Чăваш Ене Донбасран хĕрĕх ытла ҫын килнĕ

Кун пирки Чăваш Енри Ĕҫпе социаллă хӳтлĕх министерстви пĕлтернĕ.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн хушăвĕпе килĕшӳллĕн, пирĕн тăрăха килекен граждансене кирлĕ пек мĕнпур условисемпе тивĕҫтереҫҫĕ.  Вĕсене вăхăтлăха пурăнма «Алый парус» тата «Лесная сказка» санаторисенче ятарлă вырăнсем хатĕрлесе тăратнă.  

Пуш уйăхĕн 15-мĕшĕ тĕлне пĕтĕмпе Чăваш Республикине 41 граждан куҫса килнĕ,  йывăр  лару-тăрăва лекнисем  малалла та кулленех пирĕн тăрăха килсе пыраҫҫĕ.    

Халăха нарăс уйăхĕнчех йышăнма пуҫланă, тĕрлĕ хăтлă условисем йĕркелесе панă.  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн хушăвĕпе килĕшӳллĕн, ятарлă ĕҫ ушкăнне йĕркеленĕ регионта. Донецк тата Луганск халăх республикисенчен килнисене валли пурăнма хăтлă условисем йĕркелесе пама вĕсен ĕҫне йĕркелесе пыма та вăхăтлăха ҫынсене вырнаҫтарма витĕм кӳрекен  ĕҫ ушкăнĕ ĕҫлет, ăна Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн йышăнăвĕпе пуш уйăхĕн 11-мĕшĕнче алă пусса ҫирĕплетнĕ.     Палăртмалла, куҫса килекенсенчен нумайăшĕ хăйсен тăванĕсем патне вырнаҫнă, ирĕксĕр килнисенчен  саккăрăшне «Лесная сказка» лагере вырнаҫтарнă.   

Ачасене уйрăмах пысăк тимлĕх уйăраҫҫĕ.  Пуш уйăхĕн 15-мĕшĕ тĕлне илес пулсан, пурĕ  13 ача Чăваш Ене килнĕ, вĕсенчен  улттăшĕ шкула каять, 7-шĕ ача садне.  Вĕсене пурне те вĕренӳ учрежденийĕсене вырнаҫтарнă. Ҫынсене пĕр хутчен парса пулăшмалли укҫана илме 33 ҫын ыйтса ҫырнă, 12-шне тивĕҫтернĕ патшалăх пулăшăвĕпе.    Ҫынсене ĕҫпе тивĕҫтерессипе те хастар тимлеҫҫĕ регионта, пирĕн тăрăха килнисенчен виҫҫĕшне вăхăтлăха ĕҫпе тивĕҫтернĕ.

Раҫҫей Федерацийĕн Правительствин йышăнăвĕпе килĕшӳллĕн, пирĕн республикăна 1259 ҫынна вырнаҫтарма палăртнă.  Ку енĕпе пирĕн регионта хастар ĕҫлеҫҫĕ, ирĕксĕр куҫса килекенсене ĕҫпе тивĕҫтерессипе те ҫине тăрсах тăрăшаҫҫĕ.   

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев хăйĕн сăмахĕнче ҫапла каланă: «Чăваш Ен пирĕн тăрăха вăхăтлăха куҫса килекен граждансене йышăнма хатĕр, условисем пĕтĕмпех пур. Вĕсене ĕҫпе тивĕҫтерме те плана кĕртнĕ. Пирĕн тăван халăха – инкеке лекнисене пăрахса хăвармалла мар, май килнĕ таран пулăшу пама тăрăшмалла. Инкекре пĕччен тăрса юлма юрамасть, пĕрне-пĕри алă парса, май пур таран ăнланса витĕм кӳме пĕлмелле»,  тесе палăртнă.

Кирлĕ пек мĕнпур хыпарсене Донбасс ҫыннисене пулăшу пама пикенекенсене ятарлă интернет–ресурсра https://help21.ru  йышăнаҫҫĕ, унта пĕтĕмпех ҫителĕклĕ таран  кирлĕ пек хыпарсене вырнаҫтарнă.



16 марта 2022
11:54
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter