Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ ӗҫпе тивӗҫтермешкӗн предприятисене кирлĕ специалистсене хӑвӑртрах хатӗрлеме сӗннĕ

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ ӗҫпе тивӗҫтермешкӗн предприятисене кирлĕ специалистсене хӑвӑртрах хатӗрлеме сӗннĕ

 Республикăра ĕҫпе тивĕҫтересси ыйту кирлĕ пек шайра пурнăҫланса пырать, кăрлач уйăхĕ вĕҫленнĕ тĕле кăтарту 4,1 процентпа танлашнă. Ҫак тапхăрта Раҫҫейре вăл 4,3 процент пулнă. Ĕҫпе тивĕҫтерекен службăра тăрăшакансем пĕлтернĕ тăрăх, пуш уйăхĕн 24-мĕшĕ тĕлне, пурĕ Чăваш Енре 4,5 пин ҫынна ĕҫсĕр пулнине шута илнĕ.  Ку кăтарту ҫулталăк пуҫланнă тĕле 5 пин ҫынпа танлашнă пулнă.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăра Чăваш Республикин промышленноҫпа энергетика министерствине, Ĕҫпе социаллă хӳтлĕх министерствине специалистсен квалификацине ӳстерме май паракан мерăсене пăхса хăварма сĕннĕ, вĕренӳ учрежденийĕсемпе тачă ҫыхăнса ĕҫлеме каланă.

«Пĕлӳ шайне хăвăртлăх мелĕпе ӳстерме май паракан условисем хатĕрлемелле.  Йăлана кĕнĕ тăрăх программăсемпе кăна ĕҫлемелле мар.  Предприятисемпе организацисенче ĕҫлекен тарăн пĕлӳллĕ специалистсене явăҫтармалла.  Тĕрлĕ енсене усă курма тăрăшмалла, паянхи пурнҫ ыйтакан профессионалсене хатĕрлесе кăлармалла, пысăк технологисен витĕмлĕхне тĕпе хурса ĕҫлеме вĕрентмелле», - тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.     

Раҫҫей Правительствин мероприятийĕсемпе килĕшӳллĕн, промышленноҫ предприятийĕсенче вăй хуракансене валли тĕрлĕ ҫăмăллăхсем пулĕҫ, вĕсем хушма пĕлӳсем те илме пултарайрĕҫ.  Чăваш Енре пĕр пине яхăн ытла ҫынна явăҫтарма плана кĕртнĕ, вăтамран пĕрне вĕрентсе тарăн пĕлӳ пама 60 пин тенкĕ тăкакланасси те куҫ кĕретех.

Кашни эрнере пулакан планеркăра ытти самантсем пирки те чарăнса тăнă. Ятарлă министерствăсен ыйтăва ҫирĕп тĕрĕслеве илмеллине чĕнсе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ. Халăха ĕҫпе тивĕҫтерес ыйту кун йĕркинче пур-пĕрех ҫивĕч тăнине асăннă вăл сăмаха малалла тăснă май.

Чăваш Республикин ĕҫпе социаллă хӳтлĕх министрĕ Алена Елизарова хăйĕн сăмахĕнче Правительство самай пысăк пулăшу панине палăртнă. Апла пулсан, йывăрлăха кĕрсе ӳкме пултаракансен пăшăрханма кирлĕ мар, вĕсене май пур татан патшалăх енчен тĕрев парĕҫ.  

«Паянхи куна илес пулсан, Чăваш Республикин Ĕҫпе социаллă хӳтлĕх министерствине пулăшăва илес тесе 107 предприяти ҫырупа тухнă. Ĕҫпе тивĕҫтерекенсем халăх валли 500 вырăн хатĕрлеме хатĕр», - тесе пĕлтернĕ Алена Елизарова.   

 



28 марта 2022
16:43
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter