Чăваш Енре "Ачалӑхшӑн, ачалӑх ячĕпе" ыркӑмӑллӑх марафонне уҫнă

Чăваш Енре "Ачалӑхшӑн, ачалӑх ячĕпе" ыркӑмӑллӑх марафонне уҫнă

 Ҫĕнĕ Шупашкарти «Кванториум» ача-пăчасен технопаркĕнче "Ачалӑхшӑн, ачалӑх ячĕпе" ыркӑмӑллӑх марафонне савăнăҫлă лару-тăрура уҫнă. Паллă пулăма Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев килсе ҫитнĕ.  Ачасен аталанăвне витĕм кӳрессипе федераци тата республика влаҫĕсем йышăнакан тĕп мерĕсемпе тӳр килсе тăрать марафон. Кун пирки ҫирĕппĕнех каланă хăйĕн ум сăмахĕнче регион Пуҫлăхĕ.

«Пирĕн халăхăн ырă йăли-йĕркине малалла та тăсса пыма тăрăшмалла. Пĕрле килĕшсе, пĕр-пĕрне пулăшса туслă пурăнма пĕлмелле.  Ачасене республикăра аталанса пыма кирлĕ пек мĕнпур условисене йĕркелесе памалла, тавра курăмлăхне ӳстерме майсем туса памалла», - тенĕ Олег Николаев сăмаха малалла тăснă май. Ырă кăмăллăх акцийĕсем пуҫаруллă ĕҫсене пурнăҫа кĕртме те сахал мар пулăшаҫҫĕ. Хамăр тĕслĕх кăтартсан, ырă ĕҫсем туса пырсан, пуласлăхра ачасем те пирĕн пекех ырă ĕҫсем тума пикенĕҫ.  Ачасене май пур таран тимлĕх уйăрмалла, вĕсен шухăш-кăмăлĕсене те тĕпе хума пĕлмелле тесе каланă вăл. Ахальтен мар калаҫҫĕ халăхра: «Ырă ĕҫ туни каяллах ырăпа таврăнать» тесе.

Раҫҫейри Ача-пăча фончĕн регионти уйрăмĕ ырă кăмăллăх марафонне хапăл тусах хутшăнать.  Палăртнă мероприятине ҫулсеренех 1995 ҫултан пуҫласа пирĕн тăрăхра йĕркелесе ирттереҫҫĕ.

2021 ҫулта пĕтĕмпе 1130 предприятипе организацисем хутшăннă. Пĕтĕмĕшле 5,8 млн ытла тенкĕ пухмача пуҫтарнă.

«Эпир сирĕнпе пĕрле пухнă укҫа калăпăшĕ пĕчĕкех мар. Хăш-пĕр регионсенче пĕр ик-виҫĕ спонсор кăна хапăл тусах тĕрев пани те куҫ кĕретех.  Пирĕн ентешсем пачах та урăхла – кашни пысăк тӳпе хывма тăрăшать.  Ҫулсеренех 1500-2000 ҫын хутшăнать. Кăтарту та пĕчĕк мар 5-8 млн пухăнать», - тесе каланă сăмаха малалла тăснă май Раҫҫейри Ача-пăча фончĕн регионти уйрăмĕн ырă кăмăллăх фончĕн председателĕ Юрий Кислов.

Марафона хутшăнма кăмăл тунисем чылай, пур-пĕрех хăш-пĕр муниципалитет пĕрлĕхĕсене уйрăммăн палăртса каланă вăл. Вĕсем: Пăрачкавсем, Шăмăршăсем, Хĕрлĕ Чутайсем, Красноармейскисем, Елчĕксем, Тăвайсем, Ҫĕнĕ Шупашкарсем.  Хастар хутшăнакансем ҫумне Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацине, «Фирма «Август» АО,  «АБС Электро» предприяти, «КС г.Новочебоксарск» МУП, Ҫĕнĕ Шупашкарти хула больници,  «Элита» ҫĕвĕҫ фабрики, «Завод «Чувашкабель» АО тата ыттисем те.

Раҫҫейри Ача-пăча фончĕ кăҫал  юпа уйăхĕнче 35 ҫул тултарать,  регионти уйрăмĕ 2023 ҫулта нарăс уйăхĕн 19-мĕшĕнче 35 ҫул пулать.   

Пухăнакан укҫа-тенкĕне фонд сусăр ачасене тĕрев пама, пуҫаруллă проектсене пурнăҫа кĕртме, йывăр чирлисене сиплеме, пултаруллă ачасене стипенди пама тăкакланать.

 Внести благотворительный взнос можно с помощью мобильных устройств, отсканировав QR-код: 

Деньги в поддержку марафона также можно перечислить на расчетный счет фонда по следующим реквизитам:

Получатель: Чувашское региональное отделение Общероссийского общественного благотворительного фонда «Российский детский фонд» (сокращенно ЧРО ООБФ «Российский детский фонд»).

расчетный счет № 40703810075220160067 в Чувашском отделении № 8613 ПАО Сбербанк

БИК 049706609

к/с 30101810300000000609

ИНН 2128005408, КПП 213001001

В назначении платежа необходимо указать «Благотворительный взнос в марафон «Именем детства, во имя детства».

 



23 марта 2022
10:56
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter