«Хуҫалӑх ӗҫӗ-хӗлӗн кашни субъектне ҫӗршыв Президенчӗн йышӑнăвĕсене тĕпе хурса хӳтĕлеме тăрăшăпăр», – тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев

«Хуҫалӑх ӗҫӗ-хӗлӗн кашни субъектне   ҫӗршыв Президенчӗн йышӑнăвĕсене тĕпе хурса хӳтĕлеме тăрăшăпăр», –  тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев

 Кун пек йышăнăва Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче палăртнă.  Сăмах банксем пирки пырать. Хăшĕ-пĕрисем ятарласа ял хуҫалăх пайĕнче ĕҫлекен предприятисене «хура списока» кĕртсе пуласлăхра чăрмавсем кăларса тăратаҫҫĕ.  Кун пирки калаҫăва кашни эрнере ирттерекен ĕҫлĕ планеркăра та сӳтсе явнă.   

Аграри ĕҫченĕсен, ҫăмăллăх кредичĕсем пирки калакан патшалăх программисемпе тăрăшаҫҫĕ пулсан, тӳлевсене ҫур ҫуллăхра   пăрахăҫласан та юрĕ.  Пур-пĕрех вĕсем вăхăтра кредитсене тӳлесе пымаҫҫĕ тесе, банк сферинче тăрăшакансем тӳрех «хура списока» кĕртсе хăвараҫҫĕ.  Кун пек тĕслĕхсене тĕллевлĕн пăхса тухма шантарнă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ. Ял хуҫалăх пайĕнче вăй хуракансен чăрмавсем ахаль те сахал мар, вĕсене ăнланма тăрăшмалла. Май пур таран килĕшсе пĕр-пĕринпе тухăҫлă ĕҫлесе пымалла.  «Кредит историне пăсмалла мар. Кун пек йышăнусем туса хăварсан, ял хуҫалăх пайĕнче тăрăшакансен ӳлĕмрен тата та ытларах чăрмавсем тухса тăма пултарĕҫ», – тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ.  

Сăмах май,  Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче, пуш уйăхĕн 23-мĕшĕнче прокуратура ĕҫченĕсемпе пĕрле банк тытăмĕнче вăй хуракансемпе, бизнесра тăрăшакансемпе, ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсенче тимлекенсемпе ĕҫлĕ уҫă калаҫу формипе канашлу ирттерме палăртнине те хыпарланă. Йывăрлăх кăларса тăратма пултаракан ыйтусене тарăн пăхса тухса, тивĕҫлĕ йышăнусем туса хăварасси пирки те пĕлтернĕ.  Ҫĕршыври лару-тăрăва шута илсе, экономика санкци тапхăрĕнче асăрхануллă пулмалла, пĕрне-пĕри ăнланса килĕштерсе ĕҫлесе пымаллине те чĕнсе каланă республика Пуҫлăхĕ сăмаха малалла тăснă май.   

«Ку питĕ ҫивĕч мера. Чи кирли – кашни тĕслĕхе вăхăтра тупса палăртмалла. Вĕсене пурне те тарăн пăхса тухса тивĕҫлĕ йышăнусем туса хăвармалла.  Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн йышăнăвĕсене тĕпе хурса, кашнинпе тĕллевлĕн ĕҫлеме палăртатпăр. Никама та  йывăрлăхсем кăларса тăратма ирĕк памăпăр», – тенĕ Олег Николаев хăйĕн сăмахĕнче.  

Чăваш Республикин агропромышленноҫ комплексне пулăшу уйăрма 2022 ҫул валли пĕтĕмпе 3,7 млрд тенĕ  пăхса хăварнă.

Регион Ертӳҫи патшалăх пулăшăвне вăхăтра тата тĕллевлĕ куҫарса пама хушнă. «Пулăшу пайĕ палăртнă тĕллевсене вăхăтра пурнăҫа кĕртме витĕм кӳччĕр. Ыттисене те кулленех татса парассишĕн тăрăшăпăр, йывăрлăхсене пачах та тăсса пымалла мар, вĕсене ҫийĕнче пăхса тухмалла, кирлĕ пек йышăнусем туса хăвармалла», – ҫирĕппĕн каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ.  

Кăҫал ҫулталăк пуҫланнăранпа аграри пайĕнче тăрăшакансене субсиди мелĕпе 329,1 млн тенкĕ куҫарса панине пĕлтернĕ Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – ял хуҫалăх министрĕ Сергей Артамонов.  Ку пулăшăва ҫĕр ĕҫченĕсем ҫурхи уй-хир ĕҫĕсене пурнăҫлама тăкакланасси те куҫ кĕретех.  Кăҫал тата та пуш уйăхĕ вĕҫлениччен 129,3 млн тенкĕ куҫарса пама йышăннă ял хуҫалăх тытăмĕнче вăй хуракансене.  Палăртса хăваратпăр, укҫа-тенкĕ ыйтăвне вăхăтра тивĕҫтереҫҫĕ, кăлтăксем ҫук, йĕркипе куҫарса параҫҫĕ предпринимательлĕх пайĕнче тăрăшакансене.  

 



24 марта 2022
10:16
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter