Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ ҫурхи шыв-шуртан асӑрханас тата пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕҫтерессипе ятарлă хушусем панă

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ ҫурхи шыв-шуртан асӑрханас  тата пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕҫтерессипе ятарлă хушусем панă

 Чăваш Республикинче пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕҫтерессипе ĕҫлекен комиссийĕн ларăвне ирттернĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев. Кун йĕркинчи тĕп ыйтусенчен пĕри – пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕҫтерессипе йышăннă нормативлă право ĕҫ хучĕсене тĕплĕн пăхса тухса сӳтсе явасси пулнă.   Документсене тишкерӳ тунă хыҫҫăн, тен хăшĕ-пĕрисене тӳрлетӳсем кĕртсе хăварма май пулассине те асăнса хăварнă канашлу вăхăтĕнче ертӳҫĕсем.

«Пушар сӳнтермелли автомашина ҫула тухса, инкеке сирсе ямалли пирки сăмах пымасть.  Калăпăр, харăсах пĕлтĕр пиллĕк хуҫалăхра пушар алхасни шухăша ярать, ҫын пурнăҫĕ вăхăтсăр татăлни вара пушшех те йывăр лару-тăру. Енчен те эпир халăха кулленех кун пек тума юрамасть тесе анчах асăрхаттарусем кăна тусан – ҫителĕксĕр, лару-тăру ырă енне куҫасси часах мар пулĕ.  Пирĕн инкек кăларса тăратакансене тупса палăртмалла, вĕсене саккунпа килĕшӳллĕн явап тыттармалла. Ку вара чи кирли пулĕ. Халăх кун пек чухне тимлĕрех пулма тăрăшĕ.  Йĕрке ҫирĕп пулмалла, чăрмавсем пачах та кăларса тăратмалла мар. Кашнин яваплăха туйса пурăнмалла, пушарсенчен, инкексенчен асăрхануллă пулмалла», – тесе каланă хăйĕн ум сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.

2021 ҫулта пушар алхаснă тĕслĕхсен шучĕ 4,1 процента ҫити чакнă маларахри ҫулпа танлаштарсан.  Япăх кăтарту - ҫулăмра ҫунса вилнĕ ҫынсен тĕслĕхĕ ӳснĕ, 10 процента ҫити хăпарнă.  Пĕтĕмпе 2021 ҫулта 1589 пушар тухнă тесе шута илнĕ,  маларахри ҫулта – 1657.  Пĕлтĕр пушарта 86 ҫын ҫунса хăйĕн пурнăҫне вăхăтсăр татнă (2020 ҫулта -77) .     Инкексенче халăх сусăрланни те  куҫкĕретех.   

Пушарсем ытларах  халăх пурăнакан хуҫалăхсенче пулнă, мĕнпур палăртнă кăтартуран 52 процента яхăн. Ҫуллахи тапхăрта типĕ курăка чĕртсе яракансем те чылай. Кун пек тĕслĕхсем те час-часах пулнине ҫирĕплетеҫҫĕ ятарлă служба ĕҫченĕсем.  

Пурĕ Чăваш Енре ландшафлă пушарсем пулнă тесе 87 тĕслĕхе шута илнĕ.  Халăх типĕ курăка часа-часх чĕрте яни куҫ кĕретех.  Пĕтĕмпе кун пек йĕркесĕрлĕхе 134 тесе шута илнĕ, курăк 914 га ҫĕр лаптăкĕ ҫинче ҫунса кĕлленнĕ.  

Ҫӳп-ҫапа чĕртсе ҫунтарнăшăн Чăваш Енри ГКЧС ĕҫченĕсемпе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче тăрăшакансем комиссипе пĕрре мар тухса тĕрĕслевсем йĕркеленĕ халăх пурăнакан вырăнсенче, пĕтĕмпе административлă майпа 16 ĕҫ пуҫарнă. Паллă, йĕрке пăсакансене асăрхаттарусем кăна тунă, штраф тӳлеттермен.  

Курăка чĕртсе ҫунтарнăшăн, 2020 ҫулта Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев пуҫарăвĕпе, хушма ҫирĕп саккун йышăннă.  Енчен те граждансем йĕрке пăсаҫҫĕ пулсан, вĕсене икĕ пинрен пуҫласа виҫĕ пине яхăн штраф тӳлеттерме йышăннă. Енчен те вара должноҫре ĕҫлекен ҫынсем йĕрке пăсаҫҫĕ пулсан, вĕсене штраф тӳлеттермелли виҫе тата та ӳсет, 20 пинрен пуҫласа 30 пине яхăн.  Предприятисемпе организацисем йĕркене пăхăнмасан, штраф виҫ тата та пысăкланать, вăл 150 пинрен пуҫлса 200 пине ҫитнĕ.  

Кун йĕркинчи тепĕр пысăк ыйтусенчен пĕри – ҫуркуннехи шыв-шур.  Енчен те ҫуркунне капланса килсен, ҫанталăк туххăмрах ăшăтса ярсан, шыв халăха чăрмав кӳме пултарать. Регионта 17 муниципалитетра кун пек хăрушлăх сиксе тухма пултарĕ.

Тепĕр пысăк ыйту – хуҫасăр гидротехника сооруженийĕсем, вĕсем хальлĕхе республикăра 108 шутланаҫҫĕ.  

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев ыйту ҫивĕч тăнине шута илсе, объектсене муниципалитетсен пурлăхĕ ҫине куҫарма, ĕҫ хучĕсене йĕркелесе ҫитерме каланă.  



16 марта 2022
10:39
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter