Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Раҫҫей Федерацийĕн Наци гвардийĕн ҫарĕсен кунĕпе саламлани

Росгвардин Чăваш Республикинчи управленийĕн хисеплĕ ĕҫченĕсем!

Сире професси уявĕпе  - Раҫҫей Федерацийĕн Наци гвардийĕн ҫарĕсен кунĕпе - саламлатăп!

Сире служба паттăр, хăюллă, чăтăмлă тата тӳсĕмлĕ пулма хистет. Росгвардин Чăваш Республикинчи упарвленийĕн ĕҫченĕсем шăпах ҫак пахалăхсемпе палăрса тăраҫҫĕ.
Эсир ҫĕршыва ҫирĕп хӳтĕлетĕр, ведомство умĕнче тăракан тĕрлĕ енлĕ тĕллевсене пурнăҫланă чухне пысăк ăсталăх кăтартатăр.

Сирĕн профессионаллăх тата эсир тĕрĕслĕх идеалĕсене шанчăклă упрани малашне те Тăван ҫĕршывăн хăватне тата ырă ят-сумне ҫирĕплетес, халăхăн лăпкăлăхĕн тата ĕненĕвĕн никĕсĕ пулса тăрасса шанатăп.

Ветерансене профессие парăннăшăн тата тивĕҫлĕ ăру ҫитĕнтернĕшĕн тав тăватăп.

Ăнăҫу, ҫирĕп сывлăх, телей тата ырлăх сунатăп!


Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ                 Олег Николаев

 



27 марта 2022
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter