Чӑваш Енре паянхи пурнăҫ таппинче бизнеспа банксем хушшинчи ĕҫлĕ ҫыхăнăва сарассине, вак тата вăтам предпринимательлĕхе пулăшу парасси ҫинчен канашланă

Чӑваш Енре паянхи пурнăҫ таппинче  бизнеспа банксем хушшинчи ĕҫлĕ ҫыхăнăва сарассине, вак  тата вăтам предпринимательлĕхе пулăшу парасси ҫинчен канашланă

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев тата Чăваш Республикин прокурорĕ Андрей Фомин ертсе пынипе регионта ĕҫлекен банк учрежденийĕсен представителĕсемпе канашлу иртнĕ.

Палăртнă мероприятине республикăри министерствăсенче тăрăшакансем, тĕрлĕ ведомствăсен ертӳҫисем, регионта бизнес тытăмĕнче вăй хуракансем, обществăлла  пĕрлешӳсен представителĕсем тата та ытти нумай ҫынсем пухăннă. 

Республика прокуратурин пуҫарăвĕпе йĕркеленĕ канашлăвăн тĕп сăлтавĕ –  предпринимательлĕх тытăмне витĕм кӳрекен пулăшу ĕҫĕсене тĕплĕн пăхса тухса сӳтсе явасси пулнă. Чи анлă сарăлнă пулăшу пайĕсенчен пĕри – ҫăмăллăх кредичĕсемпе пулăшасси, предпринимательсем валли кредит каникулĕсене йĕркелесе тăратасси.  Чăваш Республикин прокурорĕ Андрей Фомин кредитсемпе тивĕҫтерекен банк учрежденийĕсен ҫирĕп йĕркене пăхăнса мероприятисене йĕркелесе пымаллине чĕнсе каланă.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев ҫĕршыв шайĕнче йышăнакан мерăсем, регион территорийĕнче те тухăҫлă пулса пымаллине палăртнă, вĕсен пĕлтерĕшĕ самаях пысăк тесе каланă. 

«Тĕлпулăвăн тĕллевĕ – пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕҫлесе пырасси, аталанăвăн тĕрĕс ҫул-йĕрĕсене тупса палăртасси. Кулленех йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене тишкересси, уҫăмлатса пырасси. Енчен те   регион шайĕнче ыйтусене татса параймасан, тен федераци шайне кăларсан, хушма мерăсем палăртăнĕҫ», – тенĕ вăл.

Пирĕнтен кашнин хăйĕн палăртнă пысăк тĕллевĕсем пур тенĕ Олег Николаев. Пур-пĕрех пурсăмăрăн та пĕр ыйту – обществăра килĕшĕве упраса хăварасси. Ыранхи куна шанса, хавхаланса ĕҫлесе пырасси те кулленхи ыйтусенчен пĕри пулса тухать, айванрах енсен прависене пăсмалла мар.

«Банк тата предпринимательсем пирки сăмах пуҫартăмăр пулсан, ку тĕлĕшпе предпринимательсем айван енсем пулса тухаҫҫĕ.  Банксем пур-пĕрех вăйлăрах аталанса пыраҫҫĕ. Енчен те предпринимательсем тата ахаль ҫынсем пирки сăмахлатпăр пулсан, кунта вара –  пачах та урăхла истори. Клиентсем ҫине ытларах тимлĕх уйăрма тăрăшмалла, вĕсене хушма тĕревпе тивĕҫтермелле», – тенĕ регион Ертӳҫи.

Бюджет укҫипе тухăҫлă усă курнипе курманнине сăнаса тăракан ятарлă оперативлă штаб йĕркелесе яма сĕннĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.

«Предприятисем пирки калас пулсан, енчен те вĕсем патшалăх заказĕсене пурнăҫлаҫҫĕ пулсан, вĕсене сирĕнпе пĕрле, эпир те витĕм кӳрсе пыма хатĕр. Хушма мерăсем йышăнма, тĕрлĕ процессенче хутшăнма та пултаратпăр», – тесе хушса каланă Олег Николаев.

Енчен те патшалăх заказĕсене пурнăҫлама хамăр енчен предприятисене аванс парса пулăшатпăр пулсан, тĕревпе тĕллевлĕн усă курнипе курманнине те ҫирĕп тĕрĕслесе тăма пултаратпăр. Тен кредит организацийĕсемпе пĕрле, шăпах та ҫирĕп йĕрке пирки тарăнрах сӳтсе явмалла. Кун пек мерăсемпе ĕҫлеме те эпир хатĕр.   Чи кирли – укҫа-тенкĕне упрасси, тĕллевлĕ усă курса пырасси.  Палăртнă тĕллевсене пурнăҫа кĕртессишĕн пурин те таса чунпа яваплăха туйса ĕҫлесе пымалла. Кирек-епле пуҫарнă ĕҫ те ятарлă объектсемпе ҫыхăннă, вĕсем пурте тенĕ пек халăхăн пурнăҫ условийĕсен шайне лайăхлатса пырассипе пурнăҫланса пыраҫҫĕ. 

Предпринимательсен ыйтăвĕсене хуравланă май, Олег Николаев патшалăх контракчĕсене пурнăҫланă чухне 5 процентне тӳлеттерме пăрахăҫласси пирки ҫапларах хуравланă. «Ыйту тавлашуллă. Шăпах та тепре чухне, предпринимательсем гаранти панă чухнехи тапхăрта ĕҫлеме пăрахăҫланаҫҫĕ. Кун пек фактсем те ҫук мар. Пулса тухать вара ҫапла, патшалăхăн хăй ҫине яваплăха илмелле, ку тĕллевпе тата та тепĕр хут тĕрев куҫарма тивет.  Гарантиллĕ тапхăрта ҫирĕп йĕрке пулмалла, ăна тĕпе хурса предпринимательсен ĕҫе пăрахăҫлама юрамасть, ĕҫ-пуҫа чарса лартма та ирĕк пулмалла мар», – тенĕ.  Палăртнă ыйтăва оперативлă штабăн ларăвĕнче ертӳҫĕсемпе тарăн тепĕр хут пăхса тухма шантарнă. 

Канашлăва пухăннă ĕҫтешсем: прокуратурăра, влаҫ органĕсенче, бизнес сферăра, банкра тăрăшакансем республика территорийĕнче предпринимательлĕх тытăмне куҫарса паракан пулăшусем  вăхăтра тата тĕллевлĕн куҫса пымаллине те асăннă. Вак тата вăтам бизнесра вăй хуракансене йывăрлăх кăларса тăратма юраманнине те асăрхаттарнă.     

Палăртнă канашлăва пухăннисем бизнес тытăмра вăй хуракансен нумай ыйтăвĕсене сӳтсе явнă, пуринпе те кирлĕ пек йышăнусем туса хăварнă. Пур ҫавăн пек предпринимательсем, юриех чăрмав кăларса тăратаҫҫĕ. Кредитсене вăхăтра саплаштарса пыман тĕслĕхсем те ҫук мар. Вĕсене банк тытăмĕнче тăрăшакансем ятарлă списока та кĕртеҫҫĕ.  Кун пек чухне, ҫакнашкал предпринимательсене пуласлăхра ҫăмăллăх кредичĕсемпе тивĕҫтересси иккĕленӳллĕ те пулма пултарать.  Ҫапларах каланă банк тытăмĕнче тăрăшакансем.  Аса илтеретпĕр, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев ял хуҫалăх пайĕнче тăрăшакан предпринимательсене хăй тĕрĕслеве илме шантарнине. Кредитпа тивĕҫтерекен организацисем вĕсене «хура списока» кĕртнине те шута илсе анлă тишкерӳ тума палăртнă вăл. «Банксен кредит историйĕсем ҫине кăна таянса, ял хуҫалăх пайĕпе тимлекен предприятисене хирĕҫле кайма тен юрамĕ», - тенĕ вăл хăй вăхăтĕнче.   

Олег Николаев паянхи кун тухса тăнă лару-тăру вăхăтлăх кăна пулнине асăннă.  «Паника пулмалла мар, юриех йывăрлăхсем те кăларса тăратма юрамасть. Чăрмавсене вăхăтра сирсе яма пĕлмелле, пурин те пĕрне пĕри ăнланса килĕштерсе ĕҫлемелле. Мĕнпур пек ресурссемпе тĕллевлĕ тата тухăҫлă усă курмалла, хамăрăн ума лартнă тĕллевсене вăхăтра тата туллин пурнăҫа кĕртмелле. Таварсене тирпейлесе кăларакан предприяисемпе организацисене чăрмавсем кăларса тăратмалла мар», – тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.        

Регион Пуҫлăхĕ Чăваш Республикин Экономика министерствине, Чăваш Республикинчи предпринимателсен прависене хӳтĕлекен Уполномоченнăйне, «Манăн бизнес» регионти центрта вăй хуракансене бизнесра тăрăшакансене тĕрев парассипе, вĕсен прависене хӳтĕлессипе ĕҫсене хастартарах йĕркелесе пыма чĕнсе каланă. 



24 марта 2022
09:20
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter