Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Халăхăн йăла ыйтăвĕсене тивĕҫтерессин тата пурăнмалли ҫурт-йĕрпе коммуналлă хуҫалăхăн ĕҫченĕсен кунĕ ячĕпе саламлани

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Халăхăн йăла ыйтăвĕсене тивĕҫтерессин тата пурăнмалли ҫурт-йĕрпе коммуналлă хуҫалăхăн ĕҫченĕсен кунĕ ячĕпе саламлани

Халăхăн йăла ыйтăвĕсене тивĕҫтерессин тата пурăнмалли ҫурт-йĕрпе коммуналлă хуҫалăхăн хисеплĕ ĕҫченĕсем!

Сире професси уявĕ ячĕпе саламлатăп!

Ҫак кун эпир хăйсен ĕҫĕпе пирĕн кулленхи пурнăҫа хăтлăрах тăвакан ҫынсене чыслатпăр. Чăваш Енре пурăнмалли ҫурт-йĕрпе коммуналлă хуҫалăх сферинче 11 пин ытла ҫын ĕҫлет, вĕсем нумай хваттерлĕ 6,8 пин ытла ҫурта пăхса тăраҫҫĕ. ЖКХ ĕҫченĕсем пурнăҫшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ системăсен кал-кал ĕҫне, ҫурт-йĕре хутса ăшăтмалли тапхăра йĕркеллĕ ирттерессине, хуласемпе поселоксен тирпейлĕхне, урамсенчи, подъездсенчи йĕркелĕхпе тасалăха, пирĕн килсенчи ăшăпа хăтлăха тивĕҫтереҫҫĕ.

 Республикăра 1,2 пине яхăн организаципе уйрăм предприниматель халăха йăлари пулăшу ĕҫĕсем кӳрет.  Ательесен, мастерскойсен, парикмахерскисен, автосервиссен пулăшу ĕҫĕсен пахалăхĕпе ассортименчĕ йăла ыйтăвĕсене тивĕҫтерекен сфера ĕҫченĕсен профессионализмĕнчен килет.

Республикăра пурăнакан мĕн пур ҫын ячĕпе сире ĕҫченлĕхшĕн, тăрăшулăхăршăн, хăвăрăн ĕҫ вырăнĕсенче куллен  ҫирĕплетекен яваплăхпа профессионализмшăн тав тăватăп.

Эсир умри тĕллевсене оперативлă пурнăҫлама пултарни, ҫивĕч ыйтусене ăнăҫлă татса пани, пулăшу кӳрессин культурине яланах лайăхлатса пынă май ҫак ĕҫ шайне ҫӳле ҫĕклени пысăк хисепе тивĕҫ.

 Сире ҫирĕп сывлăх, телей, иксĕлми вăй-хăват, ĕҫре ҫĕнĕ ҫитĕнӳсем сунатăп!

 

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ                                Олег Николаев



20 марта 2022
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter