Культура ĕçченĕсене чысларĕç

Пуш уйăхĕн 25-мĕшĕ - Культура ĕçченĕн кунĕ. Культурăсăр халăхăн пуласлăхĕ çук. Шăпах çавăнпа Чăваш Республикинче культура тытăмне аталантарасси патшалăх политикин тĕп тĕллевĕсенчен пĕри пулса тăрать.

Çакăн пирки те сăмах пычĕ паян культура ĕçченĕсен ячĕпе Чăваш патшалăх филармонийĕнче иртнĕ савăнăçлă мероприятире. Унта ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева, ЧР культура министрĕ Светлана Каликова, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Леонид Черкесов хутшăнчĕç. Олег Алексеевич культура ĕçченĕсен ĕçне пысăк хак пачĕ. "Сирĕн хавхаланăвăр çăл куç пек тапса тăтăр", - терĕ. Чи хастаррисене патшалăх наградисемпе чысларĕ.



Хыпар
25 марта 2022
18:47
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter