"Раҫҫей. Крым. Донбасс. Хамӑрӑннисене пӑрахмастпӑр" – Чӑваш Ен Крымпа Раҫҫей пӗрлешнине палӑртрĕ

"Раҫҫей. Крым. Донбасс. Хамӑрӑннисене пӑрахмастпӑр" – Чӑваш Ен Крымпа Раҫҫей пӗрлешнине палӑртрĕ

Пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнче Шупашкарта Хĕрлĕ тӳремре пысăк концерт пулнă, Крым Раҫҫейпе пĕрлешнĕренпе сакăр ҫул ҫитнине уявлама пиллĕк пине яхăн ытла ҫын пуҫтарăннă.   

«Пуш уйăхĕн 18-мĕшĕ – Раҫҫей халăхĕсемшĕн тата унăн гражданĕсемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ кун: сакăр ҫул каялла ҫак кун Крым Республики тата Севастополь тăван ҫĕрне таврăнчĕҫ.  Ҫак паллă пулăм ячĕпе эпир вĕсене чун-чĕререн саламлатпăр.  Вĕсем ҫакăн пек пултăр тесе сахал мар тăрăшнă.  Раҫҫейпе пĕрле аталанса хăйсен социаллă пурнăҫĕпе экономикине хăватлантарса пыраҫҫĕ», – тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев. «Ҫак тапхăрта сахал мар ырă улшăнусем пулса иртнĕ. Чылай пысăк объектсем хута кайнă. Вĕсенчен пĕри – Крым кĕперĕ. Сахал мар пурăнмалли ҫурт-йĕрсем ҫĕкленнĕ, аэропорт тата та ытти ҫĕнĕлĕхсем пулса иртнĕ», – тенĕ вăл.    

Регион Пуҫлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Ен Донбасс ҫыннисене пулăшма яланах тарават пулнине палăртнă, паянхи пурнăҫра пулса иртекен йывăр лару-тăрăва сирсе яма та витĕм кӳме хатĕррине пĕлтернĕ. «Кӳршĕллĕ халăха, юлташсене, пиччесене йывăр пулсан пулăшма хатĕр. Раҫҫей Федерацийĕнче пурăнакансем яланах пĕрле хар тăрса пĕрне-пĕри пулăшса пыраҫҫĕ. Ирĕксĕр куҫса килекен халăха эпир хамăр тăрăха йышăнма, вĕсене кирлĕ пек условисемпе тивĕҫтерме те хатĕр», - тесе хушса каланă вăл.    Раҫҫей Федерацийĕн хĕҫ-пăшаллă вăйсен салтакĕсене хастар пулнишĕн, вĕсен паттăрла ĕҫĕсемшĕн мухтаса тав тунă регион Пуҫлăхĕ. «Эпир яланах тăнҫлă пурнăҫшăн, Раҫҫейшĕн, Президентшăн», – тесе сăмаха уҫҫăн каланă вăл.  

Чăваш Республики тата Крым Республики суту-илӳпе экономика, ăслăлăх-техника, социаллă тата культура ĕҫтешлĕхĕн килĕшĕвне ҫирĕплетнĕ. Чăваш Ен, Крым, Севастополь ĕҫлĕ хутшăнăвĕсен «Севастополь – Чăваш Республики» коммерциллĕ мар ĕҫтешлĕх йĕркеленĕ. Хутшăнусем ҫулран-ҫул ҫирĕпленеҫҫĕ.

Пуласлăхра Донбасса аталанса вăй илсе пыма пулăшма хатĕррине каланă Олег Николаев. «Пирĕн тăрăхри чылай пысăк предприятисем ĕҫлĕ ҫыхăнусене сарса пыма килĕшеҫҫĕ. Социаллă пурнăҫпа экономикăна вăй илтерсе пыма та яланах хатĕр. Донбасс хулипе килĕшĕве те алă пусса ҫирĕплетме ĕҫ хучĕсене йĕркеленĕ.  Ҫитес вăхăтсенче ҫак ĕҫсене йĕркелесе ирттерме план тунă. Енчен те лару-тăру уҫăмланса ҫитсен, тӳрех ҫĕнĕ ҫул-йĕрсемпе аталанса пырассипе кирлĕ пек мероприятисем плана кĕртесси те куҫ кĕретех», – тенĕ вăл.   

Палăртнă митинг-концерта Раҫҫей Федерацийĕн Федераци Канашĕн депутачĕсен ĕҫ-хĕлне тата Регламентне йĕркелесе пырассипе тимлекен Комитетăн Председателĕ, Пĕтĕм Раҫҫейри «ЕДИНАЯ РОССИЯ»  политика партийĕн регионти уйрăмĕн Секретарĕ Вячеслав Тимченко, Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ, финанс рынокĕ енĕпе ĕҫлекен Комитетăн Председателĕ, Пĕтĕм Раҫҫейри «СПРАВЕДЛИВАЯ РОССИЯ – ПАТРИОТЫ – ЗА ПРАВДУ»  политика партийĕн регионти уйрăмĕн Канашĕн Председателĕ  Анатолий Аксаков, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Леонид Черкесов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем тата та ытти нумай официаллă ҫынсем пуҫтарăннă.  Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн пуҫарăвне пурне пĕр сасăллă пулса ырланă, Крым, Севастополь пĕрле пулнине, ӳлĕмрен тата та лайăхрах вăй илсе аталанса пырассине палăртнă. Нумай нацилĕх тата конфессилĕх – пирĕн Раҫҫейри пысăк тата туслă ҫемьен вăйĕ, пĕрлĕхĕ. Вăйлă Раҫҫей – вăйлă тата ăнăҫлă аталанакан территорисем, шанчăклăх, тăнăҫлăх тата хăрушсăрлăх пулнине каланă хăнасем.

Паллă кун пултарулăх ушкăнĕсем халăха хăйсен юрри ташшипе савăнтарнă. «Талисман»,  «Живи и помни» тата «Мантана» ушкăнсем патриотла юрĕсемпе уяв мероприятигне пухăннисене савăнăҫ парнеленĕ.    

Волонтерсем Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх ялавне ҫӳле ҫĕклесе хăйсем тăван ҫĕршыва юратнине ҫирĕплетсе панă, кăвак тӳпене шарсем вĕҫтернĕ.    

 



21 марта 2022
09:07
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter