Аграрисем çуракине тухма хатĕр

Çурхи кунсем вăй илсе пынă май çуракине тухас ыйту та çивĕчленет. Пĕтĕмĕшле арграрисем хире тухма хатĕр, анчах та çутçанталăк витĕмне те шута илмелле. Кăçлхи хĕлле юр калăпăшлă пулнăран çĕр те нӳрĕ. Çакă ĕçсене кăшт каярах пуçăнма хистет.

Кăçал ял хуçалăх тытăмне аталантарма йĕркеленĕ ĕç-пуçа Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче тимлĕх уйăрчĕç, ытти пĕлтерĕшлĕ самантсене те сӳтсе яврĕç. Кăçал çурхи ĕçсене 545 000 гектар лаптăкĕ çинче пурнăçлама тĕллев лартнă. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан çĕр улми тата пахча-çимĕç лартма çĕр лаптăкĕ ытларах уйăрĕç. 17 000 гектар, шел те, сухаламан çĕр лаптăкĕсем палăртрĕ Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов. Кăçал вĕсен калăпăшлă пайне ĕçе кĕртме палăртаççĕ. Çулталăк пуçланнăранпа республикăри аграрисем 72 ятарлă техника туяннă. Шел те, техника туянасси кăштах уксахлать. Çак ыйтăва тимлĕх уйăрмалла. Ял хуçалăх тытăмне аталантарма кăçал пĕтĕмĕшле 3 млрд та 600 млн ытла укçа-тенкĕ уйăрнă.

Ларура сӳтсе явнă тепĕр пелтĕрĕшлĕ ыйту – сусăр çынсене ĕçпе тивĕçтересси. Ятарлă реабилтаци программисемпе килĕшӳллĕн ĕçпе тивĕçтерекенсем сывлăх енчен хавшакрах çынсене ĕçе вырнаçма пĕтĕм майсем туса памаллине Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче сӳтсе яврĕç. Республикăра квотăпа килĕшӳллĕн хевтесĕр çынсем валли предприятисем ятарлă ĕç вырăнĕсем уйăрма тивĕç. Миçе вырăн уйăрасси пĕрлешӳре миçе çын вăй хунинчен килет. Тĕслĕхрен, енчен 100 çынран пуçласа 500 çын ĕçлет пулсан, предприяти пĕр сусăр çынна ĕçе илме пултарать. 500 тен ытларах ĕçчен вай хурать пулсан, 2 сусăр çынна ĕç вырăнĕпе тивĕçтерме май пур.



НТРК
24 марта 2022
10:34
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter