Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Культура ĕҫченĕн кунĕпе саламлани

Хисеплĕ культура ĕҫченĕсем тата ветерансем!

Сире професси уявĕпе - Культура ĕҫченĕн кунĕпе - саламлатăп!

Чăваш халăхĕн культури тата йăли-йĕрки пуян та хăйне евĕрлĕ, вăл ҫулран-ҫул аталанса тата вăй илсе пырать. Ку енĕпе пултаруллă, хăйсен ĕҫне чун-чĕрепе парăннă, ыттисене илеме юратма вĕрентекен ҫынсен тӳпи пысăк.

 Эсир тăрăшнипе республикăра искусство, музейсемпе библиотекăсем, культура тытăмĕнчи вĕрентӳ, халăх пултарулăхĕ ăнăҫлă аталанать. Эсир нацин чун-чĕре пуянлăхне, кăмăл-туйăмне ҫирĕплететĕр. Общество аталанăвĕнче пысăк вырăн йышăнатăр.

 Кăҫал, РФ Президенчĕн Указĕпе килĕшӳллĕн ҫирĕплетнĕ Раҫҫейри халăхсен культура еткерлĕхĕн ҫулталăкĕнче, сирĕн професси уявĕн пĕлтерĕшĕ тата ӳсет. Эпир ҫĕр пин тĕрĕ ҫĕршывĕ Чăваш Ен пирĕн пуҫарупа пуҫланă «Раҫҫейĕн тĕрĕллĕ карти» проекта пурнăҫа кĕртмелли вырăн пулса тăнипе мăнаҫланма пултаратпăр. Чăваш ҫĕрĕнче кăҫал ҫавăн пекех Раҫҫейри халăхсен Ача-пăча фольклориади тата ытти нумай пысăк мероприяти иртет.

 Эпир культура ĕҫченĕсене тав тунипе кăна ҫырлахмастпăр. Ҫĕнĕ культура учрежденийĕсене хута яратпăр, пуррисен сăн-сăпатне улăштаратпăр, вĕсен коллективĕсене пулăшмалли мелсене палăртатпăр, халăх искусствин ят-сумне ӳстермелли, культура пуянлăхне, археологи, истори, культура палăкĕсене упраса, республикăра пурăнакан халăхсен хăйне евĕрлĕхне, этнокультура нумай енлĕхне сыхласа хăвармалли проектсене пурнăҫа кĕртетпĕр.

 Культура ĕҫченĕсене профессие чунпа парăннăшăн, пысăк ăсталăхшăн, тапса тăракан вăй-халшăн тав тăватăп. Ҫирĕп сывлăх, телей, ырлăх, хавхалану, ҫĕнĕ ҫитĕнӳсем сунатăп!

  

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ                                     Олег Николаев

 



25 марта 2022
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter