тивĕҫĕсене пурнăҫласа пыракан Светлана Баранова хăйĕн сăмахĕнче пĕлтĕрхи ҫул планпа килĕшӳллĕн нумай хваттерлĕ 187 ҫуртра тĕпрен юсав ĕҫĕсене йĕркелесе ирттерме палăртнине пĕлтернĕ, вĕсенчен пурĕ те 11-шĕнче кăна строительство ĕҫĕсене туса ирттернине асăннă вăл сăмаха малалла тăснă май.   «31 ҫуртра юсав ĕҫĕсене туса пĕтернĕ, патшалăх комиссийĕ йышăнать. Нумай хваттерлĕ 35 ҫуртра строительство-монтаж ĕҫĕсем пыраҫҫĕ.  Ытти юлнă объектсене кăштах каярахри тапхăра валли плана кĕртсе хăварнă», – тесе каланă педприятийĕн ертӳҫин тивĕҫĕсене пурнăҫлакан. «Сăлтавĕ те паллă, ҫуртсенче пурăнакансем ятарлă пĕрлехи счет ҫине укҫа-тенкĕне пухма килĕшнĕ имĕш. 2022 ҫулхи утă уйăхĕччен вĕҫлеме тĕллев лартатпăр», – тесе каланă вăл сăмаха ҫавăрса.  

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев хăйĕн сăмахĕнче халăх пăшăрханса калакан сăмахсем пирки те чарăнса тăнă. Нумай хваттерлĕ ҫуртсенче пурăнакансем хăш-пĕр юсав ĕҫĕсемпе кăмăллă пулманнине палăртнă.  Вăтамран ҫулталăкне Фонд пирки, ҫăхавсем сахал мар пуҫтарăнаҫҫĕ, кăтарту та 300 иртнĕ имĕш.   Регион Ертӳҫи ҫăхавсем пирки тарăн пăхса тухма, вĕсене кирлĕ пек хуравсемпе тивĕҫтерме чĕнсе каланă. «Йывăрлăхсем кăларса тăратма юрамасть, май пур таран вĕсем палăртакан ыйтусене татса памалла.    Ӳлĕмрен ҫакнашкал ҫăхавсем пулмалла мар, подрядчиксенчен ҫивĕчрех ыйтмалла, строительство ĕҫĕсен пахалăх шайĕ пысăк шайра пулмалла», – тесе  палăртнă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ.



16 марта 2022
14:15
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter