Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев Тăван çĕршывăн 1941-1945 çулсенчи Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 77 çул çитнине уявлассине йĕркелекен ушкăнăн ларăвне ирттернĕ

Раççей çарĕсем паян Украинăра çар операцийĕ ирттернине ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев Тăван çĕршывăн Аслă вăрçипе танлаштарчĕ: «Унта та нацизмпа кĕрешеççĕ…» Çавна май, ун шучĕпе, кăçал Çĕнтерӳ кунне уявлассипе çыхăннă мероприятисене паянхи лару-тăру та витĕм кӳмелле, çамрăксене патриотла воспитани парасси халь уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Çак шухăша Олег Николаев Тăван çĕршывăн 1941-1945 çулсенчи Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 77 çул çитнине уявлассине йĕркелекен ушкăнăн эрнекун иртнĕ ларăвĕнче палăртрĕ. «Уявпа çыхăннă йăласене малалла тăсмалла. Чи малтанах — çав çулсен свидетелĕсем пулнă çынсене чысласси. Пирĕн тимлĕх вĕсенчен кашнин тĕлĕшпе курăмлă пулмалла, вĕсем Çĕнтерĕве хывнă тӳпене хакламалла», - терĕ Олег Алексеевич. Вăл вырăс хĕç-пăшалĕ мирлĕ çынсене хӳтлĕх кӳнине, çав вăхăтрах нацизмпа фашизм идейисене парăннисем тĕлĕшпе шелсĕр пулнине аса илтерсех тăмалли çинчен каларĕ.

Ĕçлев тата социаллă хӳтлĕх министрĕ Алена Елизарова пĕлтернĕ тăрăх, республикăра паян 6,5 пин вăрçă ветеранĕ пурăнать. Вĕсенчен 165-шĕ — вăрçă инваличĕсем, участникĕсем. Вĕсене Çĕнтерӳ кунĕ тĕлне парнесемпе хавхалантарма палăртнă. Вăрçă ветеранĕсене памалли социаллă тӳлевсем валли çуллен уйăракан укçан пĕтĕмĕшле виçи вара 250 миллион тенкĕпе танлашать.

Культура министрĕ Светлана Каликова Çĕнтерĕве халалланă мероприятисен шучĕ 2 пин патнеллех пулассине пĕлтерчĕ. Кăçал паллă ентешсен çулталăкĕ пулнă май мероприятисен пĕр пайне Чăваш Енĕн фронтри паттăрлăхпа палăрса Совет Союзĕн Геройĕн ятне тивĕçнĕ ывăлĕсене халаллаççĕ.

Шупашкарта Çĕнтерӳ парачĕ иртмелле. Денис Спирин сити-менеджер ăна кăçал та республика тӳремĕнче йĕркелесси çинчен пĕлтерчĕ. Хула проспекчĕпе Шупашкар гарнизонĕн 1,2 пин çынран тăракан пĕрлехи полкĕ, техникăпа хĕç-пăшалăн 70 единицинчен йĕркелекен механизациленĕ колонни иртĕç. Хула «Вилĕмсĕр полк» акци йĕркелеме те хатĕр. Коронавирус инфекцийĕпе çыхăннă чарусем пулмасан кашниех хăйсен вăрçа хутшăннă çывăх çыннисен сăн ӳкерчĕкĕсене йăтса утма пултарĕ.



25 марта 2022
18:41
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter