Социаллӑ пӗлтерӗшлӗ тавар хаклӑхӗпе ҫыхӑннӑ ҫивӗч ыйтусене республика Прокуратуринче сӳтсе явнă

Социаллӑ пӗлтерӗшлӗ тавар хаклӑхӗпе ҫыхӑннӑ ҫивӗч ыйтусене республика Прокуратуринче сӳтсе явнă

 Чăваш Республикин прокуратуринче ĕҫлĕ канашлу иртнĕ. Кун йĕркинчи тĕп ыйтусенчен пĕри – ҫĕршыври лару-тăрăва шута илсе, социаллă пĕлтерĕшлĕ таварсен хакне шайлаштарса пырасси, сăлтавсăр вĕсене ӳссе каяссинчен сыхă тăрасси. Палăртнă мероприятине Чăваш Республикин прокурорĕ Андрей Фомин йĕркелесе ертсе пынă. Уҫă калаҫăва Чăваш Республикин ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсенче тăрăшакансем, тавар тирпейлесе кăларакан хăш-пĕр предприятисемпе организацисен ертӳҫисем, тĕрĕслевпе асăрхав службисенче вăй хуракан ертӳҫĕсем тата та ытти ҫынсем пуҫтарăннă.  Ĕҫе пухăннисем Анăç Раççей тĕлĕшпе йышăннă тата йышăнакан санкцисен условийĕсенче предприятисен ĕçне тивĕçтермелли мерăсем пирки те сӳтсе явнă.

Чăваш Республикин прокурорĕ Андрей Фомин хăйĕн сăмахĕнче, регионта социаллă пĕлтерĕшлĕ таварсен хакне сăлтавсăрах ӳстерсе пыракан предприятисемпе организацисен ĕҫне ҫирĕп тĕрĕслеве илме шантарнă.  Пĕрре мар тĕрĕслевсем йĕркеленĕ, йĕрке пăснă тĕслĕхсем те ҫук мар. Апла пулсан, ыйту ҫивĕчленсе пыни те куҫ кĕретех.  Енчен те таварсене хамăрăн ҫĕршывра тирпейлесе кăлараҫҫĕ пулсан, вĕсен хакĕсене ӳстерме сăлтав пачах та пулмалла мар. Кунта юриех хаклатса сутаҫҫĕ текен ăнлав та мала тухма пултарать. Кун пек тĕслĕхсем ан пулччăр тесен, ӳлĕмрен ятарлă служба ĕҫченĕсем вырăна тухса тĕрĕслевсем ирттерме палăртаҫҫĕ.   

Хальхи вăхăтра республика территорине таварсене хăш ҫĕршывсенчен илсе килнине те ҫирĕп  асăрхаса тăраҫҫĕ.  Кун пирки Андрей Фомин ҫирĕппĕн каланă. Тĕрĕслевпе асăрхав службин ĕҫченĕсем кулленех таварсен хакĕсене асăрхаса тăрĕҫ, енчен те йĕрке пăснă тĕслĕхсене тупса палăртсан, саккунпа килĕшӳллĕн ҫирĕп явап тыттарассине те каланă.    

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов   хăйĕн сăмахĕнче социаллă пĕлтерĕшлĕ таварсене кулленех вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче тăрăшакансемпе пĕрле тухса тĕрĕсленине хыпарланă.  Республикăри суту-илӳ учрежденийĕсенче 20 ытла тĕрлĕ таварсен хакĕсене мониторинг туса тăнине те пĕлтернĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.  

Паллă, чылай таварăн хакĕ хăпарнă.  Пуш уйăхĕнче аш-какай, тăвар, ҫăнăх, кĕрпе, купăста, сухан, кишĕр хакĕсем палăрмаллах ӳснĕ. Юлашки эрнере пăру какайĕ,типҫу, чăх ҫăмартисем, сахăр хакĕсем самай хăпарнă. Халăх хытă пăшăрханни те куҫ кĕретех.  Чăваш Республикин Экономика министерствине «хĕрӳ лининен» 65 ытла ҫын шăнкăравласа хăйсен шухăш-кăмăлне пĕлтернĕ.  Хаксем ӳсни пирки хыпарсене тĕрĕслевпе асăрхав службисене ҫийĕнчех пĕлтерсе пынă.  

Федераци шайĕнчи оперативлă штабăн ларăвĕнче Раҫҫей Федерацийĕн Промышленноҫпа суту-илӳ министерствин ĕҫченĕсем социаллă пĕлтерĕшлĕ таварсене юлашки эрнесенче туянас текенсен шучĕ чакса пынине каланă. Калăпăр, сахăр, хура тулă, типҫу хакĕсем ӳлĕмрен чакса пырĕҫ.

 Министерство пĕлтернĕ тăрăх, федерацин республикăра ĕçлекен суту-илӳ сечĕсем региона сахăр песукне яланхи йĕркепе куллен кӳнине çирĕплетнĕ. Çак çимĕç хакĕ унчченхи шайрах-мĕн. Халăх сахăра саппас туянса хуни вырăнсăр. Министерство социаллă пĕлтерĕшлĕ ĕçме-çиме хакĕсен, саппасĕсен мониторингне йĕркеленĕ. Суту-илӳ организацийĕсене хаксем тĕлĕшпе каварлашма, вĕсене сăлтавсăр ӳстерме, рынокра тĕп вырăн йышăннипе пысăкрах услам илес тĕллевпе усă курма юраманни çинчен асăрхаттарнă. «Магнит», «Пятерочка» сетьсем таварсен, çав шутра сахăр саппасĕ складсенче çителĕкли çинчен пĕлтернĕ, ялан кирлĕ таварсен лавккасенчи калăпăшĕ куллен çĕнелсе пырать. Кирлĕ тĕк таварсене лавккасене васкавлăн тивĕçтерессине те йĕркелеме шантарнă.  Кун пирки ҫирĕппĕн каланă Дмитрий Краснов.  

Чăваш Республикин Правительстви малашне хаксем ӳссе ан пыччĕр тесе, таварсем тирпейлесе кăларакан предпринимателсене пулăшу мерисем памалли пирки ĕҫ хучĕсене йĕркелет.

«Магнит» сеть лавккисенче сахăр туянас текенсен шучĕ самай чакнине хыпарланă учрежденийĕсен  филиалĕн директорĕ Ахмат Айбазов.

«Сентресем ҫинче сахăр ҫителĕклĕ пултăр тесе, вĕсен калăпăшне ытти чухнехинчен 30 процент ытла тивĕҫтерме палăртрăмăр. Ҫĕршывра сахăр ҫук мар.  Паллă, вĕсене вăхăтра тирпейлесе пырайманни тĕп сăлтавсенчен пĕри пулса тăрать.  Шанатпăр, ӳлĕмрен таварсем ҫителĕксĕр пулмасса.  Илес текенсем пур-пĕрех хăйсене валли ҫителĕклĕ таранах таварсене туннă», - тесе пĕлтернĕ хăйсен шухăшне Ахмат Айбазов.

«Волга» X5 Retail Group  макрорегионăн патшалăх влаҫ органĕсемпе  ĕҫлекен Управленийĕн ертӳҫи Тимур Баймуллин хăйĕн сăмахĕнче таварсем ҫĕршыра ҫителĕклĕ пулнине ҫирĕплетсех каланă. Чăрмавсем ҫуккине, халăх патне социаллă пĕлтерĕшлĕ таварсене вăхăтра илсе ҫитернине палăртнă.  

Предприятисемпе организацисен хăш-пĕр ертӳҫисем хăйсен йывăрлăхĕсем пирки пĕлтернĕ.  Чăваш Республикин прокуратура ĕҫчекнĕсем кашни ыйтăва ҫирĕп тĕрĕслеве илнĕ, ҫитес вăхăтсенче тивĕҫлĕ хурав пама шантарнă.  Тĕрĕслевпе асăрхав служба ĕҫченĕсем йĕрке пăсма памĕҫ, вĕсене вăхăтра тупса палăртса саккунпа килĕшӳллĕн явап тыттарасси те часах пулĕ.



25 марта 2022
08:54
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter