Чӑваш Ен шахмат енӗпе Раҫҫей чемпионачӗсен Суперфиналӗсене йышӑнать

Чӑваш Ен шахмат енӗпе Раҫҫей чемпионачӗсен Суперфиналӗсене йышӑнать

Мускавра М.М. Ботвинников ячĕллĕ шахмат ăстисен Тĕп ҫуртĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев тата Раҫҫейри шахмат федерацийĕн ĕҫ тăвакан директорĕн ҫумĕ Александр Ткачев ĕҫлĕ  тĕлпулу ирттернĕ.  

Икĕ ен тĕлпулу вăхăтĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕпе Раҫҫейри шахмат федерацийĕн хушшинчи ĕҫлĕ ҫыхăнăва сарас тĕлĕшпе Чăваш Енре Раҫҫейри 75-мĕш чемпионата Суперфинала тата хĕрарăмсем хушшинчи Раҫҫейри 72-мĕш чемпионата ирттерме килĕшĕве алă пусса ҫирĕплетнĕ.   

Раççей шахмат чемпионачĕн суперфиналĕ Шупашкарта 2022 ҫулта авăн уйăхĕн 10-мĕшĕнчен пуҫласа 23-мĕшĕччен иртĕ.   Мероприятисене Еленăпа Геннадий Тимченко Ырă кăмăллăх фончĕпе ФШР йĕркелесе ирттерме витĕм кӳреҫҫĕ. Паллă пулăма Чăваш патшалăх ӳнер музейĕнче ирттерме йышăннă.  

 «Эпĕ ҫакăн пек пысăк спорт ăмăртăвне Чăваш Енре ирттерме йышăну тунăшăн Раҫҫейри шахмат федерацийĕн йышне тав тăватăп. Ăмăртусене ирттерме пирĕн тăрăха шанни – хăйех пысăк хисепе тивĕҫ. Пурте хăйсем патĕнче  ăмăртусене тутарасшăн, анчах та тивĕҫлисене кăна шанса ҫак ăмăртусене йĕркелесе ирттерме ирĕк параҫҫĕ. Турнира хутшăнма республика хавас.  Пирĕн тăрăха килекен хăнасене кĕтсе илме те Чăваш Ен яланах тарават.   Мероприяти пысăк шайра ирттĕр тесе, хамăртан мĕн килнине пĕтĕмпех йĕркелесе пама тăрăшăпăр.  Условисем хăтлă пулсан, шахматҫăсене килĕшсен, тен ӳлĕмрен те вĕсем хапăл тусах пирĕн региона килĕҫ», - тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев. Çитĕнӳ тăвас тесен сывă пулмалла. Шахмат вăййи - чи стреслă спорт тĕсĕ. Ачаран кĕлеткене пиçĕхтерсен, сывлăха çирĕплетсен ҫитĕнӳсем тăвасси те часах.

Ҫакнашкал пысăк шайра йĕркелесе ирттерекен спорт ăмăртăвĕ, Чăваш Енре тата та лайăхрах шахмат ăсталăхне аталантарма витĕм кӳресси те куҫ кĕретех. Программăн пĕлтерĕшлĕ ыйтăвĕсенчен пĕри - спортăн çак дисциплине аталантарасси çеç мар, регионти ӳнерпе культура туприне кăтартасси те. Çакнашкал мероприятисем шахматпа кăсăклантараççĕ çеç мар, региона туристсене илĕртме те пулăшаççĕ, мĕншĕн тесен Раççейри тата чикĕ леш енчи çынсем турнирпа кăсăкланаççĕ.

Паянхи куна илес пулсан, Чăваш Республикинче пĕтĕмпе шахмат шкулĕ иккĕ.  Вĕсене тĕнче шайĕнче пĕлеҫҫĕ тесен те йăнăш мар.  2020 ҫулта Чăваш патшалăх педагогика университечĕн ҫумĕнче Сергей Карякин пуҫарса янă паллă шкулăн хушма филиалĕ йĕркеленнĕ. Ҫавăн пекех И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче Тĕнчери паллă шахматҫăн Анатолий Карповăн шахмат шкулĕ ĕҫлет.  Тĕнче чемпионачĕсенче  мала тухнисем килĕшĕве алă пусса ҫирĕплетнĕ самантра пулнă. Вĕсем пĕр сасăллă пулса, Чăваш Республикин тĕп хулине – Шупашкара авăн уйăхĕнче килессине пĕлтернĕ.  

«Раҫҫей шахматҫисем, пĕтĕм тĕнчери ăстаҫăсем Шупашкар хулине пухăнĕҫ, ăмăртусене хутшăнса мала тухассишĕн тупăшĕҫ. Пĕтĕм тĕнче шайĕнче онлайн режимĕнче ăмăртусене пăхма пулĕ. Пирĕн ҫамрăксем ăмăртусене курса тата та хытăрах шахмат вăййисене кăмăл тăвассине те шанатпăр. Раҫҫей  чемпионĕсем пулассишĕн, тен ӳлĕмрен тата та лайăхрах спортăн ҫак тĕсне хутшăнма тăрăшĕҫ», -  тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ, финанс ыйтăвĕпе ĕҫлекен комитетăн Председателĕ Анатолий Аксаков.   



17 марта 2022
17:35
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter