Ҫулталӑк вӗҫне Шупашкарăн Атӑл леш енне газ килĕ

Ҫулталӑк вӗҫне Шупашкарăн Атӑл леш енне газ килĕ

«Ҫут  ҫанталăк газне ҫулталăк вĕҫленнĕ тĕле тивĕҫме пултарайратпăр», - тесе каланă Олег Николаев.  Кун пирки вăл «Газпром межрегионгаз» Группăн генеральнăй директорĕпе Сергей Густовпа уҫă калаҫу ирттернĕ вăхăтра каланă. «Палăртнă территорине хăтлăлатас ыйту кун йĕркинчех тăрать. Халăхăн пурнăҫ условийĕн шайне лайăхлатасси тĕп приоритетсенчен пĕри», - тесе хушса каланă вăл сăмаха малалла тăснă май.   

Шупашкарăн Атăл леш енчи территоринче ултă населенийĕн пунктĕнче газ кĕртме ятарлă сетсем тума плана кĕртсе хăварнă пулнă, газ пăрăхĕсен тăршшĕ 25,5 ҫухрăм тăсăлать. Палăртма кăмăллă, графика кĕртнĕ ултă объектран пиллĕкĕшĕнче ĕҫе йĕркелесе пĕтернĕ тесен те йăнăш мар. Сосновка поселокĕнче 16,7 ҫухрăм тăсăлса выртакан объекта шăпах та 2022 ҫул вали пăхса хăварнă.  

Кунсăр пуҫне поселоксем хушшинчи строительство ĕҫне те плана кĕртнĕ, унти газ пăрăхĕсем пĕтĕмпе 52 ҫухрăм тăсăлса выртаҫҫĕ, вĕсенчен 31 ҫухрăмĕ Чăваш Республикин территорийĕ урлă иртет тата 21 ҫухрăмĕ Марий Эл тăрăхĕ урлă каҫать.  2021 ҫулта поселоксем хушшипе иртекен газ пăрăхĕсене сарса пĕтернĕ. 2021-2025-мĕш ҫулсене валли пăхса хăварнă газ кĕртессипе программа Чăваш Республикинче анлăн пурнăҫа кĕрсе пырать. Калăпăр, Улатăр районĕпе Улатăр хулинче те хĕрӳ ĕҫсем пыраҫҫĕ. Кунсăр пуҫне Патăрьел районĕпе Елчĕк районĕнче те ĕҫсене планпа килĕшӳллĕн пурнăҫласа пыраҫҫĕ.  Пĕтĕмлетӳсем тăрăх, регионта пурĕ 2,5 пин хуҫалăха хушма газпа тивĕҫтерме плана кĕртнĕ. Хутса ăшăтмалли система тăваттă,  керамика хатĕрĕсене тирпейлесе кăларакан завод хута ярасси те планра пур.

Уҫă калаҫу вăхăтĕнче ертӳҫĕсем республика территорийĕнче халăха газпа тивĕҫтерессси пирки ыйтăва тĕплĕн сӳтсе явнă.  Пурĕ халăхран 3,1 пин заявка йышăннă, пĕтĕмпе 1,7 пин договора алă пусса ҫирĕплетнĕ.  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев хăйĕн сăмахĕнче, регионта халăха газпа тивĕҫтерес тĕлĕшпе ятарлă комплекслă мероприятисем пăхса хăварнине пĕлтернĕ.   Калăпăр, ҫынсене валли ҫăмăллăх кредичĕсем те сахал мар. Енчен те халăх газ кĕртме ятарлă хатĕрсем илсе тăкакланать пулсан, вĕсене патшалăх енчен субсиди мелĕпе саплаштарма йышăннă. Калăпăр, енчен те газ кăмакисене 20 пин тенкĕ илсе укҫа пĕтерсен, вĕсен тăкакне каялла 100 процента яхăнах патшалăх саплаштарать.

Сергей Густов хăйĕн сăмахĕнче, халăх договорсене туса пынине асăннă.  Вăл сăмаха малалла тăснă май, кăтартăва 75 процента ҫити ҫитерме чĕнсе каланă вăл сăмаха малалла тăснă май.  Пурте 100 процента яхăн ĕҫсене йĕркелесе пырсан питĕ аван пулнине те асăннă вăл. «Эпир хамăр енчен шанатпăр, влаҫра тăрăшакансемпе килĕшсе тухăҫлă ĕҫлесе пырассине. Халăха газпа тивĕҫтерессипе пĕрне пĕри ăнланса вăхăтра ĕҫсене йĕркелесе пырсан, лару-тăру та лайăхланса пырасси куҫ кĕретех пулĕ», - тенĕ вăл

Кунсăр пуҫне «Газпром межрегионаз»  ушкăн хуҫасăр объектсене тупса палăртассипе хастар ĕҫлет. «Вĕсене те тимлĕхсĕр хăварма юрамасть,  асăрхануллă пулни пуриншĕн те вырăнлă», - тенĕ вăл. Газпа йышăннă объектсене час-часах тухса тĕрĕсленине те каласа хăварнă ертӳҫĕ.  Тепĕр тесен, газпа тивĕҫтерес ыйту та тивĕҫлĕ шайра пулса пырать, халăх та кăмăллă юласси куҫ кĕретех пулĕ.  



16 марта 2022
09:36
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter