Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев инфратытӑм валли уйăракан бюджет кредичĕсемпе пурнăҫланакан проектсен йышне улшӑнусем кӗртме сӗннĕ

 Ҫакнашкал сĕнĕве республика Ертӳҫи Раҫҫей федерацийĕн регионĕсене аталантарассипе  ĕҫлекен Правительство комиссийĕн штабĕн ларăвĕнче пĕлтернĕ. Ĕҫлĕ президиума Раҫҫей Федерацийĕн  Правительствин Председателĕн ҫумĕ Марат Хуснуллин йĕркелесе ертсе пынă.

Олег Николаев проектсен йышне улшăнусем кĕртме сĕннĕ, енчен те  вĕсем инфратытăм бюджет кредичĕсемпе пурнăҫланаҫҫĕ пулсан. Социаллă объектсене – тăваттă, транспорт тата коммуналлă инфратытăм енĕпе ҫичĕ объекта плана  пăхса хăварма каланă.  Пĕтĕмĕшле вара, 37 объект вырăнне 40 объект пулса тăрĕ.    

«Хальхи вăхăтра 11 объектпа патшалăх экспертизи витĕр тухнă. Вĕсене пурнăҫа кĕртмелли укҫан калăпăшĕ 720,7 млн танлашать. Контрактсене те ака уйăхĕнче  алă пусса ҫирĕплетессине плана кĕртнĕ. Ҫĕртме уйăхĕнче тата сакăр объектпа контрактсене йышăнма тĕллев лартнă,  вĕсен пĕтĕмĕшле калăпăшĕ – 982 млн тенкĕ.  21 объектпа контрактсене ҫирĕплетмелли тапхăра кăҫал ҫурла тата авăн уйăхĕсем валли пăхса хăварнă.  Паллă, объектсене кăҫалах туса пĕтерме хĕн, вĕсем 2023 ҫула куҫаҫҫĕ», – тесе хыпарланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ контрактсем пирки сăмахланă май.   

Пĕтĕмĕшле 2022 ҫулта инфратытăм пайне вăй илтерсе аталантарса пыма ҫăмăллăх кредичĕсене тĕпе хурса 1,761 млрд тенкĕ уйăрнă, ҫитес ҫул валли кăтарту тата та пысăкрах, вăл 1,976 млрд тенкĕпе танлашать.     

Марат Хуснуллин  ҫĕнĕлĕхсене ырланă, инфратытăма аталантарма йышăнакан проектсене пурнăҫа кĕртме, РФ строительство Министрне Ирек Файзуллина витĕм кӳме хушнă, регионсен заявкисене  пăхса тухма каланă.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ РФ Вице-премьерне федераци программисем пирки те каласа панă, программăна кĕмен проектсем ҫинчен те пĕлтернĕ.  Пĕтĕмĕшле 148 контракта алă пусса ҫирĕплетмелле, объектсен пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 4,936 млрд тенкĕ.  Пуш уйăхĕн 23-мĕшĕ тĕлне 88 контракта алă пусса ҫирĕплетнĕ, вĕсен калăпăшĕ 2,671 млрд тенкĕпе танлашать. Ака уйăхĕ тĕлне контрактсене 100 процента ҫити алă пусса ҫирĕплетме тĕллев лартнине те пĕлтернĕ Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ.   

«Ҫулсен карттипе» килĕшӳллĕн, паянхи кун планри мĕнпур ĕҫ туллин пурнăҫа кĕрсе пырать. Пĕлетпĕр, ака уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне ĕҫ-пуҫа вĕҫне-хĕрне ҫитерессине», – тесе сăмаха ҫавăрса каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.  Сăмах май, патшалăх контракчĕсемпе пурнăҫланакан объектсене хута яма аванс мелĕпе тĕрев куҫарма палăртнине те асăннă вăл, укҫа-тенкĕ тĕллевлĕн тăкакланнипе тăкакланманнине ҫирĕп тĕрĕслевре тытассине пĕлтернĕ.



24 марта 2022
13:44
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter