«Патшалăх программисене комплекслӑ майпа пурнăҫласа пыни ял территорийӗсен сӑн-сӑпатне тӗпрен улӑштарма май парать», - тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ

«Патшалăх программисене комплекслӑ майпа пурнăҫласа пыни  ял территорийӗсен сӑн-сӑпатне тӗпрен улӑштарма май парать», - тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ

«Чăваш Республикинчи ял территорийĕсене комплекслă аталантарас» патшалăх программине ҫĕнĕлĕхсем кĕртессипе ҫыхăннă ыйтăва Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче пăхса тухнă. Республика Пуҫлăхĕ Олег Николаев патшалăх программипе пулса пыракан ĕҫсене синхронизацилесе пырсан аван тесе палăртнă.  

«Ял территорийĕсене аталантарасси пирки комплекслă йышăнса хăварас пулать мероприятисене. Вĕсем паллă, наци проекчĕсемпе те тӳр килсе тăмалла. Социаллă тытăма вăй илтермелле, ҫул-йĕрсем сармалла, халăха пурăнма хăтлă условисем йĕркелесе памалла, ҫынсен ырлăхĕшĕн яваплăха туйса тӳрĕ кăмăлпа мĕнпур ĕҫсене пурнăҫламалла», - тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.   

Енчен те мĕнпур ĕҫсене йĕркипе туса пырсан, ялсен сăн-сăпачĕ ырă ене улшăнса пырасси те куҫ кĕретех, бизнеса та аталантарма хăтлă условисем пулĕҫ. Кун пирки ҫирĕппĕн каланă регион Пуҫлăхĕ.  

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – ял хуҫалăх министрĕ Сергей Артамонов хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикинче ялсене комплекслă аталантарса вăй илтерсе пыма 2022 ҫул валли 1,3 млрд тенкĕ пăхса хăварнине палăртнă.

Паллă, укҫа-тенкĕсенчен пĕр пайĕ ҫурт-йĕр условийĕсене хăтлăлатма тăкакланĕ. Енчен те халăх ял ипотекине илет пулсан, вĕсен пĕр пайне патшалăх енчен саплаштарĕҫ. Каҫал енре, Шупашкар районĕнче, Патăрьелĕнче, Канаш районĕнче инфратытăма ҫĕнетсе улăштарасси те планра пур. Ялсенче автомашина ҫулĕсене тирпейлесе сарасси ыйту та кун йĕркинчех тăрать.

2022 ҫулта Сĕнтĕрвăрринче ял территорийĕсене аталантарма проектсене йышăнса хăварнă.  Хулара 375 ачана вырнаҫтарма май паракан пысăк шкул хăпартса лартасшăн.

Ҫынсен пуҫаруллă проекчĕсене пурнăҫа кĕртессипе те хастар тăрăшаҫҫĕ регионта. Республика хыснинче проектсене пурнăҫлама 675,1 млн тенкĕ пăхса хăварнă. 2022 ҫулта пĕтĕмпе 862 пуҫаруллă проекта пурнăҫлама тĕллев лартнă. Вĕсем пĕтĕмпех халăхăн пурнăҫ условийĕсене лайăхлатма витĕм кӳрĕҫ.



23 марта 2022
14:37
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter